Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Пирӗн килес, — терӗҫ вӗсем, урисене ҫенӗкри шӑпӑрпа шӑлкаласа.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ылтӑн шырама мар, пурӑнмаллах куҫса кайрӗ пулӗ, каялла килес пулсан, ҫурт-йӗрне сутмӗччӗ, тесе шухӑшларӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Ман килес, — терӗ станцирен таврӑнса ҫурӑм ӑшшине хывма та ӗлкӗреймен Хумкка, ҫутӑран тӗттӗмрех пӳрте кӗнӗрен сӑмавар хыҫӗнче ларакан Ҫимуна тӳрех асӑрхамасӑр.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫилӗ тата пӑртакҫӑ вӑйлӑраххӑн килес пулсассӑн, хӑвӑнпа пӗр шайра ҫунатне хускатмасӑр ярӑнакан кайӑкпа пӗрле шур пӗлӗтсем патнех вӗҫсе каяссӑн туйӑнать.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫитменнине, пӑрахучӗ те ҫак самантрах килес ҫук-ха.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Иртсе кайнӑ телее те ҫавӑрса килес ҫук.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Тепӗр чухне ӗмӗрне те килес ҫук пекех туйӑнатчӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫук, кунашкал ӗҫ тухмӗ. Вӑл хӑратнипе парӑнас этем мар. Луччӑ хулари полицейскисене чӗнсе килес те ҫыхса пӑрахас».
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кунта урӑх никам та килес ҫук, сире никам та кансӗрлес ҫук.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Эсӗ ытла та тахҫан килес пурнӑҫ ҫинчен калаҫатӑн…
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анук пулӑшма никам та килес ҫуккине ӑнланчӗ.
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вырӑс ҫыннинчен тӗрӗслӗх килес хыпарне илтнӗ ывӑлӗ хӑй те таҫта ҫухалчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ыран сан пата миҫере килес?
Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.
Ыттисем пекех, эпӗ те салтака кайса килес терӗм.
Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.
Пӗррехинче Михветсем патне Уҫтине хӗрне килӗшме килес умӗн Натиҫе (кукамая), шенкер куҫлине, чипертереххине, илсе ан кайччӑр тесе тӗп сакайне антарнӑ.
Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.
Вара ҫитес канмалли кунсенче пулас хӗр ҫумӗ патне яла кайса килес терӗмӗр.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
— Вӗренпе сӗтӗрсе илсе килес ҫук ӑна.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Итле-ха, Петӗр Филипчӑ, кунта килес умӗн мана тепӗр ҫын урӑхларах ӑс пачӗ.
Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.
Ман килес, сывлӑхсем мӗнлерех, аван пурӑнаҫҫӗ-и?
Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.
Ман килес.
Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.