Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗри, чи пысӑкки, вӗсем умӗнче, тем вӗрентсе каланӑн, каллӗ-маллӗ юртать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Ӑна та ӑнланас пулать, Семен Павӑлччӑ, сывлӑхӗ япӑх, — вӑрттӑн сӑмах каланӑн, асӑрхаттарчӗ Мария Тимофеевна.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ашшӗ, Каҫӑр Хӗлимун, «Манӑн Кулине пулӑшӗ. Кулинене шан», — тени илтӗнчӗ хӑлхара, халь каланӑн илтӗнчӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кӑштахран Пантее такам: «Паянхи савӑнӑҫ пӗр санӑн ҫеҫ мар, арӑмун та, ҫулталӑкри Света хӗрӳн те. Васкамалла санӑн, хӑвӑртрах киле ҫитмелле», — тесе каланӑн туйӑнчӗ.
I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.
Ҫак сӑмахсене Серебряков никам пирки те мар, Турунова асра тытса каланӑн, малалла татах тем калассӑн туйӑнчӗ те — эпӗ ватӑ бригадир ҫине кӗтсе, тӗмсӗлсе пӑхрӑм.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
«Чунпа ҫамрӑк ҫын ватлӑха парӑнма пӗлмест», текен каларӑша ҫак маттур хӗрарӑм ҫинченех каланӑн туйӑнать.
Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/
Ку сӑмахсем ӳстерсе каланӑн туйӑнатчӗҫ те, Ҫимӗккассинчен илсе килнӗ ҫамрӑк арӑм куҫ тӗлне лексех кайман.
II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.
Вара вӑл, тем ытлашшине каланӑн, йӗри-тавралла пӑхса илчӗ те шӑпланчӗ.
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл пушшех ҫамрӑкланса кайрӗ, кӑвак куҫӗсем хаваслӑн ялкӑшрӗҫ: «Кур пире, чӑваш ӗҫченӗсене, чӑваш колхозникӗсене!» — тесе каланӑн туйӑнчӗҫ.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Ҫапла каланӑн туйӑнать аякран сӑнаса тӑракан Аркашӑна.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Итлесе тӑракан воеводӑсене ку сӑмаха патша юри вӗсемшӗн каланӑн туйӑнчӗ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Укахви ку сӑмахсене илтрӗ те, арҫынсем ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхса, ӑшӗнче кулса илчӗ, ӑна ашшӗ ку сӑмахсене никам пирки те мар, хӑйӗн хӗрӗ пирки каланӑн туйӑнчӗ.
VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ваттисем шывӑн турачӗ ҫук, вутӑн алли ҫук, мӑрсан чӗри ҫук тесе шӑпах Мамич-Бердейпе Тукай пирки каланӑн туйӑнать ӑна.
9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Унӑн купӑсӗ е баянӗ кирек епле кӗвве те ҫепӗҫҫӗн, чуна пырса тивмелле каланӑн туйӑнать.
Вӑйлисем, хӑюллисем ӑмӑртрӗҫ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%b2a%d0 ... 2%d1%80ec/
Чӑвашсене хурласа каланӑн туйӑнни кӑмӑлсӑрлантарчӗ Эльгеева.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Кашни иртсе каяканӗ ман ҫине йӗрӗнсе пӑхнӑн туйӑнать, ахаль ҫеҫ каланӑ сӑмах та мана тӗртсе каланӑн илтӗнет.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Дэзи ман ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ, ҫӳле ҫӗкленӗ аллине сулчӗ, эпӗ ҫавӑнтах вӗсене ҫил-тӑвӑлла вирхӗнсе иртнӗ эшкерте куҫран вӗҫертрӗм, унтан йӗри-тавра пӑхкаларӑм; виҫӗ кун иртнӗ хыҫҫӑн, пӗрремӗш хут, ҫывӑхран уҫӑмлӑн каланӑн янӑрать: «Биче Сениэль».
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Эпӗ ҫав таранах ухмах-и?.. — кӳренӗве пытараймасӑр хуравларӑм та — пылак пӑр шӑла ыраттарнӑран кӳренӳ сӳ-ӳлетсе сарӑлчӗ, — ҫакна мана пӗчӗк ачана каланӑн евитлеме эпӗ ҫав таран ухмахах мар…
XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
— Ҫук! — терӗ вара хӑйне хӑй татса каланӑн.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Лонгрен, — пӳртре ларакана ун тӑрринчен каланӑн илтӗнчӗ ӑна, — ҫӑлсам!«Лонгрен, — донеслось к нему глухо, как с крыши — сидящему внутри дома, — спаси!»
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.