Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӑпшӑнса (тĕпĕ: йӑпшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫитрӗ Левен ҫитмелли ҫӗре йӑпшӑнса.

Помоги переводом

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ун-кун пӑхкаласа, кашласа ӳсекен ҫамрӑк та парка ҫирӗксем хушшипе иртсе, кӳлӗ хӗррине йӑпшӑнса ҫитет вӑрманҫӑ чӗрӗк сехетрен, умри лапсӑркка туратсене сирсе, утрав еннелле тинкерет.

Помоги переводом

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Эпир йӑпшӑнсайӑпшӑнса килтӗмӗр, — теҫҫӗ хӑлхисем.

Помоги переводом

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

— Эпӗ хам та, пурнӑҫ хирӗнче мишавай юпи евӗр тӑр-пӗччен тӑрса юлнӑскӗр, Ваҫук тӑванӑм, мӑнакка патӗнче йӑпшӑнса пурӑнатӑп шуйханнӑ кайӑкла.

Помоги переводом

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пӑшаллӑ ача, уҫланкӑ тавра ҫаврӑнса, ҫырма хӗрринчи пӳрт ҫенӗкӗ патне майӗпен, асӑрханса йӑпшӑнса пырать, хӑма ҫурӑкӗ тӗлне пуҫне тытса, хӑлхине чӑнк тӑратать.

Помоги переводом

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫичӗ кун та ҫичӗ каҫ йӑпшӑнса пырса, Улӑп хайхи-майхи ӑмӑрткайӑка пӗррех утланать те ларать, ӑна мӑйӗнчен ытамласа тытать…

Помоги переводом

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Анкартисем хыҫӗнче, тарӑн ҫырманалла паян шуса анса каяс-ши е ыранччен тӑхтас тенӗн, улӑм купине аса илтерекен ҫурт йӑпшӑнса ларать.

Помоги переводом

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Каллех пире илсе каясшӑн йӑпшӑнса ҫӳрет пулӗ-ха.

Помоги переводом

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вӑл йӑпшӑнса утать.

Помоги переводом

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Иккӗшӗ мунча хыҫне пытанса юлчӗҫ, виҫҫӗмӗшӗ, шалча пек тӑсланки, карта хыҫӗпе тӑкӑрлӑкалла йӑпшӑнса тухрӗ те Ҫӗпритунсем патнелле таптарчӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пурпӗрех тӳсеймерӗ вӑл, хӑва тӗмӗсем хушшипе йӑпшӑнса, Улька патнех пырса тухрӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑнпа усӑ курса Алюш икӗ ывӑҫ тусан илет те вӑрттӑн йӑпшӑнса пырса уҫӑ чӳречерен урамалла тинкерсе ларакан Тарье аппана питрен сапать.

Помоги переводом

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

(Йӑпшӑнса пырать те аллине чаршав ӑшне чикет.)

Помоги переводом

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Кӗтерук инке чӑтса тӑраймарӗ, хӳме урлӑ каҫрӗ те Маюксен чӳречи умне йӑпшӑнса пырса тӑчӗ.

Помоги переводом

Элекҫӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 28–29 с.

Ҫтаппан пӑрахса кайсанах, вӑл Хӗлимун патне йӑпшӑнса ҫитет.

Помоги переводом

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Йӑкӑнат, йӑмра хыҫӗнче ҫын пытанса тӑнӑ пек туйӑннӑран, унталла йӑпшӑнса пырать.

Помоги переводом

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах та пӗрре уполномоченнӑй хӑюлӑх ҫитернӗччӗ, хыҫалтан йӑпшӑнса пырса ыталасшӑн пулчӗ.

Помоги переводом

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сассӑр, ачашшӑн ҫутӑ урайне шуса анчӗ, урай хӑмисем тӑрӑх ҫутатса кайрӗ, пытаннӑ пек, тӑлӑх арӑма вӑратас мар тесе вырӑн ҫине йӑпшӑнса хӑпарчӗ.

Помоги переводом

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ялти чее хӗрарӑм унӑн чӳречи патне такам йӑпшӑнса пырса ҫемье вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлесшӗн пулнине курсан вӑл минтер ярса илет те ӑна сак ҫине ҫапать, итлесе тӑракан ҫийӗнчех каялла чакать, е хӑлхасӑр пулса ларма та пултарать.

Помоги переводом

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑрантас ҫинчен анчӗ те вӑл лашине ҫырмара хӑварса «сиен тӑвакансем» патне йӑпшӑнса пычӗ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней