Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илтетӗп (тĕпĕ: илт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана самаях йӑмшахлатнӑ чир ҫак влаҫа та кӑштах вӑйсӑрлатнӑ паллах, анчах эпӗ тепӗр чухне, чунра, унӑн хурҫӑлла куҫӑмне ҫав-ҫавах илтетӗп, вӑл хӑй ҫухалас йӳтӗмӗ ҫуккине пӗлтерет.

Эта власть несколько ослабела благодаря острой болезни, но я все еще слышал иногда, в душе, ее стальное движение, не обещающее исчезнуть.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ лаша чӗрнисем янӑравлӑн та ҫирӗппӗн чӑнклатнине, ҫулҫӑсем пиҫҫӗн ҫатӑртатнине, кайӑк таса та харсӑр сасӑпа кӑшкӑрнине илтетӗп.

Я слышал, что копыто стучит звонко и крепко, что ветви трещат упруго, что птица кричит чистым, задорным голосом.

VII. Таврӑну // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Патронсене ҫума-ҫумӑн хунӑ май ҫынсен уттин хытӑ тӗнкӗртетӗвне, чанклатӑва, чӑшӑлтатӑва, ӑнланмалла мар тӑсӑк шавпа аякри калаҫӑва-мӑкӑртатӑва илтетӗп.

Я слышал, закладывая патроны, глухой ропот шагов, позвякивание, шорохи, неопределенный протяжный шум и смутные голоса.

VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Эпӗ унӑн сывлавне тата хамӑн сывлава уҫӑмлӑн илтетӗп, — ҫакна ахаль чухне асӑрхамастӑн; ҫак сывлав талпӑнма чӗнекен какӑр евӗр ӗненмелле янӑрать.

Я явственно слышал его и свое дыхание, чего в обычное время не замечаешь, и дыхание это звучало убедительно, как рожок, играющий наступление.

VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Питех те вӑйсӑррӑн, хӑлхара янӑранӑн — инҫетри тӗлӗнмеллерех сасӑсене илтетӗп те, тимлӗхе кӑштах хухтаратӑп та — уҫӑмлах мар ҫак сасӑ мӗлкисем кӑварсен ҫатӑртатӑвне е тӑкӑнакан тӑпра чашӑлтатӑвне куҫаҫҫӗ.

Казалось, что очень слабо, похоже на звон в ушах, различаю я далекие и странные звуки, но стоило ослабить внимание, как эти смутные звуковые призраки переходили в потрескивание углей или шелест осыпающейся земли.

V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Мана каллех Молли капӑр халӑх умне кӗтмен ҫӗртен тухса тӑнине куратӑп пек, тата вӑл татӑкӑн-татӑкӑн калакан сӑмахсене илтетӗп пек туйӑнать:

Казалось мне, что я опять вижу внезапное появление Молли перед нарядной толпой и слышу ее прерывистые слова:

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Кулнине, кӑшкӑрашнине, пӑшӑлтатнине илтетӗп, куҫӑмсене хупсанах ҫак сехетсен тӑршшӗнче умӑмра мӗлтлетсе иртнӗ сӑн-питсен мӗлтлетӗвне путрӑм.

Я слышал смех, восклицания, шепот и, закрыв глаза, погрузился в мелькание лиц, прошедших передо мной за эти часы…

XX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Шучӗпе виҫҫӗмӗш залран иртсен, — ҫухалакан мӗлкесем курӑнкалаҫҫӗ тепӗр чух е инҫетре ҫын утнӑ сасӑсене илтетӗп, — ҫула Поп пӳлчӗ.

Когда я проходил третью по счету залу, замечая иногда удаляющуюся тень или слыша далеко от себя звуки шагов, — дорогу пересек Поп.

XIX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫак ыйтӑва илтсен пурте шурса кайрӗҫ, тен, «илтетӗп» тесе каласса кӗтрӗҫ, ҫакӑн хыҫҫӑн вара аптӑраса ӳкесси паллах.

Все побледнели при этом вопросе, ожидая, может быть, потрясающего «да», после чего могло наступить смятение.

XIV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эх, Санди, Санди капитан, сана «Эпӗ пӗтӗмпех пӗлетӗп» тесе мар, «Эпӗ пӗтӗмпех илтетӗп» тесе чӗнмелле ахӑр!

Эх, Санди, капитан Санди, тебя нужно бы прозвать не «Я все знаю», а «Я все слышу!»

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Пӗр вӑхӑт сӑнӗ мӗн пур вӑйӑмпа туртӑнчӗ те — малтанхи пекех пӗр шайлӑ, тарӑн сасса илтетӗп.

На один момент его лицо осунулось от усилия, которое сделал он над собой, и я услышал тот же ровный, глубокий голос:

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эрех ӗҫрӗм те — ман ҫине тӗттӗмре ишӗлсе аннӑ ыйхӑ тӗлӗшпе пӳлӗмрисем мӗн калаҫнине пӗтӗмпех ӑнланаймастӑп, Дюрок сӑмахӗсене уҫӑмсӑррӑн илтетӗп:

Я выпил вино, во тьме свалившегося на меня сна еще не успев разобрать, как Дюрок сказал:

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эпӗ унӑн сӑмахӗсене илтетӗп, анчах ӑнланмастӑп.

Я слышал ее слова, но не понял.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӗсем мӗн калаҫнине илтетӗп, акӑ тимлӗрех тӑнлама пикентӗм, мӗншӗн тесен калаҫу темӗнле ҫурт пирки пырать, — унта урай таса кӗмӗлтен имӗш; юмахри капӑрлӑх, ҫӗр ай ҫулӗсемпе унашкал ытти тем те пӗр ҫинчен шапӑлтатаҫҫӗ.

Я слышал, что они говорят, и стал прислушиваться внимательнее, так как разговор шел о каком-то доме, где полы из чистого серебра, о сказочной роскоши, подземных ходах и многом подобном.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Эпӗ илтетӗп… кам ҫӳрет-ха аялта, тетӗп.

— А я слушаю… кто это внизу ходит?

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Эпӗ унпа уйрӑммӑн калаҫрӑм, анчах пӳлӗмӗн тачӑ хупман алӑкӗнчен аванах илтетӗп: йӑмӑкӑм Синтия Элие сада уҫӑлмашкӑн тухма чӗнет.

Я уединился с ним, но сквозь неплотно притворенную дверь кабинета слышал, как моя сестра Синтия предложила Эли прогуляться в саду.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.

Вӑйран ӳкнӗ Тергенс та аякран шӑппӑн чӗнет: «Ӗҫетӗп… Илтетӗп… Питӗ чаплӑ ӗҫ!».

Даже обессилевший Тергенс тихо отозвался издали: «Пью. Слышу… Превосходное дело!»

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Эпӗ вӑл утнӑ сасса илтетӗп!».

Я слышу его шаги!»

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Илтетӗп, ывӑлӑм, — йӳҫҫӗн хуравларӗ Франк.

— Слышу, сын, — едко ответил Франк.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Акӑ тинех вӑл вилнисен тӗнчин вӑрттӑн тӗпсӗрлӗхӗнче ирӗлсе ҫухалать; эпӗ вара ҫаплах илтетӗп:

Когда он, наконец, скрывается, растаяв в таинственной бездне загробных ужасов, я все еще слышу:

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней