Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кесарь (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тервель хан кесарь титулне (чапӗпе император титулӗ хыҫҫӑн иккӗмӗш вырӑнта тӑрать) тата «хулана ҫӑлакан» ята тивӗҫнӗ.

Хан Тервель получил титул кесаря (второй в империи после собственно императорского) и почетное звание «спасителя империи».

Аспарух ывӑлне «Престолсен вӑййи» фильмӗнчи геройӗн прототипӗ тенӗ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах

22. Сире пур сӑваплӑ ҫынсем, пуринчен ытла кесарь ҫуртӗнчисем, салам яраҫҫӗ.

22. Приветствуют вас все святые, а наипаче из кесарева дома.

Флп 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Виҫӗ кунран Павел чи паллӑ иудейсене чӗнтерчӗ, лешӗсем пухӑнса ҫитсессӗн, вӗсене ҫапла каларӗ: эй тӑван ҫыннӑмсем! халӑха хирӗҫ е аттемӗрсенӗн йӑлине хирӗҫ эпӗ нимӗн те туман, ҫапах мана Иерусалимра тытса тимӗрлерӗҫ те Рим ҫыннисен аллине пачӗҫ; 18. кусем ӗнтӗ мана сут турӗҫ те, манӑн вилӗме тивӗҫлӗ нимӗнле айӑп та ҫуккине кура, ирӗке те ярасшӑнччӗ, 19. анчах иудейсем хирӗҫ тӑчӗҫ те, манӑн вара кесарь сутне ыйтмалла пулчӗ, эпӗ ҫакна хамӑн халӑхӑма мӗн те пулин тӗлӗшӗпе айӑпласшӑн ыйтман.

17. Через три дня Павел созвал знатнейших из Иудеев и, когда они сошлись, говорил им: мужи братия! не сделав ничего против народа или отеческих обычаев, я в узах из Иерусалима предан в руки Римлян. 18. Они, судив меня, хотели освободить, потому что нет во мне никакой вины, достойной смерти; 19. но так как Иудеи противоречили, то я принужден был потребовать суда у кесаря, впрочем не с тем, чтобы обвинить в чем-либо мой народ.

Ап ӗҫс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Мана кӗҫӗр хам пӑхӑнса тӑракан, пуҫҫапакан Туррӑн Ангелӗ курӑнса 24. ҫапла каларӗ: «ан хӑра, Павел, санӑн кесарь умне тӑмалла, акӑ Турӑ хӑвпа пӗрле пыракансене пурне те сана парнелерӗ» терӗ.

23. Ибо Ангел Бога, Которому принадлежу я и Которому служу, явился мне в эту ночь 24. и сказал: «не бойся, Павел! тебе должно предстать пред кесаря, и вот, Бог даровал тебе всех плывущих с тобою».

Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫавӑнпа вара прокуратор ӑна кесарь патне яма хушнӑ.

Посему и решился правитель послать его к кесарю.

Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Агриппа ӗнтӗ Феста каланӑ: кесарь сутне ыйтман пулсассӑн, ку ҫынна кӑларса яма та юратчӗ, тенӗ.

32. И сказал Агриппа Фесту: можно было бы освободить этого человека, если бы он не потребовал суда у кесаря.

Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Анчах та Павел хӑй ӗҫне Август татса патӑр терӗ те, эпӗ вара ӑна кесарь патне яриччен тӗрмерех тытма хушрӑм, тенӗ.

21. Но как Павел потребовал, чтобы он оставлен был на рассмотрение Августово, то я велел содержать его под стражею до тех пор, как пошлю его к кесарю.

Ап ӗҫс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Фест вара канашра ларакан ҫынсемпе калаҫса пӑхнӑ та ҫапла хуравланӑ: эсӗ кесарь сутне ыйтрӑн, апла кесарь патне кайӑн, тенӗ.

12. Тогда Фест, поговорив с советом, отвечал: ты потребовал суда кесарева, к кесарю и отправишься.

Ап ӗҫс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Мана кесарь сучӗ пултӑр, тенӗ.

Требую суда кесарева.

Ап ӗҫс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Павел каланӑ: эпӗ кесарь сучӗ умӗнче тӑратӑп, мана ҫакӑнта сут тума тивӗҫлӗ те.

10. Павел сказал: я стою перед судом кесаревым, где мне и следует быть судиму.

Ап ӗҫс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӗсем нумаях пулмасть Италирен килнӗ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Клавдий кесарь иудейсене пурне те Римран тухса кайма хушнӑ.

недавно пришедшего из Италии, - потому что Клавдий повелел всем Иудеям удалиться из Рима, -

Ап ӗҫс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Вӗсене тупайман та вара Иасонпа хӑш-пӗр тӑвансене хула пуҫлӑхӗсем патне сӗтӗрсе кайнӑ, хӑйсем ҫапла кӑшкӑрса пынӑ: ҫак ҫынсем, пӗтӗм тӗнчипе пӑлхатса ҫӳрекенскерсем, кунта та килнӗ, 7. Иасон вӗсене хӑй патне кӗртнӗ, вӗсем пурте кесарь вырӑнне урӑххине, Иисуса, патша тесе хисеплеҫҫӗ, кесарь хушнине хирӗҫ пыраҫҫӗ, тенӗ.

6. Не найдя же их, повлекли Иасона и некоторых братьев к городским начальникам, крича, что эти всесветные возмутители пришли и сюда, 7. а Иасон принял их, и все они поступают против повелений кесаря, почитая другого царем, Иисуса.

Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Вӗсенчен пӗри, Агав ятлӑскер, тӑнӑ та Таса Сывлӑш пӗлтернипе: «пӗтӗм тӗнчипех хӑрушӑ выҫлӑх пулать» тесе малтанах каласа хунӑ; Клавдий кесарь вӑхӑтӗнче чӑнах та ҫавӑн пек пулнӑ.

28. И один из них, по имени Агав, встав, предвозвестил Духом, что по всей вселенной будет великий голод, который и был при кесаре Клавдии.

Ап ӗҫс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Тиверий кесарь патшана ларни вунпиллӗкӗмӗш ҫула кайсан, Иудейӑра Понтий Пилат пуҫлӑхра тӑнӑ чухне, Галилея пуҫлӑхӗнче Ирод, Итурейӑпа Трахонит ҫӗрӗн пуҫлӑхӗнче унӑн пиччӗшӗ Филипп, Авилинея ҫӗрӗн тӑваттӑмӗш пайӗн пуҫлӑхӗнче Лисаний тӑнӑ чухне, 2. Анна тата Каиафа аслӑ священник пулнӑ хушӑра, Иоана, Захария ывӑлне, пушхирте Турӑран сӑмах пулнӑ.

1. В пятнадцатый же год правления Тиверия кесаря, когда Понтий Пилат начальствовал в Иудее, Ирод был четвертовластником в Галилее, Филипп, брат его, четвертовластником в Итурее и Трахонитской области, а Лисаний четвертовластником в Авилинее, 2. при первосвященниках Анне и Каиафе, был глагол Божий к Иоанну, сыну Захарии, в пустыне.

Лк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫав кунсенче Август кесарь пӗтӗм ҫӗрӗ ҫинчи халӑха шута илсе ҫырса тухма хушнӑ.

1. В те дни вышло от кесаря Августа повеление сделать перепись по всей земле.

Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней