Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах, господинсем, хӑвӑрах пӗлетӗр, япалан тӗп тӗшшине палӑртаканни, ӑна тӗрӗс хаклаканни вӑл унӑн мал енӗ.
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.
Кӑмакан тепӗр лайӑх енӗ те пур - чир-чӗре ирттерет.
Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.
Эпӗ вӑл ывӑтнӑ укҫан «ӑмӑрткайӑк» енӗ аял еннелле ӳкнине лайӑхах куртӑм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Анчах та ытти юлташӗсенчен пахараххи унӑн пӗр енӗ пур: шӑвӑҫ япаласем тӑвакан ватӑ мастер Цэрнэ ӑна яланах шанать, унран нимӗн те пытармасть.
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Макарӑн пӗр тӗлӗнмелле паха енӗ пур: питӗ хытӑ пӑшӑрханнӑ е хуйхӑрнӑ чухне вӑл аптӑраса ӳкмест, хӑйне хӑй ӗҫпе лӑплантарма тӑрӑшать.
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Унӑн пӗр енӗ ҫеҫ питех кӑмӑла каймасть Сахара: мулне кура мар лайӑх тӑхӑнса ҫӳреме, ҫынсем умӗнче ытларах вӗҫкӗнленме юратать шӑллӗ.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Анчах япӑх енӗ те пур: укҫа ытла нумай ан тӑкаклӑр.Но есть и отрицательная сторона: не тратьте слишком много денег.
49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Унӑн ӗмӗтӗнче чи малта ҫавӑ, Атӑлӑн сылтӑм енӗ.
9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пӗр енчен, унашкал вӑрҫӑ тапрансан чӑвашсене хирӗҫ чӑвашсем, ҫармӑссене хирӗҫ ҫармӑссем ҫапӑҫнӑ, пӗр-пӗрне пӗтернӗ пулӗччӗҫ, тепӗр енчен, Хусан вӑрҫи хыҫҫӑн пӗтӗмпех вӑй илсе ҫитереймен Ту енӗ тата нумай вӑхӑтлӑха юхӑнса юлнӑ пулӗччӗ.
9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Чӑрмав пирӗншӗн Ту енӗ!
9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Эп ҫакна ҫеҫ лайӑх пӗлетӗп: Ту енӗ пирӗн пулмалла.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑхӑт ҫитӗ, ҫӑва тухсан ак Ту енӗ те вырӑссене хирӗҫ капланса тухӗ.
3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тӑшмансем пӗр-пӗрне тивӗҫлӗскерсем тӗл пулчӗҫ: нихӑш енӗ те пӗр утӑм та чакмарӗ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кунта икӗ енӗ те пӗр-пӗрне хӗрхенмерӗҫ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Атӑл леш енӗ санӑн, ку енӗ санӑн мар.
12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пӗрлӗхлӗ ӗҫӗн тӗп енӗ, паллах - район малашлӑхне «ҫыракан» ҫамрӑксене патриотизм витӗмӗпе воспитани парасси.
Пӗр тӗллевпе пӗрлешсе // Ярослав НИКИФОРОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11657-p- ... -p-rleshse
Владимир Степанов министр палӑртнӑ тӑрӑх, туризм отраслӗн ку енӗ республикӑра хальтерех кӑна-ха сарӑлма пуҫланӑ, анчах, ун шучӗпе, пирӗн мӗн сӗнмелли-паллаштармалли сахал мар.
Кашни валли илӗртӳллӗ пултӑр // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11794-ka ... -ll-pult-r
Ҫакӑ хӑйне майлӑ кӑсӑклӑ та пек: икӗ енӗ те пӗртан пек туйӑнчӗ.
Кинофестиваль: ниме пӑхмасӑр — малалла! // Надежда Смирнова. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.
Анчах шар кураканнисем ялан пӗр енӗ ҫеҫ: ҫӗр ӗҫлекен халӑх (чӑвашсем).
Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тепӗр енӗ те, хӗҫ-пӑшал вӑйӗпе хӑратса власть тытса тӑраканнисем, власть хӳттипе иртӗхсе пурӑнаканнисем ҫур утӑм, чӗрӗк утӑм та каялла чакма шутламан.
Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.