Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӑлана (тĕпĕ: йӑла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пирӗн бригадӑра пӗр-пӗрне юратса-сумласа хушамат парасси тахҫанах йӑлана кӗнӗ, — кулкаласа пӗлтерчӗ Юлаев текенни.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Бригадӑсенчен хӑшӗ те пулин ҫӗнӗ объект туса пӗтерсен, ӑна тепри саламласси, ҫӗнӗ ӳсӗмшӗн пӗрле савӑнасси йӑлана кӗнӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Халь те пӑрахман иккен-ха ҫав йӑлана.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ирхине гаража е техника паркне утас килмест шоферӑн, тӑрса пӳртрен тухмалла та картишӗнчи е хапха умӗнчи машина кабинине кӗрсе лармалла унӑн — ҫав йӑлана пула пӗр шеллемесӗр ашать ял хушшине…

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Колхоз пурлӑхне йӑкӑртма вӗрентнӗшӗн мухтамалла мар-ха ӑна — уншӑн мар, пушӑ алӑпа янкӑлтатса ҫӳрес йӑлана пӑрахтарнӑшӑн мухтатӑп.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Йӑлана кӗнӗ уяв химиксен хулинче кӑнтӑрлах пуҫланнӑ.

Помоги переводом

Химиксен хулинче уяв иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=GsgBzGQYQ24

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Николаевсен ятне ЗАГС пайӗнче упранакан юбилярсен Хисеп кӗнекине кӗртнӗ.

Помоги переводом

Николаевсем хӑйсен «тимӗр» туйне уявларӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d0%bd%d0% ... %bb%d0%b0/

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, юбилярсем ЗАГСӑн Хисеп кӗнеки ҫине алӑ пусрӗҫ.

Помоги переводом

Хисеп кӗнекине кӗртрӗмӗр // Надежда БАЙМУШКИНА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... bce%d1%80/

Йӑлана кӗнӗ тӗл пулӑва «Хыпар» издательство ҫурчӗ ирттерчӗ.

Помоги переводом

100-е яхӑн ҫамрӑк корреспондент пуҫтарӑнчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60478

Ырӑ йӑлана эпир ҫулсерен пуянлатса, ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентсе хӑварма тӑрӑшӑпӑр», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн ум сӑмахӗнче.

Помоги переводом

«Ҫар паратӗнчи пекех кӑмӑл-туйӑм енчен ача садне ҫӳрекенсемпе ҫамрӑк армеецсен парачӗ», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/05/car- ... -sadne-ure

Элӗк тӑрӑхне килмессерен кашнинчех граждансене хӑйсен ыйтӑвӗсемпе йышӑнасси йӑлана кӗнӗ.

Помоги переводом

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

Апла пулин те, самана улшӑнӑвӗ, ҫӗнӗ вӑхӑтри ҫынсен кӑмӑл-шухӑшӗ те ӗлӗкхи ырӑ йӑлана манма памасть.

Помоги переводом

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх майӑн 1-мӗшӗнче — Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗн кунӗнче округри Тӗп лапамри Хисеп хӑмине ҫӗнетрӗҫ — кӑҫалхипе 11-мӗш хут.

Помоги переводом

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

«Канаш» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗркеленӗ йӑлана кӗнӗ эстафета ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Канашри «Локомотив» спорт шкулӗн стадионӗнче иртрӗ.

Помоги переводом

Эстафета спортсменсен пысӑк йышне пуҫтарчӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d1%8d%d1% ... 83c%d1%82/

Ырӑ йӑлана ҫӗнӗрен пуҫарса программа ертӳҫисемпе журналистсем радиоитлекенсемпе тӗл пулу йӗркелерӗҫ.

Помоги переводом

Радиоитлекенсемпе тӗл пулчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60702

Общество вырӑнӗсене, урамсене ҫумкурӑкран, ҫӳп-ҫапран тасатасси те йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Хисеплӗ ватӑсене чысласси йӑлана кӗнӗ.

Помоги переводом

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Паян йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ акци иртет.

Помоги переводом

Паян йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ акци иртет // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/v-rajone/12640-payan ... ktsi-irtet

Авалхи йӑлана пӑхӑнса Кӑнна Кушкисем хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ.

Помоги переводом

Унӑн ӗҫӗсем вилӗмсӗр // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... 81e%d1%80/

Станока таса тытмаллине, ӗҫ вырӑнне пӗлсе йӗркелемеллине, кирлӗ ннструментсемпе майлаштарусене кирлӗ пек вырнаҫтармаллине, станок ӗҫсӗр ан тӑтӑр тесе яланах тӑрӑшмаллине кашни токарех лайӑх пӗлет, анчах ҫав пӗлекен япалана йӑлана кӗртме ҫеҫ йывӑртарах пуль.

Помоги переводом

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней