Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

карса (тĕпĕ: кар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрсем вара, ял хӗрӗсем, пӑрчӑкан пек яка пӗсехеллӗскерсем, ҫӑварӗсене карса хытса тӑнӑ, сывламасӑр итлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Капан пек вут-ҫулӑм ҫӗкленчӗ танк умӗнче, самантрах вӑл пӗр вырӑнта ҫаврӑнма пуҫларӗ, хура тӗтӗм карса илчӗ ӑна.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Таҫтан килсе аннӑ хура кураксем шӑрӑхра анранӑ та, ҫӑварӗсене карса, енчен енне тайкаланса аран уткалаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумкка, ӗҫнӗ-ӗҫнӗ, тутине пӗличченех ӗҫес тесе, виҫ-тӑват ҫӑварах ҫӑтма ӗлкӗрчӗ пулас — сулахай аллипе кӗленчине тӑснӑ та, ҫӑварне карса, сывлаймасӑр ларать, куҫӗсем чалӑрнӑ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Астӑвӑр, пӑрахут ҫинче ҫӑвар карса ан ларӑр.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мӗн ҫӑвара карса тӑратӑн, ҫул пар!

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӗркеллӗ ҫын ҫак вӑхӑтра килте тӑрмашать, пасар тӑрӑх ҫӑвар карса ҫӳремест.

Помоги переводом

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Иртсе каякан ӗмӗре шӑналӑк карса чараймӑн.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Тавралӑха тӗп сакайӗнчи пек тӗттӗм карса илнӗ, куҫран йӗппе чиксен те курӑнмасть.

Помоги переводом

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Мӗн ҫӑварсене карса пӑрахнӑ эсир?

Помоги переводом

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Утар пӳртне янратнӑ кулӑ сассипе Хӗлимун чалтах сиксе тӑчӗ, пит-куҫне сӑтӑрса, ун-кун пӑхкаларӗ, Хӗветӗрӗн карса пӑрахнӑ ҫӑварне курчӗ те хирӗҫ лаплаттарса хучӗ:

Помоги переводом

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тарин хӑйне ҫӑвар карса ларнӑ тенине илтсен, мак-мак турӗ те пӳлӗмрен тухса ҫухалчӗ.

Помоги переводом

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Таринпа Илле Иванов ҫӑвар карса ларнӑ, сан бригадуна, Дубов, салаттарса яртарнӑ.

Помоги переводом

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӑварне типпе юлнӑ пулӑ пек карса пӑрахнӑ хӑй.

Помоги переводом

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Юрать-ха Тамара шеллерӗ: типпе юлнӑ пулӑ пек, ҫӑвара карса кӑнса выртма памарӗ.

Помоги переводом

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эс Мерчӗке йӑрккан тесе эпир, мӗн, ҫӑвар карса ларатпӑр-им?

Помоги переводом

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫак сӑмахсене илтсен Дорфман ҫӑварне карса хытса тӑчӗ.

Помоги переводом

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫутӑлать, тӳпе ҫуталать, ӑна хура чаршавпа карса хураймӑн.

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӑварне карса пӑрахрӗ, сарлакарах, тата та! — ҫунса кайнӑ тутасем ыратиччен.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ирхине, маларах тӑрса, ачасем ан курччӑр тесе чаршава карса хучӗ, ӑнланма тӑрӑшрӗ.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней