Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫул пӑрӑнса кайнӑ вырӑнсенче эпир сасартӑк ҫав кӗлетке патнелле ҫывхарсан ҫап-ҫара шыҫмак пуҫ йӑлтӑртатса тӑнине куратпӑр.И когда на поворотах дороги мы внезапно оказывались лицом к лицу с одним из этих призраков.
XIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Стенасем ҫумӗнче хӑнасем тӑраҫҫӗ, йӑлтӑртатса тӑракан куҫӗсене хӗсе-хӗсе, хӗрелсе кайнӑ пичӗсене шӑла-шӑла, вӗсем ачасем утса пынине пӗр шарламасӑр сӑнаҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫиҫӗм сӑннисем, йӑлтӑртатса, ҫӗре пыра-пыра тӑрӑнчӗҫ, аслати кӗрлерӗ, юхтарса ҫӑвакан ҫумӑр янӑраса та кӗрлесе иртрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Эсир ҫапла шухӑшлатӑр-и? — тесе ыйтрӗ пичче ӑшшӑн хӑйӗн хӗпӗртенӗ куҫӗсем йӑлтӑртатса тӑнине пытарма тӑрӑшса.— Вы думаете? — спросил добродушно дядя, стараясь скрыть блеск своих глаз.
X сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пӗр енче инҫетре симӗс уй-хирсем курӑнаҫҫӗ, тепӗр енче — аслӑ тинӗс хӗвел ҫуттинче йӑлтӑртатса выртать.По одну сторону, вдалеке, виднелись зеленеющие поля, по другую — сверкающее в лучах солнца море.
VIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Унтан пырсан-пырсан, тахӑш тӗлте — пӗлместӗп, — хумсем урлӑ маяк ҫути йӑлтӑртатса курӑнчӗ.
VIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Мундирсем ҫинчи ылтӑн ҫуллӑн йӑлтӑртатса тӑни тӗксӗмленчӗ, ҫемҫелчӗ, хаваслӑ ҫирӗплӗх, чӗрӗ вӑй вӗресе тӑни амӑшӗн чӗрине пырса тивсе вӑратрӗ.
XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ун куҫӗ умӗнче темле симӗс те кӗрен хӗрлӗ йӗрсем, пӑнчӑсем пӗрлешсе ярӑнса иртрӗҫ, ҫинҫе сарӑ ҫипсем йӑлтӑртатса илчӗҫ.
XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ун таврашӗнче яланах арӑмӗн кӑмӑлсӑр сасси янӑраса тӑрать ӗнтӗ, ун симӗс куҫӗн ҫунтаракан ҫулӑмӗ йӑлтӑртатса тӑрать тата, арӑмӗ чӗрӗ чух ун чӗринче вӑхӑтсӑр пӗтнӗ ачасемшӗн тавӑрма чӗнекен тунсӑхӗ нихҫан та пӗтес ҫук.
XVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Унӑн хытса ларнӑ, ниме те палӑртман сӑн-пичӗ тӗлӗнмелле лаптӑкланнӑ пек курӑнчӗ, куҫӗ ҫеҫ чӗррӗн те савӑнӑҫлӑн йӑлтӑртатса тӑчӗ.
IX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Асамат кӗперӗ вуншар тӗспе илемлӗн йӑлтӑртатса тӑнӑ.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Тутисем кӑштах уҫӑлчӗҫ, ҫивӗч виҫкӗтеслӗ шӑлӗсем йӑлтӑртатса илчӗҫ.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Шурӑ юр хӗвел ҫуттинче йӑлтӑртатса куҫсене ыраттарчӗ.Снег искрился и переливался на солнце, утомляя глаза резким блеском.
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Уйӑх ҫуттинче юр сенкер тӗслӗ пулса йӑлтӑртатса выртнӑ, — ун пеккине вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗнче нихҫан та курман.Лунные лучи искрились на снегу, таком голубом, какого они никогда раньше в жизни не видели.
II // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Шӑнса пӑрлансах ларнӑ кантӑксем ҫинче уйах ҫути выляса йӑлтӑртатса тӑнӑ.Лунный свет искрился на стеклах, покрытых толстой корой изморози.
II // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ӗмӗлке ӳкнӗ вырӑнсенче юр сенкер тӗслӗ пулнӑ, хӗвел ҫуттинче ахах пек йӑлтӑртатса тӑнӑ.Снег голубел в местах, куда падала тень, а на солнце искрился, как бриллиант, сверкал.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Фроловӑн куҫӗсем саламласа йӑлтӑртатса илчӗҫ.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ваткӑ чӑмакки евӗрлӗ шрапнель тӗтӗмӗ ӑшӗнче сасартӑк йӑлтӑркка сарӑ-хӗрлӗ вут ҫути ҫиҫӗм пек йӑлтӑртатса илет те шартлатса ҫурӑлни илтӗнсе каять, унтан ватка пӗчӗк татӑк-кӗсӗксене вакланса саланса сирӗлет.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Пӳрт чӳречинче хӑй ҫути йӑлтӑртатса илчӗ.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Хаджи-Муратӑн куҫӗсем кӳренсе йӑлтӑртатса илчӗҫ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.