Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

иртет (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав ачасене пӑхса тӑнӑ май курман та, ман умранах хамӑрӑн улттӑмӗш класра вӗренекен Плаки иртет.

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ҫӗрле юр тӑманӗ ахӑрашса тулашса иртет те, ирхине, ҫанталӑк лӑплансан, ҫенӗк алӑкӗсене аран-аран уҫкаласа картишне тухаҫҫӗ хӗрарӑмсем.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шалун хыҫҫӑн шалун иртет, тет.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫитменнине тата, пурте Ҫимунсен ҫурчӗ таврашӗнче пулса иртет.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Авӑнчӑк хура куҫ харшиллӗ, чӑмӑр питлӗскер, утнӑ чух ҫил пек вӑштӑр-татса иртет, йӑл кулса илет, тарӑн куҫӗсенче вӑрттӑн кӑвар, чӗре кӑварӗ, йӑлкӑшса ҫиҫет.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пысӑк ялсенчен пӑрӑнса иртет, пӗчӗк ялсене кӗркелесе, ҫӗрулми е ҫӑкӑр татӑкӗ тупкалать.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫав йӗр ҫамки урлах иртет.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫул ик енче куҫа курӑнакан сӑнсем улшӑнса пынӑ май, унӑн пуҫӗнче темле шухӑш та вӗҫе-вӗҫе иртет — тӳпери пӗлӗт пекех.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр-пӗр пӗлӗт купи хӗвеле хуплама пӑхать те, урана пӗҫертекен тусанлӑ ҫул ик айккипе, саралнӑ хир тӑрӑх, шупка мӗлке вӑраххӑн та шухӑшлӑн шуса иртет.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппан, урам хушшинче ҫынпа тӗл пулсан, ӑна яланах ӑшшӑн саламласа иртет, хаваспах калаҫӑва хутшӑнать.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫыннӑн пурнӑҫӗнче тем те пулса иртет.

Помоги переводом

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Пӗрре аттерен эпӗ: «Мӗншӗн ҫапла пулса иртет?» — терӗм те, атте: «Вӑрҫа пула», — тесе ирттерсе ячӗ.

Помоги переводом

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Служба иртет, стройка обӳекчӗн кӳлепи те ӳссех пырать.

Помоги переводом

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Экзаменӗ питӗ ҫирӗп йӗркепе иртет.

Помоги переводом

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Каппайлансах кайрӑм: республикӑра мӗн пулса иртет, ҫав ӗҫсене эпӗ туса пыратӑп тейӗн.

Помоги переводом

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Пӗтӗмӗшле илсен, ҫамрӑксен каҫхи вӑййи-кулли ҫапларах иртет.

Помоги переводом

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Каҫхи вӑйӑкулӑ яланхиллех хӑй еккипе иртет: хӗрсем ытларах кӗвӗ ҫеммипе киленсе ташлаҫҫӗ, йӗкӗтсем вара ушкӑнӑн-ушкӑнӑн кӗпӗрленсе тӑрса тӗрлӗ темӑпа калаҫу ҫӑмхине сӳтеҫҫӗ.

Помоги переводом

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ҫапах фондӑн тӗп спонсорӗсем, Юрий Михайлович шучӗпе, ахаль ҫынсем — ачасене пулӑшма укҫа панӑ граждансен йышӗ 10 пин ҫынран та иртет.

Помоги переводом

Ҫынсем — тӗп спонсорсем // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cynsem-tep-sponsorsem

Асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн ял хуҫалӑх литературин уйӑхлӑхӗ те иртет.

Помоги переводом

Ял хӑвачӗ — туслӑхпа ӗҫченлӗхре // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/15/%d1%8f%d0% ... %80%d0%b5/

Тӗрмере вара пурнӑҫ хӑйӗн яланхи юхӑмӗпе-юрттипе, ӑна никам та хирӗҫлеме, никам та улӑштарма пултарайман йӗркепе иртет.

Помоги переводом

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней