Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

картиш сăмах пирĕн базăра пур.
картиш (тĕпĕ: картиш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Картиш тулли пухӑнатчӗҫ ачасем.

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Картиш енчи чӳрече хупӑлчи тем чӗриклетет — ҫил тухнӑ пулмалла.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫинахвунӑн ашшӗсемех картиш тавра купаланӑ чул хӳми вырӑнӗ-вырӑнӗпе ишӗле пуҫланӑ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Картиш енчи чӳречерен такам шаккарӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗн тума картиш тулли халӑх пуҫтарса ларатӑн?

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑтӑш кӑна пулнӑччӗ, картиш енчи чӳречерен такам питӗ асӑрханса шаккарӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Картиш варринчи урапасем хушшинче такам харлаттарса ҫывӑрать.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тем хушӑра картиш варне тӑрантас кӳлнӗ лаша килсе тӑратрӗҫ, тем хушӑра аллисене каялла ҫыхнӑ Эрхипе унтерпа юнашар тӑрантас ҫине йӑтса лартрӗҫ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӳсеймерӗ Хура Ҫимун, сӗтел хушшинчен тухрӗ те, картиш енчи чӳречене уҫса, чӗлӗм туртса ячӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ытти тутар ялӗсенчи ҫуртсем евӗрлех, Махмутсен кивӗрех ҫурчӗ те картиш варринче ларать.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Платун картиш алӑкӗн сайхахне туртса кӑларчӗ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юмӑҫ килӗн картиш алӑкӗ умне ҫитсе чарӑнчӗҫ.

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юрӗ, лаша кӗртме картиш алӑкне уҫма тивнӗ пултӑр.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Картиш алӑкӗ яриех уҫӑ, Сайхахӗсем ӑҫта кирлӗ унта сапаланса выртаҫҫӗ.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сыхланма кирлине те манса, лашине картиш алӑкӗ умне тӑратса хӑварчӗ те, чӗпписене хӳтӗлекен ӑмӑрткайӑк пек, алкум вӗҫне чупса хӑпарчӗ.

Помоги переводом

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук картиш алӑкӗ патне ҫитрӗ.

Помоги переводом

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха урхамахне картиш алӑкӗ урлӑ сиктерсе ыйткалакана таптатнине курсан, хӳтлӗхре пӑхса тӑракансен сехрисем хӑпрӗҫ.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха картиш алӑкӗ урлӑ кашкӑр пек сиктерсе каҫрӗ те ыйткаласа ҫӳрекен пынине курсан: «Акӑ ӑҫта вӑл телей!» — тесе, урхамахне ун ҫинелле тытрӗ.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук чӳречерен пӑхма та ӗлкӗреймерӗ — урхамах картиш алӑкӗ урлӑ сиксе каҫрӗ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малтанах мӑнӑ йывӑҫ вуллине Николай Семеновичсем патне меслетлесе илсе пырса хапха ҫийӗн картиш юрӗ ҫине тӗксе хӑварчӗҫ, унтан урӑх тракторпа илсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней