Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӳле сăмах пирĕн базăра пур.
йӳле (тĕпĕ: йӳле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл мӑшӑлтатса хапха айӗнчен упаленсе тухать те хуҫи хыҫҫӑн чупма пӑхать, анчах та лешӗ пит аякра вашкӑнса, йӳле янӑ пиншакне парашют пек хӑмпӑлчӑлантарса пынине курать, хуҫи пек хӑвӑрт чупма пултарайманнишӗн пӑшӑрханса, вӑрӑммӑн йынӑшса ярать.

Помоги переводом

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Лесник кӗпине йӳле янӑ, хуран евӗр мӑкӑрӑлса тухнӑ хырӑмӗ, васкамасӑр сывланӑ май, пӗр ҫӗкленет те пӗр путать.

Помоги переводом

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑрӑм ҫанӑллӑ йӳле шупӑрпа паха кӗпе тумӑн тӗп пайӗ.

Помоги переводом

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Арҫыннӑн, хӗрарӑмӑн, хӗрӗн хӑйне тивӗҫлӗ пуҫ тумӗ, капӑрлӑх тата хӑю тытнӑ вӑрӑм та йӳле шупӑрсем пулнӑ.

Помоги переводом

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Йӳле пилӗк кӗпине ҫӑтӑркӑларӗ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпир пиншаксене йӳле янӑ, ҫӗлӗк-калпаксене сак ҫине купаланӑ.

Помоги переводом

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Вӑл вӑрҫӑран суранланса таврӑннӑ ашшӗн шинелӗнчен кӗскетсе ҫӗлетнӗ пиншакне йӳле янӑ.

Помоги переводом

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Вӑл тинех ҫӗлӗкне хӑпартса лартрӗ, кӗрӗк пиншакне йӳле ячӗ.

Помоги переводом

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑрӑм сухаллӑ, йӳле пилӗклӗ, пир шӑлаварлӑ, шур ураллӑ чӑвашсем…

Помоги переводом

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӗр хыҫалта ҫыртӑнса ларнӑ йӳле пилӗклӗ кӗске пӳс кӗпине хӑвӑрт туртса юсарӗ те, пахча алӑкне шалтлаттарса, пахчара ҫухалчӗ.

Помоги переводом

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Шурӑ пир, пӑтаран вӗҫерӗнсе, ҫӗре ӳкрӗ, сапаланчӑк ҫӳҫлӗ, йӳле пилӗк Верук йыснӑш ҫине пӗр тӗлӗнмесӗр пӑхса илчӗ те тӑрса ларчӗ.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫавӑн пек ҫанталӑкра Верук йӳле пилӗкӗн чупса килчӗ те тӳрех Тимуш умне чӗркуҫленсе ларчӗ, йыснӑшӗн урине, аллине чуптурӗ, куҫран пӑхса, пыр тӗпӗнчен тухакан илемсӗр хӑрушӑ сасӑпа тархасларӗ:

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Йӳле янӑ плащӗн пылчӑк сирпӗннӗ аркисем е ҫунат пек сарӑлса кайса шапӑлтатаҫҫӗ е хӑйӗн ҫумне пие пек ҫӑт ҫыпӑҫса лараҫҫӗ.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Йӗкӗт ман еннелле ҫурӑмӗпе вӑрт ҫаврӑнчӗ, йӳле янӑ курткине арки вӗҫӗсенчен тытса саркаларӗ.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Плащне вӑл йӳле янӑ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Фуфайкине вӑл йӳле янӑ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Иккӗш те ҫанӑсем тавӑрса Кӗписене йӳле яраҫҫӗ, Хулран хул пӑталаса тытӑшса Кӗрешмешкӗн ӗнтӗ пуҫлаҫҫӗ.

Помоги переводом

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хура пустав сӑхмана Йӳле ярам-и?

Помоги переводом

Юрӑ умӗнхи // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Киввисене тав тӑвар та ҫӗннисене ҫул уҫар! — кӑмӑлӗсене йӳле ярса, хӗрарӑм еккине яма кӑрккасем пек кӑлтӑртатрӗҫ чӑтӑмсӑррисем.

Помоги переводом

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Тӳпери хӗвелӗ куҫа шартармасть пулин те, кӑмӑлне йӳле янӑ: чӑваш ташши ташла-ташла, ярӑмӑн-ярӑмӑн тӑсӑлакан кӗвелӗк янӑ турӑх пек шупка, тип тӗтре пек шӗвек пӗлӗтсем хыҫӗпе «анатран тӑвалла», пуҫ тӳпинеллех кармашать.

Помоги переводом

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней