Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпир учительсем хатӗрлекен институтра вӗренекен Миловский хваттерӗнче пухӑнаттӑмӑр, — кайран вӑл Елеонский текен псевдонимпа калавсем ҫыратчӗ, пӗр пилӗк том ҫырсан, ҫак ҫын хӑйне хӑй вӗлерчӗ, — эпӗ тӗл пулнӑ ҫынсенчен мӗн чухлӗ ҫын пурӑнӑҫран хӑйсен ирӗкӗпе уйӑрӑлчӗҫ пулӗ!
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Унта сире, — иккӗленме кирлӗ мар, — сирӗн ҫулти ҫамрӑк ҫынсем, хӑйсен ирӗкӗпе ҫар ретне ҫырӑнмасӑрах, ытти нумай меслетсемпе ҫӗршыва усӑллӑ ӗҫ тума пултарни ҫинчен ӑнлантарса парӗҫ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Чӑваш Ен 470 ҫул каялла Раҫҫей патшалӑхне хӑй ирӗкӗпе кӗнӗ хыҫҫӑн чӑваш халӑхӗ Раҫҫейри тӑванла халӑхсен туслӑ ҫемйин пӗр пайӗ пулса тӑнӑ, мӑнаҫлӑ ҫӗршывӑн историйӗнче ҫырӑнма пуҫланӑ.
Олег Николаев Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2021/11/04/glava-chu ... et-s-dnyom
Апат ҫиме пӑрахса, ҫынсем выҫӑпа вилес патнех ҫитнӗ пулсан, вӑл ӗнтӗ хӑйсен ирӗкӗпе, тӗрӗсрех каласан, хӑйсен сӳрӗклӗхӗпе пулнӑ.
XXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Мӗншӗн тесен, закон тӑрӑх, тӗрме начальникӗ хӑйӗн ирӗкӗпе ҫӗр хут таран ҫеҫ розгӑпа хӗртме пултарать; ҫӗр хут е унтан ытлашши ҫапмалла пулсан, министерствӑран ыйтса илес пулать.
XX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫавна май Хаббуллин господин Раҫҫей Конституцийӗпе килӗшӳллӗн «пӗрлехи ӗҫсене туса пынӑ чухне РФ полномочисемпе унӑн ертӳлӗхне пырса тивмен чухне РФ субъекчӗсем хӑйсен тулли ирӗкӗпе ӗҫлени» ҫинчен аса илтернӗ.
Тутарстан парламенчӗ республика президенчӗн должноҫне улӑштарма хирӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30073.html
— Вӑл хӑй ирӗкӗпе юлчӗ-и?
ХLII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Хуть те мӗнле пулсан та, отряда вӑл хӑй ирӗкӗпе пынӑ, заданисене те лайӑх пурнӑҫланӑ.
XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
— Никам та чӗнмен, анчах хӑй ирӗкӗпе килмен вӗт вӑл.
XIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Урӑ чухне суймастчӗ; ӗҫсе ӳсӗрӗлсенех вара каласа пама тытӑнатчӗ: Питӗрте Фонтанкӑра манӑн виҫӗ ҫурт пур: пӗри — хӗрлӗ, пӗр мӑръеллӗ, тепри — сарӑ, икӗ мӑръеллӗ, виҫҫӗмӗшӗ — кӑвак, пачах та мӑръесӗр; манӑн унта виҫӗ ывӑл пурӑнать (вӑл хӑй авланманччӗ те): пӗри инфантеринче, тепри кавалерире, виҫҫӗмӗшӗ хӑй ирӗкӗпе ҫӳрет…
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
— Хӑй ирӗкӗпе каять.
VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
«Мӗншӗн вӗлермелле? вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе куҫнӑ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл лешсем патне хӑйӗн ирӗкӗпе каҫнине пан пӗлмест-и вара?»
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Уйрӑмлӑх ҫакӑ ҫеҫ пулнӑ: шкулта вӗсене ирӗксӗр пӗрлештерсе тӑнӑ, кунта вӗсем ашшӗ-амӑшӗсене хӑйсен ирӗкӗпе пӑрахса тӑван килӗсенчен тарса килнӗ; кунти ҫынсен майӗнчен ӗнтӗ пӑяв ҫакӑнса тӑнӑ, вӗсем унтан хӑтӑлса вилӗм вырӑнне пурӑнӑҫ тупнӑ, чӑн-чӑн ирӗк пурнӑҫа тупнӑ, кунти ҫынсем хӑйсен ырӑ кӑмӑллӑ йӑли тӑрӑх кӗсйисенче пӗр пус укҫана та тытса тӑма пултараймаҫҫӗ, кунти ҫынсем ку таранччен червонеца ҫеҫ пуянлӑх тесе шутланӑ, халӗ ӗнтӗ вӗсен кӗсйисене мӗн те пулин кӑларса ӳкересрен хӑрамасӑрах тавӑрса пӑхма пулать: арендатор-жидсем вӗсене такҫанах пушатнӑ ӗнтӗ.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, ҫынсем ытларах кирлӗ чух, чӗннӗ ҫӗре пыма тивӗҫлӗ рейстровый козаксемсӗр пуҫне кирек хӑш вӑхӑтра та хӑйсен ирӗкӗпе пыракансене те нумай пуҫтарма май пулнӑ: кӑна тума есаулсем, мӗнпур ялсемпе местечкӑсен базарӗсемпе площадӗсем тӑрӑх ҫӳресе, урапа ҫине тӑрса хыттӑн ҫапла ҫеҫ кӑшкӑрмалла пулнӑ:
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Патша ывӑлӗ турӑ ирӗкӗпе темиҫе кун хушши патша хӗрӗ патне ҫывӑрнӑ чухне кӗркелесе куркаланӑ.
Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Ирхине турӑ ирӗкӗпе пике тутлӑ ыйхӑран вӑранать.Богу было угодно, чтобы утром красавица пробудилась от сладкого сна.
Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Турӑ ирӗкӗпе ҫак тӑватӑ тус хулана ҫитсе пӗр тӑлӑх арӑм патне чарӑнаҫҫӗ.Богу было угодно, чтобы четыре друга, приехав в этот город, остановились в доме одной вдовы.
Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Манӑн челнок, хӑйӗн ирӗкӗпе пыраканскер, чӑнкӑ тата ҫӳлӗ тӳпесенчен тӑрса, кашни хутӗнчех айлӑмалла анма тӑрӑшать.
XXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Виҫӗ страница ҫырса тултарчӗ ӗнтӗ вӑл, хӑйӗн ирӗкӗпе разведкӑна каяс текенсем ҫав-ҫавах нумай-ха.Он уже исписал три страницы, а добровольцев по-прежнему было много.
Разведкӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.