Поиск
Шырав ĕçĕ:
6. Исаия вӗсене каланӑ: хӑвӑр хуҫӑра калӑр: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Ассири патшийӗн тарҫисем Мана хӑртса каланӑ сӑмахсенчен, хӑв та илтнӗ сӑмахсенчен, ан хӑра.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӗсем ӑна каланӑ: Езекия ҫапла калать: ҫакӑ кун — хурлӑх кунӗ, хаса тӳсмелли, мӑшкӑл курмалли кун: ӗнтӗ ачисем амӑшӗн варӗнчен тухасси патнех ҫитнӗ — анчах ҫуратма вӑй ҫук.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ассири патши ҫапла калать: манпа тату тӑвӑр, ман патӑма тухӑр, эпӗ сире ҫак ҫӗр евӗрлех тепӗр ҫӗре — тырӑпа эрех ҫӗрне, улма-ҫырлапа иҫӗм пахчийӗсен ҫӗрне, ҫу йывӑҫҫисемпе пыл ҫӗрне — илсе кайиччен кашниех хӑйӗн иҫӗмне, хӑйӗн смоква йывӑҫӗн ҫимӗҫне ҫитӗр, хӑй ҫӑлӗнчи шыва ӗҫтӗр; ҫӗнӗ ҫӗре куҫса кайсассӑн та вилместӗр, пурӑнатӑр.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Патша ҫапла калать: Езекия сире ан илӗрттӗр — вӑл сире ман алӑран ҫӑлма пултараймасть; 30. «пире Ҫӳлхуҫа ҫӑлса хӑварать, ку хула Ассири патшийӗн аллине лекмест» тесе, Езекия сире Ҫӳлхуҫа ячӗпе кӑлӑхах ан шантартӑр.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Рабсак вӗсене ҫапла каланӑ: Езекияна пӗлтерӗр: аслӑ патша, Ассири патши, ҫапла калать, тейӗр: мӗн шанӑҫӗ пур санӑн, эсӗ кама шанатӑн?
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӑл каланӑ: вӑл мана ҫапла-ҫапла терӗ, унтан акӑ мӗн каларӗ: «Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ сана Израиль патши пулма ҫу сӗрсе яратӑп» тет, терӗ.И сказал он: то и то он сказал мне, говоря: «так говорит Господь: помазую тебя в царя над Израилем».
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пророк тарҫи ун пуҫӗ ҫине ҫу юхтарнӑ та ӑна каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ҫапла калать: «сана Ҫӳлхуҫа халӑхӗн патши, Израиль патши, пулма ҫу сӗретӗп, 7. эсӗ Ахавӑн, хӑвӑн хуҫун, килне пӗтерӗн, Эпӗ ҫапла Иезавель вӗлернӗ Хамӑн чурасен, пророксен, юнӗшӗн тата Ҫӳлхуҫа чурисенӗн юнӗшӗн тавӑрӑп, 8. Ахавӑн пӗтӗм килӗ тӗп пулӗ, Эпӗ Ахав килӗнчи пӗтӗм арҫынна — чурисене те, ирӗклӗ ҫыннисене те — тӗп тӑвӑп, 9. Нават ывӑлӗн Иеровоамӑн килне тата Ахия ывӑлӗн Ваасанӑн килне тӗп тунӑ пек, Ахав килне те тӗп тӑвӑп; 10. Иезавеле вара Изреель хирӗнче йытӑсем ҫисе ярӗҫ, ӑна никам та пытармӗ» тет, тенӗ.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Елисей пророк пророксен ывӑлӗсенчен пӗрне хӑй патне чӗнсе илнӗ те каланӑ: пилӗкне ҫых, йывӑҫ ҫӑвӗ тултарнӑ ҫакӑ савӑта ил те Галаадри Рамоф хулине кай; 2. унта ҫитсессӗн Ииуя — Намесси ывӑлӗн Иосафатӑн ывӑлне — шыраса туп, пыр ун патне, вара ӑна пиччӗшӗ-шӑллӗ хушшинчен илсе тух та шалти пулӗме ҫавӑтса кӗр; 3. савӑтна тыт та йывӑҫ ҫӑвне ун пуҫӗ ҫине юхтар, вара ҫапла кала: «Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: сана Израиль патши пулма ҫу сӗретӗп» те.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
тесе калать те, тенӗ.
