Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илнишӗн (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Марья Кириловна нимӗн шухӑшласа тӑраймасӑрах ҫырӑва илчӗ, ҫав самантрах тата ӑна илнишӗн ӳкӗнчӗ те.

Марья Кириловна, не успев одуматься, приняла ее и раскаялась в ту же минуту.

XII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

- Ӗҫлемелле, умри ӗҫе чуна парса пурнӑҫламалла, юратса тунӑ ӗҫ ӗмӗре тӑсать, ҫамрӑклӑха упрать, ыранхи куна шанса пурӑнма пулӑшать, - терӗ ялти пурнӑҫа суйласа илнишӗн хӑй мӗн шутланипе кӑсӑклансан Вера Николаевнаӗ 5 ачаллӑ ҫемьере ялта ҫуралса ӳснӗскер, вӑл мӗн пӗчӗкрен килти хушма хуҫалӑхри ӗҫпе туслӑ ӳснӗ.

Помоги переводом

Юратать вӑл ялта пурӑнма // А. БЕЛОВ. http://www.zp21rus.ru/tvoi-lyudi-rajon/4 ... ta-pur-nma

Хакне вӗсенче икӗ хут пысӑкрах лартӑттӑм та, анчах лартса ҫеҫ илсе ҫӳреме ирӗк памалла тунӑ пулӑттӑм (тӑрса пыма чармалла; ытларах ҫын илнишӗн — пысӑк штраф тӳлеттермелле).

Цены в них поднял бы в два раза, но разрешил бы возить только сидя (надо запретить езду стоя; а если берут больше людей - заставить платить большие штрафы).

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0

С.Г.Еникеев профессорӑн сӑмахӗсем аса килчӗҫ вара: «Институт пӗтерни эсир чӑн-чӑн агроном пулнине пӗлтермест-ха. Пысӑк тухӑҫ туса илнишӗн пӗрре кӑна мар хӗпӗртесен е тырпула нушаллӑ пухса кӗртнишӗн чӗрене ыраттарсан тин чӑн-чӑн агроном пулатӑн», - тетчӗ вӑл.

Помоги переводом

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Хӑй мӗн суйласа илнишӗн хӑйне айӑпламан ҫын телейлӗ.

Блажен, кто не осуждает себя в том, что избирает.

Рим 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Эй Иерусалим, ҫӗклен, ҫӳле тӑр, тухӑҫ еннелле ҫаврӑн, ачусене кур: вӗсем Святой сӑмахӗпе анӑҫран пуҫласа тухӑҫа ҫити пуҫтарӑннӑ, вӗсем хӑйсене Турӑ аса илнишӗн савӑнаҫҫӗ.

5. Встань, Иерусалим, и стань на высоте, и обратись на восток, и посмотри на детей твоих, собранных от запада солнца до востока словом Святаго, радующихся о Божием воспоминании о них.

Вар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Анчах ҫакӑн хыҫҫӑн хӑй Саул тумтирӗн аркине касса илнишӗн Давидӑн чӗри ыратса кайнӑ.

6. Но после сего больно стало сердцу Давида, что он отрезал край от одежды Саула.

1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней