Поиск
Шырав ĕçĕ:
23. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫав кунсенче акӑ мӗнле пулӗ: тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑхсенчен кашни халӑхӗн вунӑ ҫынни пӗр иудей аркинчен тытӗ те: «эпир санпа каятпӑр: сирӗнпе пӗрле Турӑ пулнине илтрӗмӗр эпир» тейӗ, тет.
Зах 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вавилон ҫыннисем, ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн, питӗ хытӑ тарӑхса кайнӑ та патшана хирӗҫ ҫӗкленнӗ, вӗсем ҫапла каланӑ: пирӗн патша иудей пулса кайрӗ; Бела аркатрӗ, аҫтахана вӗлерчӗ, апӑссене вилӗм аллине пачӗ, тенӗ; 29. вара патша патне пырса каланӑ: эсӗ пире Даниила тытса пар, унсӑрӑн эпир сана хӑвна та, санӑн кил-йышна та вӗлеретпӗр, тенӗ.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫапла калӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрта — тӳрӗлӗх, пирӗн вара пит-куҫӑмӑр, паянхи пек, намӑспа хупланнӑ, кирек хӑш иудей те, Иерусалимра пурӑнакансем те, 16. патшамӑрсем те, пуҫлӑхӑмӑрсем те, священниксем те, пророксем те, аттемӗрсем те ҫавӑн пек, 17. мӗншӗн тесессӗн эпир Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ, 18. Ӑна пӑхӑнман, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр сӑмахне итлемен, Ҫӳлхуҫамӑр хамӑра хушнӑ пек пурӑнас темен.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иеремийӑна Египет ҫӗрӗнче пурӑнакан, Магдолра, Тафнисра, Нофӑра тата Пафрос ҫӗрӗнче вырӑнаҫнӑ пӗтӗм иудей ҫинчен каланӑ сӑмах: 2. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эсир Эпӗ Иерусалим ҫине, Иудейӑн мӗнпур хули ҫине янӑ хӗн-асапа куртӑр; ҫав хуласем вырӑнӗнче паян ишӗлчӗк купи ҫеҫ выртать, унта никам та пурӑнмасть, 3. ҫакӑ вӑл вӗсем усал ӗҫсем туса Мана ҫиллентернӗшӗн, хӑйсем те, эсир те, сирӗн аҫӑрсем те пӗлмен ют турӑсене тӗтӗрсе вӗсене пуҫҫапса пурӑннӑшӑн пулчӗ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иеремия Варуха хытарсах каланӑ: мана Турӑ Ҫуртне кӗме чарнӑ; 6. ҫавӑнпа кай та хут чӗркемӗ ҫине ҫырса хунине — эпӗ каланӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене — типӗ тытнӑ кун Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче халӑх илтмелле, хӑйсен хулисенчен килнӗ мӗнпур иудей илтмелле вуласа пар; 7. тен, вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑвашшӑн йӑлӑнӗҫ те, кашнийӗ хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнӗ: Ҫӳлхуҫа ҫак халӑх валли питех те пысӑк ҫилӗпе хаярлӑх хатӗрленӗ, тенӗ.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Суту-илӳ хутне — саккун йӗрки тӑрӑх пичет пуснине те, пичет пусманнине те — илтӗм те 12. ҫав хута пиччем ывӑлӗ Анамеил умӗнче, ҫак хут ҫине алӑ пуснӑ кӳнтеленсем умӗнче тата хурал картишӗнче ларакан мӗнпур иудей умӗнче Варуха — Маасея ывӑлӗн Нирийӑн ывӑлне — патӑм; 13. унтан вӗсен умӗнче Варуха ҫапла каларӑм: 14. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: ҫак суту-илӳ хучӗсене — пичет пуснине тата пичет пусманнине — ил те тӑм савӑта хур, вӗсем унта вӑрах вӑхӑт сыхланса тӑма пултарччӑр.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑсчахсем тата арӑмӗ, Зерешь, каланӑ ӑна: Мардохей иудей ҫынни пулсан, сан инкекӳсем ӑна пула пуҫланчӗҫ пулсан, эсӗ ӑна ҫӗнтереймӗн, вӑл сана пӗтерет пулӗ, [мӗншӗн тесессӗн унпа пӗрле чӗрӗ Турӑ,] тенӗ.
Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Анчах та Мардохей иудей паян кун та патша хапхи умӗнче ларнине курсан, мана ҫав тӗрлӗ чыс та ҫырлахтараймасть, тенӗ.13. Но всего этого не довольно для меня, доколе я вижу Мардохея Иудеянина сидящим у ворот царских.
Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем Мардохее кашни кун ҫапла каланӑ, вӑл вӗсене пӗрех итлемен, вара вӗсем Мардохей хӑйсене пӗлтернине — вӑл иудей ҫынни пулнине — Амана евитлесе панӑ, вӗсен Мардохей хӑй сӑмахӗнчен чакнипе чакманнине пӗлес килнӗ.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сузӑ хулинче, тӗп хулара, Мардохей ятлӑ пӗр ҫын пурӑннӑ, вӑл Вениамин йӑхӗнчен тухнӑ иудей ҫынни пулнӑ, ун ашшӗ Иаир пулнӑ, Иаир ашшӗ — Семей, Семей ашшӗ Кис пулнӑ.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Аслӑ Артаксеркс иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, нисан уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗнче, Мардохей — Сузӑ хулинче пурӑнакан иудей, чаплӑ ҫын, патша керменӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑраканскер — тӗлӗк курнӑ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Халӑх хушшинче пысӑк ӳпкелешӳ пуҫланчӗ, хӗрарӑмсем те хӑйсен иудей тӑванӗсене ӳпкелесе калаҫрӗҫ.1. И сделался большой ропот в народе и у жен его на братьев своих Иудеев.
Неем 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.