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Елисей хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ыран ҫак вӑхӑтра Самари хапхи умӗнче пӗр виҫе чи паха ҫӑнӑхшӑн — пӗр сикль, икӗ виҫе урпашӑн пӗр сикль тӳлӗҫ, тенӗ.
4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Елисей: ҫынсене пар, ҫиччӗр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: «ҫисе те тӑранӗҫ, ытлашши те юлӗ» тет, тенӗ.И сказал он: отдай людям, пусть едят, ибо так говорит Господь: "насытятся, и останется".
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кӗслеҫӗ кӗслине калама тытӑнсанах, Елисее Ҫӳлхуҫа алли сӗртӗннӗ, 16. вара Елисей каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫак айлӑмра ур чавса тухӑр, 17. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир ҫил вӗрнине те кураймӑр, ҫумӑр ҫунине те кураймӑр, айлӑма пурпӗрех шыв капланса килӗ, вара эсир хӑвӑр та ӗҫетӗр, вак выльӑхпа шултӑра выльӑх та ӗҫӗ; 18. Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче ку сахал: Вӑл Моава та сирӗн аллӑра парӗ, 19. ун чухне эсир мӗнпур ҫирӗплетнӗ хуласене тата мӗнпур тӗп хуласене аркатӑр, мӗнпур паха йывӑҫа касса пӗтерӗр, мӗнпур шыв ҫӑлкуҫне пӗвелесе тухӑр, мӗнпур хир лаптӑкӗсене чул пӑрахса тухса юрӑхсӑра кӑларӑр, тенӗ.
4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӑл ҫӑлкуҫ умне пынӑ, шыва тӑвар сапнӑ та каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ ку шыва тасатрӑм, унран текех вилӗм пулмӗ, ҫӗр те пулӑхсӑр пулма пӑрахӗ, тет, тенӗ.
4 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Патшана ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Турӑ сӑмахне ыйтса пӗлме Израильре Турӑ ҫук-им?16. И сказал царю: так говорит Господь: как будто в Израиле нет Бога, чтобы вопрошать о слове Его?
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Лешӗсем ӑна каланӑ: пире хирӗҫ пӗр ҫын тухрӗ те ҫапла каларӗ: «хӑвӑра кунта янӑ патша патне таврӑнӑр та калӑр ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Израильре Турӑ ҫук-им?
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа ҫавӑншӑн ҫапла калать: выртакан вырӑну ҫинчен тӑраймӑн эсӗ, вилӗн, тет, тенӗ.4. За это так говорит Господь: с постели, на которую ты лег, не сойдешь с нее, но умрешь.
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Израиль патши каланӑ вара: Михее хула пуҫлӑхӗ Амон патне тата патша ывӑлӗ Иоас патне илсе кайӑр та 27. калӑр вӗсене: патша ҫапла калать, тейӗр: тӗрмене лартӑр та ҫакна, эпӗ вӑрҫӑран таврӑниччен ҫителӗксӗр ҫӑкӑр ҫитерсе, ҫителӗксӗр шыв ӗҫтерсе тытӑр ӑна, тесе калать тейӗр, тенӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хайхи пӗри капла калать, тепӗри апла калать; 21. унтан пӗр сывлӑшӗ Ҫӳлхуҫа умне тухса тӑчӗ те: эпӗ илӗртсе ҫавӑрӑп ӑна, терӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Израиль патши Иосафата каланӑ: каламарӑм-и сана, вӑл ман тӗллӗн ыррине пӗлтермест, япӑххине анчах калать темерӗм-и? тенӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Седекия, Хенаана ывӑлӗ, тимӗр мӑйрака туса тӑхӑннӑскер, каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫакӑнпа эсӗ Сири ҫыннисене тӗппипе пӗтермелле сӗксе тухӑн, тет, тенӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.