Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӗрлесе (тĕпĕ: йӗрле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тата мӗн мана йӗрлесе ҫӳретӗн? — ҫилленнӗ пекрех каларӗ Тарас.

Помоги переводом

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

— Эпир драгунсем хыҫҫӑн йӗрлесе кайрӑмӑр та вӗсен пӗр пайне ҫывӑхри ҫырма патӗнче тупрӑмӑр.

Помоги переводом

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Упа кирлех пулсан вара вӑрмана кайтӑр, ӑна йӗрлесе ҫӳретӗр.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӑшман хӑвна йӗрлесе килнӗ пулсан тата?

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Тӑшман сан хыҫҫӑн йӗрлесе пырать пулсан, ӑна ку еннелле илсе килмелле мар, урӑх еннелле, хӗвелтухӑҫнелле…

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кӗнекере мӗн ҫырнине шӗвӗр пӳрнипе йӗрлесе: — 01 — пушар! — текелет Липа.

Помоги переводом

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Ҫӳлте, тӑхлан пӗлӗтре, ҫунаттисене сарлакан сарса ярса, вичкӗн куҫӗпе хыпӑнсах ҫӗр ҫинче апатлӑх чӗрӗ чун йӗрлесе, халь-халь ҫӗрелле чулланса анас хурчка явӑннӑ.

Помоги переводом

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Анчах «Ача-пӑча айванлӑхне пула» рубрикӑри чун-чӗрене сивӗ кӗл сапакан, хӗссе-чӗпӗтсе ыраттаракан пӗр статьяран ниепле те куҫӑмпа ҫӑмӑлттайла ӗппӗл-теппӗл, кавалери сиккипе тӗпӗртӗк-тӗпӗртӗк вӑшкӑнса, вӑйӑн-шайӑн йӗрлесе иртме хӑяймарӑм.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫак талккӑмра вӑл палӑртнӑ тӗле ҫитсен мӗн хыҫҫӑн мӗн тумаллине карт картса, йӗрлесе пычӗ:

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Павӑлтан уйрӑлса кайсан, Лена, тахҫанхи пӗр пӗлӗш хӗр-тантӑша «йӗрлесе», ӗҫе Ҫӗнӗ Шупашкарти сӗтел-пукан фабрикинче вырнаҫрӗ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Аса илмелли, паллах, нумай, — васкамасӑр пуҫларӗ вӑл, кашни сӑмаха «вунна» ҫеҫ лектерекенскер, асра юнлӑ-вутлӑ вӑрҫӑ сукмакӗ-тумхахӗсем йӗрлесе.

Помоги переводом

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

— Хулана телей йӗрлеме килнӗччӗ те, йӗрлесе тупаймарӑмӑр ҫав.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хура кӗр пуҫламӑшӗнче, колхозри ӗҫсем пӗтӗмӗшле вӗҫленсен (ҫав кунсенче ҫынсем Совет Союзӗнче Ҫӗрӗн искусственнӑй ҫаврӑнташне космоса вӗҫтерсе янипе кӑмӑлӗсене вӗҫтерсе, ҫӗршыври наукӑпа техника ҫитӗнӗвӗсемшӗн Ҫӗнтерӳ кунӗнчи савӑнӑҫлах савӑнса, хавхаллӑ сӑмах «утьӑкка сиктеркелесе» ҫӳретчӗҫ, нумайӑшӗ самантӑн-самантӑн таса пӗлӗтелле, тӗнче уҫлӑхнелле, тӗшмӗртсе тимлесе, ҫав тӗлӗнтермӗш япалана «куҫ картине хупасшӑн», унӑн вӗҫев ҫулне йӗрлесе тупасшӑн ӑшталанатчӗҫ), Ула Тимӗр, укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен ҫирӗпреххӗн «ураланас», «тӗкӗсене тӗреклетес» тесе, килтен тухса кайрӗ те Атӑл леш енче, йӑлӑмра, вырнаҫнӑ леспромхоза ӗҫе кӗрӗшрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Тен, чӑнах пӗр-пӗр тискер кайӑк мана ҫӑтӑхса йӗрлесе, майӑкласа пырать? — шиклӗ туйӑма пӗрчӗлесшӗн пулса, тискер кайӑк шӑлӗпех касӑлма пуҫларӗ Ула Тимӗр шалтан.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Аякри кӗтесрен пӗр ҫын ҫӗкленчӗ те кантӑк катӑкӗсем тӑрӑх утнӑ пек юнлӑ урипе йӗрлесе следователь патнелле утса пычӗ.

Из дальнего угла поднялся человек, босой, с окровавленными ступнями, и, шагая точно по осколкам стекла, двинулся к следователю.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ун пек чухне Горовиц алла кӑранташ тытать те, хут ҫине йӗрлесе, хӑйӗн шухӑшне ӑнлантарма пуҫлать: «Классене ҫутатма ҫавӑн чухлӗ киловатт кирлӗ, дормиторсене — ҫавӑн чухлӗ… Эх, ҫапах та пирӗн ӗмӗре электричество ӗмӗрӗ тесе калама хӑяҫҫӗ тата!» — тарӑннӑн сывласа сӑмахне вӗҫлет вара вӑл; унтан каллех Горовиц пурин ҫинчен те манса хӑйӗн ӗҫне тума тытӑнать.

И с карандашом в руке, черным по белому, Горовиц доказывал: «Свет в классах — столько-то киловатт, в дормиторах — столько-то… Эх, а еще наш век называется веком электричества!» — вздыхая, заключал он и углублялся в свою работу.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Преступлени пулсан ӑна тӗпчеме, айӑплисене ҫийӗнчех йӗрлесе тупса палӑртма тӑрӑшаҫҫӗ йӗрке хуралҫисем.

Помоги переводом

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Кайран йӑвине йӗрлесе тупрӑм.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Анука тӗрмере тем тӗрлӗ асаплантарса, жандармери, полици, следовательсем Ӗнел таврашӗнчи революционерсен ушкӑнӗнчи ҫынсен ячӗсене, вӗсем ӑҫтине, вӗсен ӗҫӗсене йӗрлесе пӗлесшӗн.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

— Шухӑшлама ҫеҫ мар, ӗнелсене, мулкача йӗрлесе хӑваланӑ пек, хуса кӑларатпӑр! — терӗ те Вахлай кайма пуҫтарӑнчӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней