Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

карах (тĕпĕ: кара) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ватӑ хӗрарӑма ҫул парса пурте карах сирӗлсе тӑчӗҫ.

Помоги переводом

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ачасем карах Тина тавра пухӑнчӗҫ.

Помоги переводом

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Бригада ҫыннисем ӑна карах сырса илчӗҫ, ыйту хыҫҫӑн ыйту тӑка пуҫларӗҫ: «Столовӑйра хӑҫан йӗрке тӑватӑр?», «Машка-Милашкӑна хӑҫан лавккаран тасататӑр?», «Сывалма кайма путевкӑсем пур-и?»

Помоги переводом

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫынсем ӑна карах сырса илчӗҫ.

Помоги переводом

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫамрӑксем карах Ванюка хупӑрласа илеҫҫӗ.

Молодежь так и окружила Ванюка.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ҫак сӗнӗве пӗтӗм аслӑ пуху карах хирӗҫ тӑчӗ.

Это предложение было встречено высоким собранием с крайним неодобрением.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пире хирӗҫ император хӑйне ҫывӑх ҫыннисемпе тухнӑ, анчах аслӑ улпучӗсем, ӑна хирӗҫ карах тӑрса, его величествӑна ман ҫине хӑпарса хӑйне хӑрушлӑх тума паман.

Император со всем своим двором выступил нам навстречу, но высшие сановники решительно воспротивились тому, чтобы его величество подвергал свою особу опасности, поднявшись на меня.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Халӑх карах сирӗлчӗ, шӑв-шав шӑпланса ларчӗ.

Толпа расступилась, шум смолк.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Ҫапла ҫав, — карах ярса илчӗ ку шухӑша Гаррис, — эпӗ уҫҫӑнах куртӑм: ҫав тери хӑвӑрт чупса иртнӗ чӗрчунсем — икӗ ураллӑччӗ.

— Вот именно, — подхватил Гаррис, — и я как раз ясно видел, что эти животные, которые умчались с такой быстротой, были двуногие.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Урамсене симӗслетес тӗлӗшпе субботник пуласси ҫинчен пӗлтерсен, ялти пионерсемпе комсомолецсем пурте карах тухрӗҫ.

В назначенный день на работу по озеленению вышли все пионеры и комсомольцы села.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Пӑявне хӑй патнелле карах туртрӗ, пӗр самант хушшинче ӑна хыр йывӑҫҫи тавра ҫавӑрса хучӗ, пӗр хут йӑлмакларӗ.

Он потянул веревку к себе, в одну секунду обмотал ее вокруг сосенки и сделал первый узел.

«Нервӑсӑр ҫын» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 59–68 с.

Ачасем мана курсан карах сиксе тӑчӗҫ, хӑранӑ куҫӗсемпе ман ҫине тирӗнчӗҫ.

Ребята вскочили, уставившись на меня встревоженными глазами.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пассажирсем, карах пухӑнса, ман еннелле пӗшкӗнчӗҫ.

Надо мной склоняются пассажиры.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ачасем Расщепей тавра карах кӗпӗрленчӗҫ, пурте вӑл мӗскӗре кӑтартнине ун пӳрни вӗҫҫӗн курасшӑн.

Все обступили Расщепея, стараясь из-под его руки увидеть, что он показывает.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Часах ӑна тӑн кӗрсе ҫитрӗ те мана тапӑнчӗ, анчах кунта вара ачасем маншӑн карах тӑчӗҫ.

Правда, он быстро опомнился, кинулся на меня, но тут уж ребята не дали меня в обиду.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней