Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ каласа панисем уншӑн чӑн-чӑн уроксем, куллен ирттерекен уроксем пулчӗҫ.
Лида // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Эпӗ иккӗмӗш хут уҫӑлса ҫӳреме тухсан та, Лида манпа пӗрле пычӗ, унтан вӑрттӑн ирттерекен пӗрремӗш пухӑва, унтан пӗрремӗш явкӑна пычӗ…Лида пошла со мной и на вторую прогулку, потом на первую нелегальную встречу, потом на первую явку.
Лида // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Чӑн та ҫав, Алексей ҫав тери ҫине тӑрса туса ирттерекен упражненисенче темле фанатикла япала пулнӑ, ҫавна пула вӑл шаман евӗр пулса тӑнӑ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«41) Чӑваш Республикин территорийӗнче студентсем хушшинче ирттерекен (ҫав шутра студентсен спорт лигисем хушшинче) регионсем хушшинчи, пӗтӗм Раҫҫейри тата пӗтӗм тӗнчери спорт ӑмӑртӑвӗсене йӗркелес тата ирттерес ӗҫе хутшӑнма;»;
Чӑваш Республикин "Физкультура тата спорт ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №56 от 20 сентября 2018 г.
Ахальтен мар ӗнтӗ, ял халӑхӗ тӑрӑшнӑран, ял тӑрӑхӗ республикӑра ирттерекен конкурссене хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗсен шутне кӗрет.
Ял аталанать, малашлӑха шанать // А.МИХАЙЛОВ. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23
Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче ҫапӑҫнӑ е ҫарта тӑнӑ ентешсен ветеран организацийӗн Шупашкарти виҫҫӗмӗш шкулта ирттерекен тӗлпулӑвӗсене мана, унти ҫамрӑк зоргенецсемпе обществӑлла майпа тачӑ ҫыхӑну тытнӑран, 40 ҫул ытла хутшӑнма тӳр килчӗ.
Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24
«8.1. Муниципалитет пӗрлӗхӗн пуҫлӑхӗ, енчен те унӑн полномочийӗсем Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн муниципалитет пӗрлӗхӗн пуҫлӑхне должноҫран хӑтарасси ҫинчен калакан право актне тӗпе хурса е тата муниципалитет пӗрлӗхӗн представительлӗ органӗ муниципалитет пӗрлӗхӗн пуҫлӑхне отставкӑна ярасси ҫинчен тунӑ йышӑнӑва тӗпе хурса срокчен вӗҫленнӗ пулсан, ҫав йышӑну пирки суда жалоба панӑ чухне муниципалитет пӗрлӗхӗн муниципалитет суйлавӗнче суйланакан пуҫлӑхӗн срок ҫитмесӗр ирттерекен суйлавне суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ йӗркепе вӑя кӗриччен палӑртма пултараймаҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №9 от 13 февраля 2018 г.
«8. Ҫапла палӑртас: инвестици проекчӗсен уйрӑлми пайӗ шутланакан инженери тата транспорт инфратытӑмӗн капиталлӑ строительство объекчӗсене тума (юсаса ҫӗнетме) пӑхса хӑварнӑ бюджет укҫи-тенкине Чӑваш Республикин Экономика аталанӑвӗн, промышленность тата суту-илӳ министерствин Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче Промышленноҫа тата инвестици ӗҫ-хӗлне аталантармалли фонд» автономлӑ учрежденийӗ валли палӑртса хунӑ укҫа-тенкӗ шутӗнчен ятран (объектшарӑн) пайласа парассине промышленность производствин тата агропромышленность комплексӗн сферинче пурнӑҫлама палӑртакан инвестици проекчӗн уйрӑлми пайӗ шутланакан инженери тата транспорт инфратытӑмӗн капиталлӑ строительство объекчӗсене тӑвас (юсаса ҫӗнетес) тӗллевпе инвестици проекчӗсене Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи 267 №-лӗ йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ Инженери тата транспорт инфратытӑмӗн капиталлӑ строительство объекчӗсене тӑвасси (юсаса ҫӗнетесси) вӗсен уйрӑлми пайӗ шутланакан инвестици проекчӗсене суйласа илмелли йӗркепе туса ирттерекен конкурс урлӑ суйласа илсе пурнӑҫлаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин 2018 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2019 тата 2020 ҫулсенчи тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №1 от 08 февраля 2018 г.
«бюджетсен тӑкакӗсен классификацийӗн «Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх» 0500-мӗш пайӗн «Тирпей-илем кӗртесси» 0503-мӗш ҫум пайӗ тӑрӑх Чӑваш Республикинчи чи ешерекен тата тирпейлӗ ял-хулана палӑртас тӗллевпе ҫуллен ирттерекен республика смотр-конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене хавхалантарма 2019 ҫул валли 407,8 пин тенкӗ чухлӗ, 2020 ҫул валли 407,8 пин тенкӗ чухлӗ;«;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин 2018 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2019 тата 2020 ҫулсенчи тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №1 от 08 февраля 2018 г.
«22. Участокри суйлав комиссийӗн канашламалли сасӑ правиллӗ членӗсем тата сӑнавҫӑсем сортласа тухнӑ суйлав бюллетенӗсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн сасӑлав итогӗсем ҫинчен калакан протокола ҫырса хунӑ даннӑйсене тӗрӗслесе шайлаштарнине (ҫак статьян 6-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ирттерекен тӗрӗслесе шайлаштарнисӗр пуҫне) ҫак Саккун ҫумне 2-мӗш хушса ҫырнипе килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ, ӑна ҫак Саккунпа палӑртнӑ, сасӑлав итогӗсем ҫинчен калакан протокол йӗркисен нумерацине шута илсе ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №15 от 07 марта 2019 г.
Ҫавна май коррупципе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен ҫынсен пӗлӳпе ӑсталӑх шайне ӳстерес тӗллевпе ирттерекен семинар-канашлу усси куҫкӗрет, тӗрлӗ тытӑм пӗрле хатӗрлекен йӗркелӳпе хушу докуменчӗсен, информаци ҫырӑвӗсен пӗлтерӗшӗ те курӑмлӑ.
«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21
Пӗтӗмӗшле илсен вара, кун пек мероприятисенче ачасен чирлесе ларма вӑхӑт ҫук, вӗсем вӑрман хӗрринче ирттерекен кашни сехетпе туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ, — уҫать шухӑшне шурӑ халатлӑ ӗҫчен.
Юратнӑ ӗҫре – 40 ҫул ытла // Н.КАЛАШНИКОВА. Каҫал ен, 2019.06.14, http://kasalen.ru/2019/06/14/%d1%8e%d1%80%d0%b0%d1%82%d0%bda-ec%d1%80%d0%b5-40-c%d1%83%d0%bb-%d1%8b%d1%82%d0%bb%d0%b0/
Ҫавна май ҫивӗч ыйтӑва ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлӑва ӗҫсене вӑхӑтра пурнӑҫлайман строительство компанийӗсен пуҫлӑхӗсене чӗнсех сӳтсе яврӗҫ.
Ҫынсем хваттер кӗтеҫҫӗ — кӗтсе илеймеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2017.11.20
Мӗншӗн Ҫӗпрел районӗнче Сабантуй ирттерекен ялсем ӑҫтан укҫа тупса ӑна мӗнле тӑккаланине тӗрӗслемеҫҫӗ?
Ҫӗпрел Акатуйӗ мӗншӗн Саплӑкран тарнӑ? // Илья Туманов. «Сувар», 2019.06.07
Вӑл тӳрех вырӑнти халӑх вӑйӗпе, хастарлӑхӗпе туса ирттерекен ӗҫсене асӑнчӗ.
Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07
Вӑл улшӑнас тӗллев лартмасан ҫӗршывра, республикӑра ирттерекен пӗр мероприяти те кӑтартупа савӑнтараймасть.
Телейлӗ пурнӑҫ никӗсӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2814-tel ... purn-nik-s
Халь ирттерекен чӑвашлӑх йӑли-йӗркине упракан уявсен ҫимӗҫне эпир тепӗр 10-15 ҫултан тата та лайӑх туйса илӗпӗр.
Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе // Ермакова Надежда. https://chuvash.org/blogs/comments/4784.html
Чӳк уйӑхӗн виҫҫӗмӗшӗнче Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотекинче пысӑк уяв иртрӗ: Чӑваш кӗнеке издательствипе «Тантӑш» хаҫат редакцийӗ ҫулсеренех ирттерекен «Чӑваш кӗнеки. Пултаруллӑ ҫамрӑксем» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ.
«Чӑваш кӗнеки. Пултаруллӑ ҫамрӑксем» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ // О. Иванова. «Ял пурнӑҫӗ», 2015.11.17
Ку документра уголовлӑ айӑплав вӑхӑтне ирттерекен ултӑ студент вӗрентӳ программине пурнӑҫланине кӑтартни чӑнлӑхпа килӗшсе тӑмасть.
Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16
Шупашкар районӗнчи Толикасси ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ учрежденире айӑплав вӑхӑтне ирттерекен 6 ҫынна кунта куҫӑн мар майпа пӗлӳ пама Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗн вӗренекенӗсен шутне кӗртнӗ.
Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16