Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Эсӗ аннех-и?.. ик… — лӑкӑртӑкӗ ниепле иртсе каяймасть ачан.
2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Хунар ҫутин те усси ҫук, ҫичӗ-сакӑр утӑмран мала каяймасть.
Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.
Ҫил-тӑвӑллӑ ҫанталӑк пек тулашса ҫӳрет Микка, ниепле те майлашӑнса каяймасть, лӑпланаймасть.
Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.
Ҫавӑнпа та кӑмӑлтан тумасть вӑл хӑй пуҫарнӑ ҫӗнӗ ӗҫе, пикенсе каяймасть.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Кӗпер варринчи пӗчӗк трактор ни малалла каяймасть, ни каялла чакаймасть.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
«Таса мар шыв юхса каяймасть…»
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Хӑлчӑ ярсан ҫӗмрен хытӑ тапса каяймасть.
Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫӗрӗпӗх ҫывӑрса каяймасть кӗҫӗр Аҫтӑрхан.
Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кӑлтӑртатать, ҫатӑртатать-шӑтӑртатать, тӗллӗн-тӗллӗн тайӑлкаласа та илет вӑл, ҫапах та вырӑнтан хускалса каяймасть: хӗл каҫа ҫырма тӗпне тарӑн тымарсем янӑ та, ҫавсем тытса тӑраҫҫӗ тейӗн.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Анчах аяккалла пӑрахса каяймасть — тухатнӑ шӑтӑк ямасть ӑна хӑй панчен.
Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пӗрре каялла ҫаврӑнса утма та тӑрать хӗр, — каймасть, каяймасть, вӑйӗ ҫитмест унӑн ҫав вӑрмана кайма.
Мариҫ вилӗмӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хӗрсем ҫеҫ мар, вӑл кун урамра тӗл пулнӑ пӗр ҫын та типӗ кӗпе-йӗмпе иртсе каяймасть.В тот день вымокли не только девушки, но и все кто попадался на пути.
Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Калӑм иртет, юр пӗтет, Ҫурхи суха та ҫитет; Чӑваш часах урӑлмасть, Мухмӑр иртсе каяймасть.
Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Мӑрса халӑха хирӗҫ каяймасть, кайсан та ӑна тытса чарма пулать.
4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Аппа та Чашламара ик ачипе тарӑхса кӑна пурӑнать, сан пата та килсе каяймасть.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Анчах Джесси кунтан каймасть; каяймасть, вӑл мана тӑрӑ шыв ҫине кӑларчӗ».
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫур ҫӗр иртни те чылай пулать ӗнтӗ, ҫапах Елис ниепле те ҫывӑрса каяймасть, енчен енне ҫавӑрӑнкаласа выртать, тӑрсан-тӑрсан йывӑррӑн сывласа илет.
Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html
Тиррей тарҫа тӳлерӗ те пуҫне сӗлтсе гавань патне кайрӗ; унӑн мӗн ӗшенсе ҫитичченех утса ҫӳрес килет — килне ҫывӑрма халӗ каяймасть.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл ниҫта та каяймасть, иртен-ҫӳренӗн шавлӑ калаҫӑвӗ хушшинче нимӗн те тӑваймасть, кӑмӑлӗ те ҫук.Ему некуда было уйти, нечего было делать среди громкого разговора прохожих.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Яккӑр урамӗсӗр пуҫне вӑл урӑх нихӑш еннелле те каяймасть, анчах питӗ хуллен утма, сакӑр сехет те вунӑ минутра пырса ҫитме тӗв турӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.