Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хумсем кӗрлеҫҫӗ, кӑра шывсем шавлаҫҫӗ, вӗсен хӑватлӑ сасси инҫетре илтӗнет: 56. Вавилон ҫине тустаруҫӑ килет, унӑн ҫарҫисене тыткӑна илсе кайӗҫ, вӗсенӗн уххисене аркатӗҫ: Ҫӳлхуҫа, тавӑру Турри, тивӗҫлипе тавӑрӗ.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Сирӗн чӗрӗр ан шиклентӗр, ҫӗр ҫинче сарӑлакан сас-хураран ан хӑрӑр; пӗр ҫулӗнче хыпар килет, тепӗр ҫулӗнче те — хыпар: «ҫӗр ҫинче — пусмӑр, пӗр патша — тепӗр патшана хирӗҫ!» 47. Ҫавӑнпа та Эпӗ Вавилон йӗрӗхӗсене айӑплас кунсем ҫитеҫҫӗ, унӑн пӗтӗм ҫӗрӗ намӑса юлӗ, урамӗсенче аманнисем йынӑшса выртӗҫ.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫӗр чӗтренсе кисренет: Ҫӳлхуҫа Вавилон ҫӗрне пушхир тума, ҫынсӑр хӑварма шутласа хуни вырӑна килет.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Акӑ ҫурҫӗртен халӑх килет: хӑватлӑ ӑру, аслӑ патшасем тӗнче хӗрринчен ҫӗкленсе килеҫҫӗ; 42. вӗсен аллинче — ухӑ та сӑнӑ; вӗсем хаяр та шелсӗр; вӗсенӗн сасси тинӗс шавӗ пек; эй Вавилон хӗрӗ, вӗсем санпала тытӑҫмашкӑн учӗсемпе вирхӗнсе ҫитрӗҫ те — ӗнтӗ санпа ҫапӑҫма хатӗр.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Моав пӗтесси инҫе мар, унӑн инкекӗ питӗ хӑвӑрт килет.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Патша хут чӗркемне, Варух ҫырса хунӑ Иеремия сӑмахӗсене, ҫунтарса янӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ, Вӑл ӑна ҫапла каланӑ: 28. урӑх чӗркем ил те унта Иудея патши Иоаким ҫунтарса янӑ малтанхи хут чӗркемӗнче пулнӑ унчченхи сӑмахсене пурне те ҫырса хур; 29. вара Иудея патшине Иоакима кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: эсӗ ҫак хут чӗркемне ҫунтарса ярса, «Иеремия, мӗншӗн эсӗ унта Вавилон патши пурпӗрех килет те ҫак ҫӗре тустарса хӑварать, ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те вӗлерсе пӗтерет тесе ҫыртӑн?» терӗн; 30. Ҫӳлхуҫа ҫавӑншӑн Иудея патши Иоаким пирки ҫапла калать: унӑн йӑхӗнчен Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан пулмӗ, унӑн виллине кӑнтӑрлахи шӑрӑха та ҫӗрлехи сивве пӑрахӗҫ; 31. Эпӗ ун патне, унӑн тӑхӑмӗ патне, унӑн тарҫисем патне вӗсенӗн тӗрӗсмарлӑхне пырса пӑхӑп та вӗсем ҫине, Иерусалимра пурӑнакансем ҫине тата Иудея ҫыннисем ҫине хӗн-асап ярӑп.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Акӑ Ҫӳлхуҫа ҫил-тӑвӑлӗ хаяррӑн килет, кӑра ҫил-тӑвӑл — вӑл усал ҫынсен пуҫӗ ҫине ӳкӗ.23. Вот, яростный вихрь идет от Господа, вихрь грозный; он падет на голову нечестивых.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Акӑ Ҫӳлхуҫа ҫил-тӑвӑлӗ хаяррӑн килет, кӑра ҫил-тӑвӑл — вӑл усал ҫынсен пуҫне ҫитсе ҫапӗ.19. Вот, идет буря Господня с яростью, буря грозная, и падет на главу нечестивых.