Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илтмест (тĕпĕ: илт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑлах Эрнюк ашшӗн, ҫӗртен иртнӗ Сатайӑн, хӑлхи те илтмест, куҫӗ те курмасть, хӑй те ҫӗрӗк тунката пек кӑна ӗнтӗ, тӗкӗннипех саланса каймалла, ҫапах вӑл та Ухтиван еннелле ҫаврӑннӑ.

Даже глухой и слепой, как пень, отец Эрнюка, древний старец Садай, которому перевалило за сто, невидяще уставился на Ухтивана.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗр илтмест.

Дочь не слышит.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑна курмасть Ишут, илтмест: Этемлӗхне сӳнтернӗ пилӗ — Ун ҫурӑмне халь тар витмест, Сурмасть ӗҫ хыҫҫӑн алӑ, пилӗк.

Помоги переводом

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ишут илтмест, курмасть ним урӑх.

Помоги переводом

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Укахви ун сӑмахӗсене пӗрремӗш хут кӑна илтмест, ҫавӑнпа та кулса: — Кам сухалӗ пек пулнӑ тетӗн-ха эсӗ вир пуҫӗсене? — тесе юптарса ыйтать.

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫавӑнпа вӑл тӗл пулнӑ чух хӑех ыйтса пӗлес терӗ, — вӑрҫсан вӑрҫать, Сехре ҫын вӑрҫнине пӗрремӗш хут илтмест.

Помоги переводом

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑна Михала пӗрремӗш хут кӑна илтмест.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Илтмест мар, илтет патша, ун ҫывӑх ҫыннисем хушшинче Максим Грек III Василие юратман боярсемпе ҫыхланса кайни ҫинчен калаҫаҫҫӗ.

Помоги переводом

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Миравай кӑшкӑрнине те илтмест

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Миҫе ӗмӗр хушши чӑваш халӑхӗ сӑрнайпа кӗсле тӗнкӗлтетнинчен урӑх нимӗн те илтмест.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Сан хӑлху илтмест, атте.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Несть бо власти, аще не от бога» — ҫак турӑ сӑмахӗсене мӗн ачаранах хура халӑха вӗрентмелле, анчах вӑл ун ҫинчен никамран та илтмест те, ҫавӑнпа пӗлмест те…

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӑлхи унӑн илтмест, каланине ӑнланмасть.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Джесси ӑнӗ янкӑр уҫӑ; сӑнарланакан ҫак лару-тӑрура вӑл Моргианӑна курать пек туйӑнать, анчах аппӑшӗ мӗн каланине те, хӑй мӗн хуравланине те пачах та ӑнкармасть, илтмест.

Джесси очнулась; казалось ей, что в этом неописуемом состоянии она уже видела Моргиану, но не могла представить ни сказанного сестрой, ни что сказала сама.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Анчах вӑл «ҫӑлӑнӑҫ» сӑмах илтмест.

Но слова «спасение» он не услышал.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Илемпи илтмест.

Помоги переводом

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

— Мӗнле-ха капла — курмасть те, илтмест те?

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Вӑрман кайӑкӗсенчен чи сисӗмлӗскер, халь вӑл нимӗн те илтмест, нимӗн те курмасть.

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Горн ӑна илтмест, вӑл вилӗм евӗрлӗ тарӑн ыйхӑра; ҫак ыйхӑ — ҫӗрӗн, терт-асап патшалӑхӗн, чӑн-чӑн телейӗ.

Горн не слышал его, он спал глубоким, похожим на смерть, сном — истинное счастье земли, царства пыток.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Поп ыйтӑва илтмест тейӗн, вара эпӗ те ҫав япала ҫинчен калаҫам мар тесе тупа турӑм.

Поп сделал вид, что не слышал вопроса, и я дал себе клятву не спрашивать об этом предмете.

XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней