Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ишсе (тĕпĕ: иш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑксем, кӗсменсемпе вӑйлӑн ишсе, перевоз патне васкарӗҫ; вӗсем ӗнтӗ ҫыран хӗрринех ҫитнӗччӗ, ҫав вӑхатра тулли кимӗсене Атӑл варринчен капланса килекен хум вӑйлӑн пырса ҫапрӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Часах леш енчен тепӗр пӗчӗк кимӗ ишсе каҫрӗ, унпа ҫамрӑксем купӑсҫӑ Карачӑма лартса килчӗҫ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫавӑнта вут урлӑ сиксе каҫмалла пулсан та, шывпа ишсе каймалла пулсан та каятех Ахтупай.

Помоги переводом

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпир Тенюшпа тӗлӗнсе пӑхса пыратпӑр, мӗскер, ку ҫын кӳлӗ урлӑ утӑ купинчен тытса ишсе каҫасшӑн мар пулӗ те тетпӗр.

Помоги переводом

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унсӑрӑн ҫурчӗ-мӗнӗ йӑлт ишсе хӑваратӑп.

Помоги переводом

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Астумасним, вӑл лере Атӑл урлӑ ишсе каҫатчӗ.

Помоги переводом

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Нухрат унтан ним мар ишсе тухать.

Помоги переводом

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унтах тата пӗр сутӑҫ хӗрарӑмсемпе ачасене тем пысӑкӑш кӗленче савӑтра шывра ишсе ҫӳрекен пулӑсемпе илӗртет.

Помоги переводом

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иккӗмӗш хутӗнче упа ҫилленсе ҫитрӗ пулас, шӑтӑк айккинчи пӑрланнӑ юра лӑштӑрр ишсе антарса пуҫне тулалла кӑларчӗ.

Помоги переводом

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫиелтех тем пысӑкӑш пулӑсем ишсе ҫӳреҫҫӗ — Атӑлтан кӗнӗ белугӑсем.

Помоги переводом

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑшт тӑхтасан ҫав кайӑк кӳлӗрен вӗлтӗртетсе чупса тухрӗ (ишсе мар, чупса тухрӗ, мӗншӗн тесен вӑл шыв айӗнче те ҫӗр ҫинчи пекех ҫӳрет иккен, хӑйне валли апат-ҫимӗҫ шырать).

Помоги переводом

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Дон шывӗ урлӑ ишсе каҫнӑ.

Помоги переводом

Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/

Кимӗ сывлӑшра турпас татки пек чикеленсе шывалла чӑмрӗ, чылай аякра ишсе тухса тепӗр кимме хыттӑн пырса тӑрӑнчӗ.

Помоги переводом

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ратниксен пысӑк ушкӑнӗ ҫыран хӗррине ишсе тухнӑ ҫынсене пуҫтарса ҫӳрерӗ.

Помоги переводом

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тепӗр кунне вырӑссем крепость хӳмин пӗр сыпӑкне ишсе антарчӗҫ.

Помоги переводом

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗперсене ишсе хӑварнӑ.

Помоги переводом

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫутӑла пуҫласан ҫыран хӗрне ишсе тухса киммине пытарчӗҫ.

Помоги переводом

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӗсем ҫырана анса кимӗ ҫине вырнаҫрӗҫ те кимӗпе ишсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ухӑ йӗппи этем мӗлкине лексен савӑнса кӑшкӑран, хӑйӑр ӑшне кӗрсе тӑрӑнсан шӑп кӑна тепре ҫаврӑнса ишсе килен.

Помоги переводом

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кимӗпе ишсе пыран та сиксе тӑрса хӑвӑрт кӑна тӗллесе ухӑпа перен.

Помоги переводом

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней