Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Хырӑмна ирӗн те каҫӑн пусма татӑкӗпе сӗркеле…
Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.
Ыйхӑран вӑрансан, вӑл ҫӗрлехи пӗчӗк лампа тахҫанах сӳннине тата чӳрече хупписен хушӑкӗнчен хӗллехи ирӗн кӑн-кӑвак ҫутти кӗнине курчӗ.
XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Мӗн пурӗ ялтӑраса, илемлӗ ирӗн асамат ҫуттипе хӗмленсе тӑрать.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Антон Пафнутьич куҫне уҫрӗ те, кӗрхи ирӗн имшер ҫуттинче хӑй умӗнче Дефорж тӑнине курчӗ: француз хӑрах аллипе пӗчӗк пистолет тытнӑ, тепринпе енчӗке вӗҫертет.
X сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл хӑйне хӑй ӳпкелесе пӑшӑлтатать, хуйхӑпа асапланать, тертленет, анчах унӑн ӗмӗт татӑлнилле хирӗҫлевне хура шухӑш уямасӑр аркатать те хӑйӗн ӗҫне тӑвать: Джессире йывӑр-сивлек ирӗн вак-тӗвеклӗхӗ чӗрӗлчӗ, шанманлӑха-сис-чӗве вӑйлатса ытларах та ытларах сехӗрлентерет.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ирӗн шупка кӗрен ӳсӗрлӗхӗ кантӑкран нӳрлӗ тӗтрепе, ӑшӑх вырӑнсен тӑварлӑрах киҫмӗкӗпе тата ыйхӑ умӗн сӗнксе ларакан ҫын шухӑшӗн уттилле, тытса хыпашлайми чӑштӑртату чӗмсӗрлӗхӗпе сывлать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Юлашкинчен тинӗс ирӗн селӗм шӑплӑхне харӑсах темиҫе хут ҫирӗппӗн ҫапрӗ те — ҫухалчӗ тейӗн.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Аян ирӗн пуш хиртилле шӑплӑхӗнче куҫӗсене хыттӑн сӑтӑрчӗ, — йӗп-йӗпескер, хальтерех ҫеҫ ӗшенчӗклӗхре пулнӑран ӳсӗрскер тата вӑйсӑрскер.Аян протер глаза в пустынной тишине утра, мокрый, хмельной и слабый от недавнего утомления.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Карап хӑватлӑн куҫнӑ май кӑпӑк ҫунаттисем чӗтренеҫҫӗ; хӗр ура ҫине ҫӗкленчӗ, аллине кӑкӑрӗ ҫумне тытса чӑмӑртарӗ, анчах ҫуттӑн тӗлӗнтермӗш вӑййи вӗттӗн-вӗттӗн чӳхенсе ҫухалчӗ ӗнтӗ: хӗвел тухрӗ те — ирӗн ҫап-ҫутӑ туллилӗхӗ ыйхӑллӑ ҫӗр ҫинче халиччен карӑнса, ачашланса выртнӑ мӗн пур япала пӗркенчӗкӗсене сире-сире ывӑтрӗ.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Вӑл ирӗн телейлӗ капӑрлӑхне, ҫап-ҫутӑ туратсен хушшинчи ҫыран хӗррине, йӑлтӑртатса выртакан кӑвак инҫете тӗлӗнсе сӑнать; горизонт ҫийӗн, ҫав вӑхӑтрах унӑн ури тӗлӗнче те, шӗшкӗ ҫулҫисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Унӑн пӗтӗм сӑн-питӗнче, ҫӑмран ҫыхнӑ сӑра костюмӗнче паянхи ирӗн, ирхи пасӑн куҫа курӑнман йӗрри-палли пур пек туйӑнать…
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Тӗттӗм кӑвакрах ирӗн сивӗ сывлӑшӗнче тӑватӑ тӗтӗм пӗлӗчӗ явӑнса илчӗ те часах саланса кайрӗ.Над ними в холодном воздухе серого утра появились четыре клочка дыма и быстро рассеялись.
34 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫурхи ирӗн самаях сивӗ ҫанталӑкӗ пылчӑка, кӳлленчӗксене шӑнтса лартнӑ, ура айӗнчи пӑра та кӑчӑртатакан тунӑ, питҫӑмартипе алла чӗпӗтет.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ашшӗпе хӗрӗ чӑнкӑ ҫыран хӗрринчи ҫӑра ҫемҫе курӑк ҫине урисене усса ларчӗҫ те, ҫывхарса килекен ирӗн илемне пӑсасран хӑранӑ пек, мӑштах пулчӗҫ.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Унтан нӳхреп ҫийӗн такам ҫемҫен утса иртнӗ, часах нӳхреп алӑкӗ уҫӑлнӑ та, Мишӑн куҫне хӗллехи ирӗн кӑвак та ҫивчӗ ҫутти йӑмӑхтарса янӑ.
Гварди рядовойӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 14–27 с.
Пӗчӗк ачасем пек алӑран алӑ тытса ҫуркуннехи ирӗн янравлӑ ҫулӗпе ӗмӗр-ӗмӗрех пӗрле утассӑн туйӑнатчӗ вӗсене…
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫуллахи ирӗн сиплӗ таса сывлӑшӗ боецсен ыйхӑллӑ куҫӗсене ҫӑвать, тахҫантанпах ҫуман, пиҫсе кайнӑ пичӗсене сивӗтет.
XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Хӑйсене ирӗке кӑларнишӗн вӗсем епле савӑннине, юлашкинчен, поляр ҫывӑхӗнчи хӗллехи ирӗн хӗвел ҫути питех те лайӑх хутса ӑшӑтнӑ пӳртре епле ҫутӑлса тӑнине курмашкӑн вӗсем мӗн тери телейлӗ пулнине эпӗ каласа пама та пултараймастӑп.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
— Ирӗн те, каҫӑн та.
X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Сад тӑрӑх вӑл тирпейлӗ шӑлса тасатнӑ сукмаксемпе утатчӗ; ҫуллахи тин ҫеҫ пуҫланакан ирӗн сулхӑн сывлӑшне кӑкӑр туллиех сывласа, унталла-кунталла пӑхкаласа пыратчӗ.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
- 1
- 2