Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илмерӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуху вӗҫленичченех ун ҫинчен куҫне илмерӗ, унӑн вырӑнлӑ та илемлӗ хусканӑвӗсене сӑнаса, ӑна ытараймасӑр ларчӗ Тимуш.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Капла ыйтни Григориуна хытах тӗксе илни пулчӗ, ҫапах та Думитру каллех чӗнмерӗ, куҫ хупанкине те сиктерсе илмерӗ.

Помоги переводом

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Эппин, Сидоркин сӑлтавсӑр тӗртсе илмерӗ Григориуна.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ку пирӗн кил, — терӗ вӑл каҫару ыйтнӑ евӗрлӗ, хӑй хӗрача ҫыххине пама ҫаплах аса илмерӗ

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Пӗр йывӑҫ та, пӗр ҫулҫӑ та хускалса, чӑшӑлтатса илмерӗ, Шӑпчӑксен кати ыйхӑран, пӗчӗк ача пек тутлӑн карӑнса мар, ҫаплах, пӗр хускалмасӑр, тӳп-турӗ тӑрсах вӑранчӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Уҫланкӑпа пӗр мулкач йӑкӑлт-йӑкӑлт сиксе иртрӗ, ҫавна курсан, Аня хӑй те савӑннипе кӑштах сиккелесе илмерӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ман упӑшкана ҫавнашкал чыслама никам та аса илмерӗ.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ешӗл курӑк ҫине выртса юлнӑ шурӑ тутӑр ҫинчен вӗсенчен нихӑшӗ те аса илмерӗ.

Помоги переводом

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Кашкӑрсем, упасем, ҫӳлевӗҫсем килсе тухасси ҫинчен асне те илмерӗ вӑл.

Помоги переводом

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӑчавар ачин чӗри ыратса кайрӗ, вӑл чутах ахлатса илмерӗ, юрать-ха хӑйне вӑхӑтра тытса чарма ӗлкӗрчӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ҫав юланутҫи Пинер пуласса асне те илмерӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗлсултан кинемей — типсе хӑрнӑ шӑчӑ пекскер — Укаслӑва пӗрре пӑхма ӑшшӑнах те кӗтсе илмерӗ пек.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах тӗлӗнмелле: мана тусӑм, яланах шӳтлеме юратакан ентешӗм, тӳрех кӗтсе илмерӗ.

Помоги переводом

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ачи кӑтӑш пулсан, амӑшӗ пӗр тапхӑр ун ҫинчен куҫне илмерӗ, ывӑлӗн пуласлӑхӗ ӑна шиклентерчӗ.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кахалскер ун чухне тӗпӗнчи ҫӳп-ҫапа та тасатмарӗ, ӳкнӗ алсине те анса илмерӗ, шӑтӑка тимӗр ывсипе те витмерӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

Суймалли кун ҫинчен аса та илмерӗ, вӑт хӗрарӑм пулать! — варне тытсах кулчӗ Аркадий Кузьмич, хӑй те суйма пултарнишӗн савӑнса.

Помоги переводом

Сонек С... // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8–9 с.

Эрех кӗленчине тӗппи пушатсан, мӑштӑк-мӑштӑк мӑштӑклакаласа, хӑшӑл-хӑшӑл хӑшӑлтаткаласа, упи-супи сӑмахлакаласа, ҫаксем киле пуҫтарӑнчӗҫ, анчах нихӑшӗ те пуш кӗленчене, усӑ курнӑ стакансене, апат юлашкисене, пуҫтарса, ҫӳп-ҫап бакне кайса пӑрахас тивӗҫе пуҫа илмерӗ (пӳлӗмӗн сулахай енчи стени ҫине «У нас самообслуживание» тесе ҫырса ҫапнӑ).

Помоги переводом

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Ҫак вӑхӑтра Сима Тамара ҫинчен аса та илмерӗ, вӑл вӗҫӗм Авдей пирки шухӑшласа канӑҫсӑрланчӗ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫак кунсенче хӗр Миколӑна пӗрре те аса илмерӗ, ун пуҫӗнче пӗтӗмпех Авдей сӑнӗ хуҫаланчӗ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Те ытлашши йывӑр сӑмах илтсе чунӗ аманнӑран, хӗр тӑван килӗпе те сывпуллашма асне илмерӗ, каҫхи пушӑ урам тӑрӑх тӑвалла васкарӗ.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней