Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илет (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй чукун ҫул ҫинче ӗҫлекенсен тумне тӑхӑннӑ, хӳме хушӑкӗнчен сад пахчинелле пӑха-пӑха илет.

Помоги переводом

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Актайӗ Уринен шкул сумкине илет те кӗнекесемпе тетрадьсене туртса кӑларать.

Помоги переводом

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Музыка Актая та тыткӑнларӗ, ташлама тытӑнчӗ: йӑлт-йӑлт ҫавӑрӑнкалать, тапӑртаткаласа илет.

Помоги переводом

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Кӗҫӗн юлташӗсем ҫапла тӗпчени ӑна савӑнтарать, вӑл алли ҫитнӗ таран ачасене ыталаса илет те ахӑлтатсах кулать.

Помоги переводом

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

«Ивану урӑх арӑм илет, — тейӗ вӑл.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Елина аппи хӑй тепӗр чухне йӗплӗ чӗлхипе тӗрткелесе илет:

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пахча-ҫимӗҫӗ хӑйӗн нӳхрепӗнче ҫукран хуняшшӗсем еннелле пӑхкаласа илет, анчах Иван килсе кайнӑранпа вӗсем патне кӗрсе тухни пулман.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вырӑнӗ-вырӑнӗпе кӗрт хывса кайнӑ ҫулпа васкамасӑр утать вӑл, ҫанталӑк сивӗрен ҫӑм алсипе сӑмси тӑррине тыткаласа илет.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ӗлӗк те пурччӗ шалун начальникӗ, — сайралнӑ сухалне аллипе шӑлкаласа илет савӑнӑҫлӑ Хумкка, — пуйӑс хуҫи тенине пӗлтерет вӑл, амӑшӗ.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ашшӗ Иванӑн петлици ҫинчи хӗрлӗ виҫкӗтеслӗх ҫине пӑха-пӑха илет:

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗри час хыпса илет.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лаши лӑпӑс-лӑпӑс тукаласа кӑшт чупанҫи тӑвать те каллех чарӑнса тӑрать, пуҫне хыҫалалла пӑрса, хуҫи енне пӑхса илет.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗрре сӗтел ҫинчи карчӗсем ҫине, тепре кӗске те пуклак пӳрнисемпе виҫ-тӑватӑ карт тытса ларакан Укань ҫине пӑха-пӑха илет.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах, ял ҫывӑхнерех пырсан, чӗрене хӑрушӑ туйӑм пӑталаса илет.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫимунӑн ашшӗ те пит кураймастчӗ мана, — аса илет Ҫтаппан.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Упӑшки ӑна ӗҫе ӑсатса ярать, кӗтсе илет, анчах хӑй ӑҫта ӗҫленине пӗлтермест-ха.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Авӑнчӑк хура куҫ харшиллӗ, чӑмӑр питлӗскер, утнӑ чух ҫил пек вӑштӑр-татса иртет, йӑл кулса илет, тарӑн куҫӗсенче вӑрттӑн кӑвар, чӗре кӑварӗ, йӑлкӑшса ҫиҫет.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫав самантрах темле улӑп вӑрӑм чӑпӑрккине сӗтӗрсе ҫавӑрса шартлаттарнӑн, ҫывӑхрах темскер шатӑртатса ҫурӑлать те, ҫӗр пичӗ тӗттӗмре тӑр-тӑр-тӑр! чӗтренсе илет.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫиҫӗмӗ ҫине-ҫинех ялкӑшса илет — такамӑн шӑрпӑкӗ ҫилпе сӳнет те, хуҫи ӑна татах чӗртме хӑтланать тейӗн.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эй, аппасем, — тархасланӑ пек пӑхса илет Варук хӗрарӑмсем ҫине, — Эрхип Григорчча мӗн калӑпӑр.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней