Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илтерекен (тĕпĕ: илтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта халӗ те чӑрӑш тӑрри, сӳсен, хӗрлӗ-кӗрен вӑрӑллӑ чӗкеҫ ути, ҫунса кайнӑ лампочкӑна аса илтерекен пуҫлӑ хӑлха ҫакки курӑкӗ ӳсеҫҫӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫул юппинче, ҫӳллӗ юпасем ҫинче, кӑвакарчӑн читлӗхне аса илтерекен пӗчӗк ҫурт сенкер кантӑкӗсене ҫутатса ларать.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

1940-50 ҫулсенче ача пулнӑ ҫынсен пӳрнисем ҫинче кашнинех тенӗ пек ҫурлапа кастарнӑ вырӑнсене аса илтерекен ҫӗвӗсем юлнӑ.

Помоги переводом

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Эпӗ шӑп та шай сире аса илтерекен сӑнар тупма тӑрӑшӑп.

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ку — хумлӑ-хумлӑ хӗрӗллӗ, сарлака тӗплӗ пысӑк хурана аса илтерекен айлӑм вырӑн.

Помоги переводом

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Ҫӑка хуппине аса илтерекен хӑмӑр ҫӳҫне типтерлӗн тураса ҫивӗтленӗ.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Авӑн уйӑхӗн иккӗмӗш ҫурринче ҫуллахи вӑхӑта аса илтерекен уяр та ӑшӑ ҫанталӑк тӑчӗ.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ун пеккисем ӑҫта ҫуралнӑ, ҫавӑнтах — упа шӑтӑкне аса илтерекен ялтах — ҫӗреҫҫӗ.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Шурӑ тутӑр хӗрри сасартӑк ҫӳлерех йӑтӑнчӗ те, Герасим Федотович ҫине сирень ҫеҫкине аса илтерекен сенкер куҫсем тӑрӑнчӗҫ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Шурӑ упана аса илтерекен ҫынсем ҫул айккинчи тарӑн юр ҫине кӗрсе тӑчӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Аякранах йӑлтӑртатса ларакан мунча та, тем мӑнӑш тӗкӗре аса илтерекен илемлӗ кӳлӗ те, техӗмлӗ пулӑ шӑрши те тытса чараймарӗ хӑнасене.

Помоги переводом

Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.

Паллах, вӗсен хушшинче сӑмах вылятса ҫӑвара мӗн килнине перекен те, сывпуллашу салтак юрри юхтаракан-сӑрӑхтаракан та, купӑс сӗвелекен те, ун кӗввипе пӗр килтерсе, шартлаттарса алӑ ҫупса, хоп-хоп тутарса, ура тупанӗнчен хӗлхем сирпӗтсе, ура куклетсе, ал тутри вӗҫтерсе тӑкӑртаттарса трепак е урӑх ташша илтерекен те пур.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫавра ҫӑкӑра аса илтерекен пичӗ пӑчӑпа хавшанӑ кивӗ ҫӗрулми пек керченӗ, кӑтрарах хура ҫӳҫне пӑчӑр-пӑчӑр «кӗл сапӑннӑ».

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ула Тимӗр, шалкӑм ҫапнӑ пек хытса, халь-халь сиксе тухса кусса каясла куҫне сылтӑмалла сиктерчӗ — инҫех те мар, лапамлӑ вырӑнта, ӗнчӗ ҫӳҫеллӗ чатӑр айӗнче, акӑш-макӑш кӗмсӗркке, хыҫлӑ кӑнттам пукан ҫинче, хӗрлӗ шӑна кӑмпине аса илтерекен, Турӑ ҫинелле хаяррӑн чалӑштарнӑ шӗл кӑвар куҫлӑ, вун виҫӗ йӳплӗ, шӗвӗр вӗҫлӗ армак-чармак мӑйракаллӑ, лӑпсӑр-лӑпсӑр сӑсар ҫӑмлӑ, элттем-шелттем хапи-масиллӗ сехре хӑпартмӑш ларать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Лишайника аса илтерекен тарӑнрах хытнӑ куҫӗсенче те вут-хӗмлӗ яшлӑх ялтӑравӗ тӑмӑчах палӑрмасть.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫулсем иртнӗ май ҫамрӑклӑха ыррӑн аса илтерекен асамлӑ тӗлӗк, — пурнӑҫра хура-шурӑ курнӑ ҫын евӗрех калаҫрӗ вӑл.

Помоги переводом

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Хӗл мучие аса илтерекен шап-шурӑ вӑрӑм сухалӗ ват ҫынна хӑйне евӗр илем кӳрет.

Помоги переводом

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Асамлӑ, ачалӑха аса илтерекен, ҫамрӑклӑха чӗнекен, илӗртӳллӗ, юмахри каҫ.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫавӑнпа хӗвеле аса илтерекен сарӑ чечек тата та хаклӑрах.

Помоги переводом

Сарӑ чечек // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 82-83 с.

Ҫыр хӗррипе унта та кунта йывӑр сейфсене аса илтерекен тимӗр шкафсем курӑнаҫҫӗ, юпасем ҫумне кимӗсене сӑнчӑрсемпе кӑкарнӑ.

Помоги переводом

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней