Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унта эпӗ Женя ҫинчен вырӑсла юрӑ юрласа патӑм: «Стоит средь лесов деревенька, жила там когда-то девчонка, жила там когда-то девчонка, девчонка по имени Женька».
Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/
Иккӗленни, имени сирӗн ӗҫлӗ ҫын тата профессионал сӑн-ҫапатне пӗтерет.
52-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Борис Иванович Лупин сын Горбатов… от имени… пожаловал есмы оною шертною грамотою… чуваша и горни черемиса…
5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Мӗн те пулин тӗпчесе пӗлес тесен, фуражирсем ҫине кӗтмен ҫӗртенех пырса тапӑнас пулсан, шуррисем хуралласа сыхлакан помещик имени патне систермесӗр вӑрттӑн йӑпшӑнса пырас тесен — Федя яланах меллӗ ҫул тунса, кукӑр ҫырмасем тӑрӑх хыҫалтан пырса тухма пултарать.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Унта ман аттен пысӑках мар имени пурччӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хам ҫак ҫула ҫитнине, хамӑн сывлӑх начарланса пынине тата хам урӑх имени илме пултарайманнине пӗлсе тӑракан ватӑлнӑ кун-ҫулӑма чухӑн пурнӑҫпа тертленсе ирттересрен, ҫамрӑк чухнехи ӗҫӗмсемпе суранланнисем харама каяссинчен хӑратӑп; ҫак кичем шухӑш мана халсӑрлатса, пӗр ӗҫе те пултарайми туса хурать…
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Хресченсем пире ҫав имени управляющийӗ ҫинчен жалобӑсем паратчӗҫ.
Тискер «йӗрке» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Льгова вӑл илнӗ, Афанасий Нефедыч илнӗ вӗт, Сергей Сергеича имени ашшӗнчен тӑрса юлчӗ.Льгов-то он купил, Афанасий Нефедыч купил, а Сергею Сергеичу именье-то по наследствию досталось.
Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.
Вара улпутсем урӑх вырӑна куҫрӗҫ; имени пушанса юлчӗ.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Вӑл самаях пысӑк; ку пӳлӗм ҫынсене йышӑнмалли вырӑн е ахаль пуш пӳлӗм пулса тӑрать пулмалла; унта пӗрене патӗнче тӗрлӗ майлӑ ларакан салтаксем, тарҫӑсем, йытӑ пӑхакансемпе эрех ӑсакансем, ҫарта служить тӑвакан е имени тытса пурӑнакан вельможа полякӑн чапне кӑтартма кирлӗ ытти работниксем те туллиех.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
— Имени пур та, пӗлни ҫук!
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗр план тӑрӑх пире Мускавра университетра хӑвармалла та хӑйӗн Любӑпа пӗрле икӗ ҫуллӑха Италие каймалла, тепӗр план тӑрӑх Крым кӑнтӑр ҫыранӗ хӗрринче имени туянмалла та ҫуллахи вӑхӑтра ҫулсерен унта каймалла, виҫҫӗмӗш план тӑрӑх пӗтӗм ҫемьепе Петербурга куҫмалла т. ыт. те.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн пурлӑхӗ ӳссех пырать, Наташа Хабаровкине, унта эпир сирӗнпе авал чухне театрта выляттӑмӑрччӗ, эпӗ хамӑн пилӗк пӳрнене пӗлнӗ пекех пӗлсе тӑратӑп, — питӗ чаплӑ имени! вӑл яланах пысӑк тупӑш пама тивӗҫлӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пирӗн имени ҫав тери сарӑлса кайрӗ, халь ӗнтӗ пире хӳме мар, пирӗн паталла пур енчен те ӳссе килнӗ ҫӳлӗ хырсемпе хурӑнсем хураллаҫҫӗ.
7 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хӑй ҫав тери хыткукар пулнӑ пулин те, имени енӗпе лайӑххӑн тӑрӑшман, хӑш-пӗр чух кӑна, ним сӑлтавсӑрах, морякӑн управленине вӑркӑнса пырса кӗнӗ, пурне те ҫав тери хӑратса чӗтретнӗ, ҫамкасене хыртарнӑ, хӗнеттернӗ, хӑй килне илсе пынӑ, пачах та кирлӗ мар ӗҫсем ӗҫлеттерсе тӑна кӑларнӑ: лере ҫӗнӗ ҫул тума хушать, унта сарайне пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре куҫарттарать…
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
«Имени управляющийӗ пулас енпе частнӑй служба шырама шутлатӑп», — тенӗ ӑна хирӗҫ моряк.«Искать частной службы, по части управления имением», — отвечал моряк.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Пиччӗшӗ вилни ҫинчен пӗлсен, Лев Степанович хӑй хуйхӑрнӑ малтанхи минутсенче вилнӗ ҫын авланнине, унтан ывӑлӗ саккунлӑ пулнине пӑрахӑҫа кӑларма пикеннӗ, анчах та Акулина Андреевна хӑйӗн упӑшки пурӑннӑ чухнех пур ӗҫсене малтанах туса хунине, пурлӑхӗн ҫиччӗмӗш пайне ӑна епле пулсан та памаллах пулассине, ывӑлне те имени уйӑрса памалла тивнине, кунсӑр пуҫне тата протори тӳлемелле пулассине уҫҫӑнах курнӑ.
III // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Манӑн пӗр тус, кӳршӗри имени хуҫи пурччӗ, ҫавӑн пекех шутсӑр кӗвӗҫекенскерччӗ; вӑл хӑйӗн арӑмӗ патне такам ҫырнӑ ҫырӑва, ҫитменнине, тӳрех ӑнланмалла ҫырӑва тытса илнӗччӗ; калама ҫук тарӑхса, вӑл малтанах арӑмне ашшӗ ачисене хӗнесе ӑс кӗртнӗ пекех тунӑ, унтан хӑйӗн ҫуртӗнче пурӑнакан крепостной хӗрсене те пурне те хӗненӗ, лакея салтака тытса панӑ, кайран арӑмӗпе мирлешнӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Хулпуҫҫийӗсем ҫине трубкӑсем ҫакнӑ минометчиксем имени патӗнчен иртсе пыраҫҫӗ, Сагайда, тамӑкран чӗррӗн хӑтӑлса юлнӑ пек, вӗсене хирӗҫ тухрӗ.
XXX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ишӗлтернӗ имени, ҫак снарядсем кӑшласа пӗтернӗ ҫурт вӗсен хыҫӗнче манмалла мар ҫапӑҫу эпизочӗ пек кӑна тӑрса юлаҫҫӗ.
XXIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.