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Акӑ вӑхӑт ҫывӑхарса килет, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ Давидӑн сӑваплӑ Хунавне ҫӗклентерӗп те, Вӑл Патша пулӗ, пурне те ӑспа туса пырӗ, ҫӗр ҫинче тӳрӗ сут туса тӑрӗ, тӗрӗссине тӑвӗ.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Акӑ хыпар ҫитрӗ, авӑ килет вӑл, Иудея хулисене пушхирпе шакалсен вырӑнӗ туса хӑвармашкӑн ҫурҫӗр енчи ҫӗршывран шӑв-шав ҫывӑхарса килет.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Халӑхӑм хӗрӗ! хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑн, тусан ҫинче йӑвалан; пӗртен-пӗр ывӑлу вилнӗ евӗр хурланса, вӗри куҫҫульпе макӑр; пирӗн ҫине пӗр кӗтмен ҫӗртен пӗтермӗш килет.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ ҫурҫӗрти ҫӗршывран халӑх килет, тӗнче хӗрринчен аслӑ халӑх ҫӗкленет; 23. ухӑпа сӑнӑ тытнӑ; вӗсем хаяр та шелсӗр, вӗсенӗн сасси тинӗс шавӗ пек, юланутсем вӗҫтерсе пыраҫҫӗ, вӗсем ҫапӑҫма хатӗр, Сион хӗрӗ, вӗсем кар тӑрса санпа ҫапӑҫма килеҫҫӗ.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шел! кун каҫалла сулӑнать, каҫхи сӗмлӗх сарӑлса килет.Горе нам! день уже склоняется, распростираются вечерние тени.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Вениамин ывӑлӗсем, тарӑр Иерусалим хушшинчен, Фекойӑра какӑр кӑшкӑртӑр, Бефкаремра вут-ҫулӑмпа паллӑ парӑр: ҫурҫӗр енчен синкер-сехмет килет.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Дан енчен сасӑ илтӗнет, Ефрем тӑвӗ енчен вилӗмле хыпар килет: 16. халӑхсене пӗлтерӗр, Иерусалима хыпарлӑр: инҫетри ҫӗршывран эшкерсем килеҫҫӗ, кӑшкӑрашса Иудея хулисене янӑратаҫҫӗ.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Арӑслан хӑйӗн чӑтлӑхӗнчен тухать, халӑхсене пӗтерекенӗ килет: вӑл санӑн ҫӗрне пушхир туса хӑварасшӑн хӑйӗн вырӑнӗнчен тухать; санӑн хулусене тустарса пӗтерӗҫ, вӗсем пӗр ҫынсӑр тӑрса юлӗҫ.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Сӑртсем ҫинче — суя-ултав ҫеҫ, тусем ҫинче — шӑв-шав ҫеҫ; чӑнах, Израиль ҫӑлӑнӑҫӗ Ҫӳлхуҫаран, хамӑр Туррӑмӑртан, килет!
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа вут-ҫулӑм хушшинче килӗ, Унӑн урапийӗсем — ҫавраҫил пек, Хӑйӗн ҫиллине хаяррӑн тӑкмашкӑн, вут-ҫулӑмпа айӑпламашкӑн килет Вӑл.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Акӑ Ҫӳлхуҫа ҫӗр хӗррине ҫитиех пӗлтерет: Сион хӗрне калӑр: санӑн Ҫӑлакану килет; Унӑн парни те Хӑйпе пӗрлех, тавӑрса парасси те — Хӑй умӗнчех.
Ис 62 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Акӑ Ҫӳлхуҫа Турӑ хӑватлӑн килет, Унӑн вӑй-халӗ — виҫесӗр.10. Вот, Господь Бог грядет с силою, и мышца Его со властью.
Ис 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.