Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кашӑка (тĕпĕ: кашӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗнле кайӑк, мӗнле кашӑка вӑрларӗ? — тетӗп.

— Какая птица, какую ложку украла?

Карп ҫӑханпа Вӑрӑ-чана // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Пӗрре ман пата ҫӗвӗҫ патӗнче ӗҫлекен хӗрача чупса пычӗ те: — Сирӗн кайӑк пирӗн кашӑка вӑрласа кайнӑ, хуҫа мана вӑрҫать, вӑл эп вӑрланӑ тесе шухӑшлать… — терӗ те макӑрса ячӗ.

Однажды ко мне подбежала девочка, работавшая у портного, и сказала: — Ваша птица нашу ложку украла, хозяин меня ругает, он думает, что это я украла… — и заплакала.

Карп ҫӑханпа Вӑрӑ-чана // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Малтан вӑл кашӑка типтерлех тытаймастчӗ пулсан та, кайран ҫиме вӗренчӗ.

Сначала неумело и неуклюже, а потом научился ловко обращаться с ложкой.

Михел хӑйӗн ятне улӑштарать // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Эпӗ ӑна хам ҫитеретӗп те унтан каллех кашӑка хӑй аллине паратӑп.

Я кормлю его с ложки, потом снова вкладываю ложку в его руку.

Михел хӑйӗн ятне улӑштарать // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Анисим Иванович сӗтел ҫинчи тимӗр кашӑка тытрӗ те ӑна Мося пичӗ патнех илсе пычӗ.

Анисим Иванович взял со стола железную ложку и показал Мосе:

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Чӑн та, шуҫ ӑстисен артелӗнче унӑн ӗҫ пит ӑнӑҫлах пулмарӗ, анчах сӑлтавӗ, ҫапах та, артельсене план тӑрӑх снабжени туманнинче, вӑл ыйтӑва эпир татса парас ҫук, — ӑна нумай ҫӳлерехре лартмалла, мӗншӗн тесен район масштабӗнче алюмини ҫук, ҫав вӑхӑтрах «Л-2» текен кашӑка тума чӗчӗ ачин куҫҫулӗ пек таса алюмини кирлӗ.

Правда, у него в артели жестянщиков — не того, но причина все же в неплановом снабжении артелей, и вопрос не нам решить — надо ставить гораздо выше, так как в районном масштабе алюминия нет, а ложка «А-2» требует алюминия чистого, как слеза грудного младенца.

2 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Эпӗ салтака мӗнрен кулни ҫинчен ӑнлантарса парсан, вӑл хӑвӑртрах кашӑка хыпаласа тупрӗ, ӑна ҫӗрелле персе урипе таптаса лапчӑтрӗ те, икӗ аллипе те мана ҫӳҫрен ярса илчӗ; эпир вара пире ҫавӑнтах хупӑрласа илнӗ халӑха шутсӑрах савӑнтарса ҫапӑҫма тапратрӑмӑр.

Когда я объяснил солдату, над чем смеются, он быстро нащупал ложку, оторвал её, бросил на пол, раздавил ногой и — вцепился в мои волосы обеими руками; мы начали драться, к великому удовольствию публики, тотчас окружившей нас.

VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Амӑшӗ алюминирен тунӑ кашӑка ҫӑкӑрпа васкамасӑр сӑтӑрчӗ — Ҫемен килне таврӑннӑран вара килтисем алюмини кашӑкпа апатланма тытӑннӑ, — васкамасӑр ывӑлӗ еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ.

Мать, не торопясь, вытерла алюминиевую ложку хлебом, — с тех пор как воротился Семен, в доме пошли в ход алюминиевые ложки, — не торопясь, повернула длинное костлявое лицо к сыну.

XIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Алёнка нимӗн те чӗнмерӗ, каллех кашӑка хурана чиксе ячӗ.

Аленка ничего не сказала, она снова засунула ложку в котел.

Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Кашӑка тути патне илсе пынӑ май вӑл пӗр ача ҫине вӗри яшка тумлатрӗ, лешӗ ура ҫине сиксе тӑчӗ те пӗҫертнӗ вырӑна сӗркелет.

Пока нес ложку ко рту, на кого-то капнул, мальчишка вскочил на ноги и стал тереть обожженное место.

Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Хӗрлӗ пуҫлӑ Леха, йывӑҫ кашӑка хурана чиксе, яшкана ӑсса илчӗ.

Рыжий Леха полез деревянной ложкой в котел.

Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Эпӗ кӑҫата хыврӑм, йӗм пӗҫҫинчен ҫакланнӑ, браунинга тата йывӑҫ кашӑка кӑлартӑм та, пуринпе те пӗрле яшка ҫиме тытӑнтӑм.

Я снял валенок, вытащил зацепившийся за штанину браунинг и деревянную ложку и принялся вместе со всеми хлебать суп.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Енчен те ку япала хӑнара пулчӗ пулсан, ӳкернӗ вилкӑна, кашӑка, ҫӗҫҫе ҫӑкӑр татӑкӗпе шӑлса илеҫҫӗ те унпах усӑ кураҫҫӗ.

В доме, где обслуживает хозяйка, пользуются тем же прибором, протерев его предварительно куском хлеба.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫӑвар патне кӑшт чалӑшшӑн илсе пымалла, кашӑк айккипе ҫини хитре мар, кашӑка ҫӑвара йӑлтах чиксе ямалла мар.

Ко рту ее подносят немного наискось (не боком) и в рот не засовывают.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Кашӑка пуҫ пӳрнепе пысӑк пӳрне хушшинче, вӑтам пӳрнене лекмелле тытаҫҫӗ.

Ложку держат между большим и указательным пальцем, причем ее ручка слегка упирается в средний палец.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ӑсса хунӑ чухне кашӑка хӑвӑн турилккӳне лектермелле мар, каялла пысӑк тирӗк ҫине хума манмалла мар.

При этом не касаясь ими своей тарелки и не забывая положить их обратно па блюдо.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫынна панӑ чухне вилкӑпа ҫӗҫҫе, кашӑка авринчен тытса памалла, илекен ҫын та авринчен тытса илме тӑрӑшмалла.

Вилку, нож, ложку держат за ручку и тот, кто подает их и тот, кто берет.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Пылак ҫимӗҫ ҫимелли кашӑка е вилкӑна сӗтел ҫине малтанах хумалла.

Ложка или вилка для сладкого должна быть положена на стол заранее за тарелкой для жаркого.

Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Пӑтӑ е ӑшаланӑ ҫӑмарта ҫимелли кашӑка турилкке ҫумне хураҫҫӗ.

Если нужна ложка (для каши, яичницы-глазуньи и т. д. ), ее кладут за тарелку.

Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Яшка ҫимелли кашӑка ҫӗҫӗрен сылтӑмарах хураҫҫӗ.

Суповая ложка может быть положена справа от тарелки рядом с ножом (правее последнего).

Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней