Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илтӗнменпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тимӗрҫӗ лаҫҫинче кӑна Моломан аппаланать пулмалла, анчах вӑл ӗҫлени те илтӗнменпе пӗрех.

Лишь в кузнице возился, вероятно, Моломан, но и его почти не было слышно.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чӗре таппи илтӗнменпе пӗрехчӗ, сывлас вырӑнне чарӑна-чарӑна хӑрлататчӗ кӑна…

Помоги переводом

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Халӗ ӗнтӗ шӑл йӗрсе кӑшкӑрашкаланисемпе шӳт тунисем илтӗнменпе пӗрех.

Теперь уже почти не было слышно 'Насмешливых выкриков и шуток.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Епле тӗлӗнмелле пулсан та, шалти шав тул енче илтӗнменпе пӗрех.

Как ни странно, снаружи почти не было слышно отголосков боя.

IX. Улӑпсем гигантсене хирӗҫ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Гондолӑсем хӑйсен пӗчӗккӗ хӗрлӗ ҫутисемпе унчченхинчен те хӑвӑртрах ишнӗн туйӑнаҫҫӗ; анланса илмелле мар йӑлтӑртатаҫҫӗ вӗсен хурса кӗсменӗсем — ӑнланса илмелле маррӑн хӑпарса анаҫҫӗ кӗсменсем, кӗмӗл пулӑсем пек курӑнса чӑмпӑлтатакан шыв пайӑркисем ҫийӗн; унта та кунта та гондольерсем кӗскен, шӑппӑн кӑшкӑрни илтӗнет (халь весӗм нихҫан та юрламаҫҫӗ); ытти сасӑсем илтӗнменпе пӗрех.

Гондолы с своими маленькими красными огонечками, казалось, еще неслышнее и быстрее бежали; таинственно блистали их стальные гребни, таинственно вздымались и опускались весла над серебряными рыбками возмущенной струи; там, сям коротко и негромко восклицали гондольеры (они теперь никогда не поют), других звуков почти не было слышно.

XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней