Поиск
Шырав ĕçĕ:
12. Ӑслӑлӑх хӑйӗн ывӑлӗсене ҫӳлелле ҫӗклентерет, хӑйне шыракансене хунтӑлать: 13. ӑна юратакан пурӑнӑҫа юратать, ӑна иртенпех шыракан туп-тулли савӑнӑҫ тупать; 14. ӑслӑлӑх пурри еткерлӗхе ырӑ ят илӗ, кирек ӑҫта кайсассӑн та Ҫӳлхуҫа ӑна пиллесех тӑрӗ; 15. ӑслӑлӑхшӑн ӗҫлекен Святойшӑн ӗҫлесе тӑрать, ӑслӑлӑха юратакана Ҫӳлхуҫа юратать; 16. ӑна итлекен халӑхсене сут тӑвӗ, ӑна тимлекен шиксӗр пурӑнӗ; 17. кам та кам ӑслӑлӑха шанать, ҫавӑ ӑна еткерлӗхе илет, ӗнтӗ ӑслӑлӑх унӑн тӑхӑмне тивӗҫӗ: 18. малтан вӑл этеме кукӑр-макӑр ҫулпа ертсе ҫӳрет, ӑна шиклентерсе-хӑратса пӗтерет, 19. унӑн чунне шанса ҫитериччен, хӑйӗн йӗркипе сӑнаса тухиччен этеме вӑл ӑстӑн парса тӗрӗслет; 20. кайран вара ун патне тӳрӗ ҫулпа тухать те савӑнтарать ӑна, 21. хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне пӗлтерет ӑна.
Сир 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тимлӗ итлекен хӑлхашӑн ӑслӑ питлевҫӗ — ылтӑн алка, таса ылтӑнран ӑсталанӑ пек.12. Золотая серьга и украшение из чистого золота - мудрый обличитель для внимательного уха.
Ытар 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вӗрентсе каланине тӑнлӑр, ӑслӑ пулӑр, ҫавӑнтан ан чакӑр. 34. Кунӗн-ҫӗрӗн ман хапха умӗнче тӑрса, ман алӑк умӗнче хуралласах тӑрса мана итлекен ҫын — телейлӗ!
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эпӗ питленине ӗненӗр: акӑ сирӗн ҫине хамӑн сывлӑшӑма ярӑп, сире хамӑн сӑмахӑма пӗлтерӗп. 24. Эпӗ чӗнтӗм — эсир итлемерӗр; аллӑма тӑсрӑм — тимлекенӗ пулмарӗ; 25. эсир манӑн пур канашӑма та хирӗҫлерӗр, эпӗ питленине йышӑнмарӑр. 26. Халӗ эпӗ эсир пӗтнинчен кулӑп; сире сехре хӑппи ҫитсессӗн савӑнӑп; 27. сире инкек-синкек ҫил-тӑвӑл пек килсе ҫапсассӑн, сирӗн тӗле инкек-синкек ҫавраҫил пек килсе тухсассӑн, сире хурлӑхпа йывӑрлӑх ҫитсессӗн савӑнӑп эпӗ. 28. Ун чухне чӗнӗҫ те мана — эпӗ илтмӗп; мана иртенпех шырама пуҫлӗҫ — тупаймӗҫ. 29. Пӗлӗве курайми пулнӑшӑн, хӑйсем валли Турӑран хӑрассине суйласа илменшӗн, 30. манӑн канаша йышӑнман-шӑн, эпӗ питленине тиркенӗшӗн 31. вӗсем хӑйсен ӗҫӗсен ҫимӗҫӗсене тутанӗҫ, шухӑшланӑ ӗмӗчӗсемпе тӑранӗҫ: 32. вӗсене айвансен чурӑслӑхӗ вӗлерӗ, ухмахсен ҫӑмӑлттайлӑхӗ пӗтерӗ; 33. мана итлекен вара усалтан хӑрамасӑр, шанчӑклӑ та лӑпкӑ пурӑнӗ».
Ытар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Куракан, итлекен хӑй сисмесӗрех юрӑҫпа пӗрле савӑнма, киленме пуҫлать.
Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№