Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ирттерсе (тĕпĕ: ирттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗншӗн тесен «хӗр вӑрласан», каччӑ туй йӑли-йӗркине пысӑк тӑкаксӑрах — пӗчӗк ӗҫкӗпех (хӗр ҫураҫса, хӑтана кайса, таврӑна хӑта халӑхӗ кӗртсе) ирттерсе ярать.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӗсем хӑйсен нормине кунсерен ҫӗр ҫирӗмшер-ҫӗр вӑтӑршар процент ирттерсе тултарма тытӑнсанах нормировщиксем килеҫҫӗ те, пӗр смена тӗрӗслесе ларса, норма ӳстерсе параҫҫӗ.

Помоги переводом

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Хӑйӗн ҫамрӑк сменщицине тустарать кӑна: станок таврашӗнчи ҫӳп-ҫапшӑн кӑна та мар, нормине ирттерсе тултарнӑшӑн та хытӑ лекет ӑна.

Помоги переводом

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Унта пӗр виҫ-тӑват кил тӑршшӗ кӑна утмаллаччӗ-ха, анчах Мӗтри улт-ҫич ҫуртах ирттерсе ячӗ, урлӑ урамах ҫитрӗ — виҫ хутлӑ ҫурт курмарӗ вӑл кунта.

Помоги переводом

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Ирттерсе пурнӑҫлама шанӑҫ пур.

Помоги переводом

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Нефтебазӑна каякан, унтан таврӑнакан пӗр машинӑна та ывӑниччен хӑваламасӑр ирттерсе ямарӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Сарӑ ҫу кунӗсене те, йӗпе-сапаллӑ сулхӑн кӗркуннене те чирлӗ ҫын халачӗпе ирттерсе ячӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тимуш хӑмла пахчинче вӑхӑт ирттерсе тӑмарӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Ӗнерхи канашлура эпир ҫакна лайӑх ӑнлантӑмӑр: объектсем вӑхӑтра ӗҫе кӗрейменнин тӗп сӑлтавӗ вӑл — ӗҫ вӑйӗпе рессурссене сапалани, объектсене туса ҫитерессипе ҫыхӑннӑ кӑткӑсрах, йывӑртарах ӗҫсенчен пӑрӑнса, ҫӗнӗ вырӑна сике-сике ӳкни, ҫапла вара ансатрах, кал-калрах пулакан ӗҫсенче укҫа-тенкӗпе ытларах усӑ курса, плана ирттерсе тултарни.

Помоги переводом

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анчах эпир… сан пирки ӑша ҫунтарса ирттерсе ятӑмӑр ҫав каҫа.

Помоги переводом

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мелсӗр саманта Пруткин часах ирттерсе ячӗ.

Помоги переводом

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Эсир, Думитру Георгиевич, вӑхӑтӑра ирттерсе ан тӑрӑр, черетсӗрех епле те пулсан хӗсӗнкелесе кӗрӗр.

Помоги переводом

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Пӑрахса кайрӗ пулас, ун йышши ҫынсем шавлӑ, тӗркӗшӳллӗ вырӑнта пулма юратмаҫҫӗ вӗсем. Тен, манпа вӑхӑт ирттерсе ҫӳрессинчен пӑрӑнмалли меллӗ самантпа усӑ курма васкарӗ», — тесе те шутланӑччӗ ӗнтӗ эп, ҫапла шутласа «ҫылӑха та кӗнӗччӗ» — ҫитрӗ-тӑчӗ хайхискер тахӑш енчен ман ҫума, панелевоз умне.

Помоги переводом

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Сакӑр уйӑхри подряд ӗҫӗсен планне чылай ирттерсе тултарнӑ, ҫав вӑхӑтрах объектсене ӗҫе кӗртмелли плана пурнӑҫлайман.

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Стрела ҫӗкленсен, эпир кунта вӑхӑт ирттерсе тӑрас та ҫук! — терӗҫ иккӗн-виҫҫӗн.

Помоги переводом

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӗрӗсрех каласан, пӑлханмасӑр, вӗчӗрхенмесӗр ирттерсе яраканччӗ, ҫавна пулах — йывӑрлӑхран тухма яланах, кашнинчех шанчӑклӑ ҫул тупаканччӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӗҫри кирек мӗнле пӑтӑрмаха та тарӑхнине, пӑлханнине систермесӗр ирттерсе яраканччӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Урӑх чӑрмантармастӑп, ҫанталӑкӑн екки кайнӑ пек чухне вырах, ӗҫле, хаклӑ вӑхӑтна ирттерсе ан тӑр.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тепӗр чухне эпӗ, Елюк тухса кайнипе кайманнине пӗлем тесе, Омежников патне пуҫтарӑнмаллипех пуҫтарӑнаттӑм, анчах мана Ҫтаппанран ютшӑнтараканни пӗлес килнине кашнинчех ҫӗнтеретчӗ те, ҫула тухмасӑр ирттерсе яраттӑм.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫав укҫана Ҫтаппан хӑйӗн кӗнеки ҫине куҫарасшӑн, анчах Елюк ни куҫаратӑп, ни куҫармастӑп темест, кун хыҫҫӑн кун ирттерсе, Ҫтаппан ӑш-чиккине вӑркаттарать.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней