Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илтӗнчӗ (тĕпĕ: илтӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йывӑҫ кӗпер урлӑ каҫатпӑр, унччен те пулмарӗ, кая юлнӑ Верук сасси илтӗнчӗ: «Пулӑшӑр! Ура тухмасть!»

Помоги переводом

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

— Эс ҫывӑрса кайнӑ-и-мӗн? — илтӗнчӗ аппа сасси.

Помоги переводом

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Шкулта ачасене политикӑна ӑнлантарни ак мӗн туса хучӗ, — илтӗнчӗ каллех учитель сасси.

Помоги переводом

Вырӑс учитель // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, «шӑмпӑр-р-р!» сасӑ илтӗнчӗ: пӗве Сашӑна ҫапла хавхаллӑн, хапӑлласа «ытамлани» палӑрчӗ.

Помоги переводом

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

— Районти милици уйрӑмӗ итлет, — илтӗнчӗ кӗпҫере.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Халех! — илтӗнчӗ ҫак вӑхӑтра ҫывӑхрах.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Учительница татах тем каласшӑнччӗ, ҫак вӑхӑтра пирӗн пӳлӗм алӑкне ҫемҫен шаккани илтӗнчӗ, унтан, пашка-пашка, хыпӑнса, пӳлӗме хӑйӗн паян ҫырнӑ экзамен ӗҫне ик сехет каяллах парса хӑварнӑ, ҫан-ҫурӑмне ҫӑт-ҫӑт тытакан шурӑ блузка, кӑвак юбка тӑхӑннӑ тӑпӑл-тӑпӑл хӗрача — Милосердина Людмила — кӗрсе тӑчӗ, вӑл, сывлӑш тӑруках ҫавӑрса яраймасӑр, пӗр авӑк инкек «пӑрӗ ларнӑ» куҫӗсемпе пире курса-курмасӑр сӑмахне тӳрех пуҫлаймарӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Халӗ ӗнтӗ «кӗрхи чалланнӑ вӑрман» паҫӑрхинчен те чурӑсрах, кӑрарах кашласа кайрӗ, унтан харӑсах упа мӗкӗрни те, кашкӑр улани те, мулкач кӑвакал нартлатнӑ пек ҫухӑрашкалани те, карӑк качлатни те, тӑмана ӳхлени те илтӗнчӗ, тейӗн.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ак офис алӑкӗн ҫӑра шӑтӑкӗнче шӑкӑртаттарнӑ-чӑнкӑртаттарнӑ сасӑ илтӗнчӗ, хыҫҫӑнах алӑк, кӗсье вӑррилле ытла та вӑрттӑн, йӑпӑлтилле ҫемҫен, шӑппӑн уҫӑлчӗ, унтан ӑррӑн-тӑррӑн пӑхкаласа, ун-кун куҫ ывӑткаласа, пӗрин хыҫҫӑн тепри виҫӗ ҫамрӑк каччӑ тухрӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Хула енчен каллех пӑшал шартлатни илтӗнчӗ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Отдать швартовы! — илтӗнчӗ капитан рубкинченех.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ӑсатакансене пӑрахутран тухма ыйтатпӑр, — илтӗнчӗ ҫак вӑхӑтра капитан рубкинчен.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫак вӑхӑтра таҫта катара, хула енче, пӑшал шарт! шартлатни илтӗнчӗ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫак вӑхӑтра пусма картлашкисем сӗрмен урапа кустӑрмисем пек чӗриклетни-чӑкӑртатни илтӗнчӗ, хыҫҫӑнах пӳлӗме элес-мелес тапчам кӗлеткеллӗ, вар ӳтлӗ, ватӑ хурама хуппи пек ҫуркаланчӑк сӑн-питлӗ, лашман сӑмсаллӑ вӑтам ҫулсенчи арҫын йӑтӑнса кӗрсе тӑчӗ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Вӑйкӑнса-кастарса пынӑҫемӗн сылтӑм енче каллех тем чӑштӑр-чӑштӑр туни илтӗнчӗ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫак йывӑҫсен айӗнче чӑштӑр-чӑштӑр, кӑшӑл-кӑшӑл туни илтӗнчӗ, анчах анчӑк кӑлпасси татӑкӗ патне ҫывхарни курӑнмарӗ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

«Кресло ҫумӗнчи пиҫиххисемпе ҫыхӑнӑр!» — илтӗнчӗ салонри радиопа стюардессӑн чӑнкӑр-чӑнкӑр ешӗл сасси.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Ҫитет! — илтӗнчӗ кӑштахран сылтӑм енчен мӑнаҫлӑ, ҫирӗп сасӑ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Таҫта «ӳ-ӳ-ӳ-ӳх!» сасӑ илтӗнчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак вӑхӑтра лере, ҫӳлте, умри ҫыран енче, чӑштӑр-чӑштӑр туни илтӗнчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней