Поиск
Шырав ĕçĕ:
29. Турӑ сӑмахне пӗлтерекенсем те иккӗн е виҫҫӗн калаччӑр, ыттисем вӗсем каланине тишкерччӗр.29. И пророки пусть говорят двое или трое, а прочие пусть рассуждают.
1 Кор 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ыттисем пӗлмен чӗлхепе калаҫакансем пулсассӑн, иккӗн, чи нумаййи виҫҫӗн, черетпе калаччӑр, пӗри ӑнлантарса тӑтӑр.
1 Кор 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Е ӗнтӗ ҫаксем калаччӑр: эпӗ синедрион умӗнче тӑнӑ чухне ман тӗлӗшпе мӗнле айӑп тупрӗҫ-ши?20. Или пусть сии самые скажут, какую нашли они во мне неправду, когда я стоял перед синедрионом,
Ап ӗҫс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
62. Эрнекун иртсен тепӗр куннех аслӑ священниксемпе фарисейсем Пилат патне пухӑннӑ та 63. каланӑ: хуҫамӑр! хайхи ултавҫӑ чӗрӗ чухне: «виҫӗ кунран чӗрӗлсе тӑрӑп» тесеччӗ, ҫав аса килчӗ пире; 64. ҫавӑнпа эсӗ Унӑн тупӑклӑхне виҫӗ кун хушши хураллама хушсам — Унӑн вӗренекенӗсем ҫӗрле пырса Ун ӳтне вӑрласа ан кайччӑр, халӑха: «Вӑл вилӗмӗнчен чӗрӗлсе тӑчӗ» тесе ан калаччӑр.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Священниксем, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑракансем, притворпа парне вырӑнӗ хушшинче йӗччӗр, ҫапла калаччӑр: «эй Ҫӳлхуҫамӑр, хӗрхен Хӑвӑн халӑхна, Хӑвӑн халӑхна мӑшкӑл ан кӑтарт, ытти халӑхсем унран ан кулччӑр; халӑхсем хушшинче мӗншӗн-ха: «ӑҫта вӗсен Турри?» тесе каламалла?» 18. Вара Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ҫӗрӗшӗн хытӑ тӑрӗ те Хӑйӗн халӑхне хӗрхенӗ.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӗсем пире кӑтартчӑр, мӗн пулассине калаччӑр; мӗн те пулин пулса иртиччен ун ҫинчен пӗлтерччӗр, вара эпир хамӑр ӑспа хаклӑпӑр та вӑл ӗҫ епле вӗҫленнине пӗлӗпӗр, е пире пуласси ҫинчен пӗлтерччӗр.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй утравсем, Манӑн умра шӑп пулӑр, халӑхсем хӑйсен вӑйне ҫӗнетчӗр; вӗсем ҫывӑхарччӑр та калаччӑр: «пӗрле сута тӑрар» тетчӗр.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӑҫта вӗсем? ӑҫта санӑн ӑсчахусем? халӗ калаччӑр вӗсем сана: Саваоф Ҫӳлхуҫа Египета мӗн кӑтартассине пӗлтерччӗр.
Ис 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫаран хӑракансем халӗ калаччӑр: [Вӑл ырӑ,] Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе, теччӗр.4. Да скажут ныне боящиеся Господа: [Он благ,] ибо вовек милость Его.
Пс 117 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа хӑтарнисем ҫапла калаччӑр: Вӑл вӗсене хӗн-хурлӑх асапӗнчен хӑтарнӑ, 3. тӗрлӗ ҫӗршывран, тухӑҫпа анӑҫ енчен, ҫурҫӗрпе тинӗс енчен пуҫтарнӑ.
Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Санӑн яту ӗмӗр-ӗмӗре пытӑр, ӗмӗр-ӗмӗрӗпе аслӑ пултӑр, ӗнтӗ ҫапла калаччӑр: Саваоф Ҫӳлхуҫа — Израиль Турри, тетчӗр; Давид чурун килӗ Санӑн умӑнта тӗреклӗ пултӑр.
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫырӑвӗсенче вӑл ҫапла ҫырнӑ: халӑха типӗ тытмалли куна пӗлтерӗр, Навуфее халӑх умне лартӑр; 10. ӑна хирӗҫ икӗ юрӑхсӑр ҫынна лартӑр, вӗсем ӑна хирӗҫ кӳнтелесе калаччӑр: «эсӗ Турӑпа патшана хурларӑн» тетчӗр; ҫавӑн хыҫҫӑн илсе тухӑр та ӑна чулпа персе вӗлерӗр, тенӗ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Санӑн яту ӗмӗр-ӗмӗрӗпе аслӑ пултӑр, ӗнтӗ ҫапла калаччӑр: Саваоф Ҫӳлхуҫа — Израиль Турри, теччӗр.26. И да возвеличится имя Твое во веки, чтобы говорили: «Господь Саваоф - Бог над Израилем».
2 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. [Авимелех] тӳрех хӑйӗн вӑрҫӑ кӑралне йӑтса ҫӳрекен ҫамрӑк ачана чӗнсе илнӗ те каланӑ: ман ҫинчен «ӑна хӗрарӑм вӗлернӗ» тесе ан калаччӑр, ҫавӑнпа хӗҫне кӑлар та вӗлер мана, тенӗ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Тата халӑха [калаччӑр тесе, вӗсене] ҫапла хушнӑ: кайӑр та хула тавра ҫаврӑнӑр; вӑрҫа хатӗрленсе кӑрал тытнисем Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи умӗнчен пыччӑр, тенӗ.
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Камӑн та пулин ывӑлӗ кӑра та чарусӑр пулсассӑн, вӑл ашшӗ каланине те, амӑшӗ каланине те итлемест пулсассӑн, хӑйне ашшӗпе амӑшӗ хаса парсассӑн та вӗсене пӑхӑнмасть пулсассӑн, 19. ӑна ашшӗпе амӑшӗ хӑйсен хулин аслӑ ҫыннисем патне, хӑйсем пурӑнакан вырӑнӑн хапхи патне илсе пыччӑр, 20. унта хуланӑн аслӑ ҫыннисене калаччӑр: «пирӗн ҫак ывӑл кӑра, пӑхӑнмасть, пирӗн сӑмаха итлемест, укҫа салатать, ӗҫкӗҫӗ» теччӗр, 21. вара хула ҫыннисем пурте ӑна чулпа пере-пере вӗлерччӗр; усала хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр, вара Израиль ҫыннисем пурте ҫакӑн ҫинчен илтӗҫ те хӑрама пуҫлӗҫ.
Аст 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.