Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

карчӑка (тĕпĕ: карчӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗр, путмар ҫинчен тӑчӗ те путеке урайне ячӗ, вара карчӑка маларах иртсе ларма сӗнчӗ:

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Достоевскин Раскольниковӗ (1866 ҫул) пӗр палламан, никама кирлӗ мар карчӑка вӗлерсе пуйса темиҫе ырӑ ӗҫ тума шут тытать.

Помоги переводом

Мандаринне вӗлернӗ пулӑттӑр-и? // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1316

Сана халь, ҫитмӗлти карчӑка, чӗркуҫҫирен ҫӳллӗ ҫак ула-чӑла кӗпе ним тума та кирлӗ мар.

Тебе сейчас, семидесятилетней старухе, ни для чего не нужно это пестрое платье, которое выше колен.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Пирӗн ялта пӗр карчӑка тухатмӑш тетчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Анӑҫа хӑй ӗшенчӗкӗнчен вӑтанса хӗрелнӗ явкай хӗвелӗ ӗнӗк хыптарнӑ чух, тӳпе пӑч-пач ҫӑлтӑрсемпе, малалла уйӑх тӑхрипе ҫуталсан ҫеҫ, карчӑка тав туса, кӑххӑм-кӑххӑмсӑр, ох-ахсӑр сывлӑх, чӑваш сурпанӗ пек вӑрӑм кун-ҫул сунса, килӗсене саланчӗҫ.

Помоги переводом

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Юрать-ха, сехет хушшинче виҫӗ карчӑка лартса килчӗҫ те, ман чун лӑштах пулчӗ.

Помоги переводом

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Карчӑка аллинче асӑрхаса тытнӑ май, Красноармеец пуҫне ҫӗклерӗ те, хӑй ҫине пурте тимлесех пӑхнине курсан, именчӗклӗн кулса илчӗ:

Бережно поддерживая старушку, красноармеец поднял глаза и, видя, что он находится в центре внимания, смущенно улыбнулся:

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ватӑ карчӑка пулӑшас тесе темӗнле арҫын вӑйлӑ аллине ун еннелле кӑнтарчӗ.

На помощь старухе протянулась чья-то крепкая мужская рука.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Евсей Антоныч колхозӑн ҫичӗ ҫуллӑх планӗ тӑрӑх мӗн-мӗн тумалли ҫинчен кӗскен каласа пачӗ те, шухӑша кайса, пӗр хушӑ сӑмах хушмасӑр ларчӗ, унтан, карчӑка чӗнсе, сӗтел ҫине пуҫтарма ыйтрӗ.

Помоги переводом

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Лере ҫӗр ҫулхи карчӑк те ывӑлне, те мӑнукне ӑсатать: вӑл комсомол значокӗ ҫакнӑ каччӑ мӑйӗнчен хӑйӗн хӗресне ҫакса ярасшӑн — каччи, юлташӗсем умӗнче именчӗклӗ кулкаласа, хӗресе хывса пӑрахма хӑтланать, анчах карчӑка та кӳрентересшӗн мар пулас…

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Чӑн та, хӗрӗнчен тахҫантанпа кӑлӑхах хыпар кӗтекен карчӑка Рита пӑшӑрхантарма именет.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Юлашки вӑхӑтра хӗрӗнчен ҫыру килменни карчӑка питӗ хытӑ пӑшӑрхантарать; вӑл, ҫӗрле те ҫичшер вӑранса, юратнӑ хӗрӗшӗн, вӑрҫӑри ытти салтаксемшӗн хурланса калаҫать.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

«Ҫакӑнта ҫуралса ӳссе, ҫакӑнта ӗмӗрӗме ирттертӗм, ҫакӑнтах, тӗп асаттемӗрсен ҫӗрӗ ҫинче, вилетӗп. Нимӗҫ хурахӗсем кунта ҫитиех килес пулсан та, мана, ват ҫынна, нимех те тӑваймӗҫ, Карчӑка тивме аллисем ҫӗкленеймӗҫ вӗсен», — тетчӗ ӳкӗте кӗме пӗлменскер.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тепӗр тесен, нумай кирлӗ-и утмӑл урлӑ каҫнӑ карчӑка?

Помоги переводом

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Юмӑҫ карчӑка ӗҫке чӗнтерсе вӑл хӑй пуяннине, тӳре-шарасемпе туслине ҫеҫ мар, ӑна тухатмӑшсемпе шыврисем те пӑхӑнса пурӑннине, унпа никам та тавлашма пултараймасса кӑтартасшӑн пулчӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Юмӑҫ карчӑка чӗнсе килес-и-мӗн? — пат персе ячӗ Якур.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑнах та, лайӑх пӑхрӗ ҫав карчӑка Сахар, пӗтӗм яла пухса чыслӑн пытарчӗ.

Помоги переводом

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Апла хамӑр ҫынах, — терӗ малтан сӑмах хушнӑ хӗрарӑмӗ хӑйӗн хыҫӗнчи карчӑка чавсинчен тытса.

Помоги переводом

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл карчӑка васкасах салтӑнтарма тытӑнчӗ, чемоданӗнчен ӑшӑ халат туртса кӑларчӗ.

Помоги переводом

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Ҫапла калаҫнӑ хыҫҫӑн эпӗ карчӑка пушӑ хутаҫ патӑм та килелле утрӑм.

Помоги переводом

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней