Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кайран ку вырӑнсенче запорожецсен кӗске чӑпӑклӑ чӗлӗмӗсене нумайччен тупкаланӑ.Долго еще после находили в тех местах запорожские коротенькие люльки.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл запорожецсен тикӗтпе вараланнӑ шӑлаварӗсемпе хура нухайкка тытнӑ тӗреклӗ аллисене сахал мар курнӑ.Она видела немало запачканных дегтем запорожских шаровар, мускулистых рук с черными нагайками.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
«Акӑ эпӗр ҫӗнтертӗмӗр те!» илтӗнсе кайрӗҫ пур енчен те запорожецсен сассисем.«Вот и наша победа!» — раздались со всех сторон запорожские голоса.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
«Каймалла!» хыттӑн кӑшкӑрса ячӗҫ запорожецсен куренӗсенче.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Запорожецсен вӑрӑм ҫӳҫ тӗпеклӗ пуҫӗсем ӑҫта-ӑҫта пуласса турӑ пӗлет.И бог знает в какие местах не показались бы чубатые запорожские головы.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Лашине ӳксе виличчен хӑваланӑ, ҫул ҫинче тепӗр лаша тупса утланнӑ, ӑна та ашӗ пиҫиччен хӑваланӑ, виҫҫӗмӗшӗпе вара, ҫул ҫинче запорожецсем Дубно патӗнче тӑнине пӗлсе, запорожецсен таборне ҫитнӗ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Запорожецсен речӗсенчен икӗ козак юланутпа тухрӗҫ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Айлӑма анса ҫитсен, вӗсем запорожецсен таборӗ йышӑнса тӑракан хир енчен пачах курӑнми пулчӗҫ.Опустясь в сию лощину, они скрылись совершенно из виду всего поля, занятого запорожским табором.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫапла каласа вӑл михӗсене ҫурӑм ҫине хучӗ, иртсе пынӑ чухне пӗр лав ҫинчен тепӗр вир миххи сӳсе илчӗ, тутар хӗрарӑмне пама шутланӑ ҫӑкӑрӗсене те хулхушшине хӗстерчӗ те, йывӑр пулнӑран кӑшт пӗкӗрӗлсе, ҫывӑракан запорожецсен речӗсен хушшипе паттӑрӑн малалла утрӗ.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
«Ман ятпа тата мӗнпур запорожецсен ячӗпе епископа ҫапла калӑр» тенӗ ҫав монахсене кошевой: «вӑл нимӗн те ан хӑратӑр: халлӗхе козаксем вут чӗртсе чӗлӗм ҫеҫ тивретеҫҫӗ-ха».
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Халӗ ӗнтӗ пурте похода каясшӑн пулчӗҫ, ваттисем те, ҫамрӑккисем те — пурте старшинасем, куреннӑйсем тата кошевой сӗннипе, запорожецсен пӗтӗм ҫарӗ ирӗк панипе тӳрех Польша ҫине кайса мӗнпур тискерлӗхшӗн, тӗнпе козак чысӗнчен мӑшкӑланӑшӑн тавӑрма, хуласенче пуянлӑх пуҫтарма, ялсемпе тырӑ пуссисене ҫунтарма, ҫеҫенхир тӑрӑх хӑйсем ҫинчен инҫене ят сарма сӑмах пачӗҫ.
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Козаксем хӑйсен паттӑр ӗҫӗсене мухтаса ҫӗрӗпе кӑшкӑрашрӗҫ, юрӑсем юрларӗҫ, хӑпарнӑ уйӑх вара урамсем тӑрӑх бандурӑсемпе, трубасемпе, ҫаврака балалайкӑсемпе ҫӳрекен музыкантсен ушкӑнӗсене, Сечьри чиркӳре юрлама тата запорожецсен ӗҫӗсене мухтама тытса усракан юрӑҫӑсене чылайччен курса тӑчӗ.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӗсем Везувий ҫывӑхне пурӑнма вырӑнаҫса ларнӑ ҫынсем евӗрлӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен, запорожецсен укҫа пӗтсе ҫитсен, вӗсем, харсӑрскерсем, лешсен лавкисене ҫапса ҫӗмӗрсе мӗн кирлине яланах укҫасӑрах илнӗ.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
— Пӗтерӗпӗр запорожецсен вечине!..
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Мӗншӗн айӑплӑ-ха запорожецсен ҫарӗ?
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
- 1