Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

икшер (тĕпĕ: икӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсене кашнине икшер кило ҫӑм панӑ — фронта валли алса-чӑлха ҫыхма.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫтаппанпа Саня икшер черкке сыпнӑ тӗле алӑк яриех уҫӑлчӗ те, пӳрте хашкине ернӗ Меркури, пӗр вӑтӑр пиллӗксенелле ҫывхарнӑ ҫинҫешке те типшӗм арҫын кӗрсе тӑчӗ.

Помоги переводом

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Кунта кашни станок умӗнче икшер ҫын тӑрать.

Помоги переводом

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Кашни хваттер валли икшер алӑк, ик хутлӑ виҫшер чӳрече пулнӑ пулсан, сакӑр алӑк та ҫирӗм тӑватӑ рама тухать.

Помоги переводом

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Вӗсем консервӑланӑ какайпа пӗҫернӗ яшкана ҫурӑм хыҫне ҫакмалли баксене тултарчӗҫ те, хӗҫ-пӑшал — икшер гранатӑпа пистолет — чиксе, виҫҫӗш виҫ еннелле хамӑрӑн малти траншейӑсем енне шурӗҫ.

Помоги переводом

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Икшер эрне каймастӑмччӗ киле.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫул айккипе икшер рет йӑмра, вӗсен айӗнче пӗрене-хӑма куписем, вутӑ шаршанӗсем.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Куҫ тӳрех асӑрхакан улшӑнусем пулса иртнӗ унтанпа: ҫӗнӗ шкул тунӑ, кӗнеке магазинӗ уҫнӑ, икшер хваттерлӗ тӑватӑ чул ҫурт лартнӑ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тӑват кимӗ — калӗрсен Икшер йӗрке кӗсменсем, Тункатисем ҫийӗнче Шӑналӑксем пӗлӗт пек.

Помоги переводом

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах ҫамрӑк ачасене икшер автоматпа пемелли патронсене ҫӗклесе чупасси ҫӑмӑл мар: вӗсем хашкакан пулчӗҫ.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хайхи кунӗн-ҫӗрӗн, икшер сменӑпа шаккарӗҫ арҫынсем мӑлатукпа, каскаларӗҫ пуртӑпа…

Помоги переводом

Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.

Кашни урапа ҫинче икшер ача.

Помоги переводом

Ҫул // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ тӑватӑ обойма илсе кӗсьесене икшер обойма чиксе хутӑм.

Помоги переводом

Граждан вӑрҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫав урапасем ҫумне, кашни енне икшер, брезент хутаҫсем ҫыру хумалли ещӗк пек пӑталаса хунӑ.

Помоги переводом

Граждан вӑрҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кашнин патне икшер хӗрарӑм пырса тӑчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Парттисем ҫинче — линиленӗ икшер шурӑ хут листи, юман ҫӑпанӗнчен тунӑ чернил тултарнӑ пӗчӗк савӑтсем.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ачасене икӗ ушкӑна пайласа хире-хирӗҫле икшер ретлентерсе тӑратнӑ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Халӗ ҫав икшер хутлӑ ҫуртсем кивелсе кайнӑ.

Помоги переводом

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Вӗсем хӑйсен мӗнпур пултарулӑхне ҫав ырлӑха кашни кун илсе тӑрасшӑн, май килсен вара кунне икшер хут та ӑна ҫаклатса тухасшӑн кӑна параҫҫӗ.

Вся изобретательность их уходила на то, чтобы добиваться этих благ ежедневно, а кто мог — даже два раза на день.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Йӑмӑкне, йыснӑшне, пуҫанине икшер михӗ валеҫнӗ.

Помоги переводом

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней