Поиск
Шырав ĕçĕ:
Фракиец пырсан, ҫапӑҫу пит ҫивӗчленсе, хаярланса кайнӑ, ҫапӑҫакансем тӗттӗм пулса ҫитнипе ҫеҫ чарӑннӑ; икӗ енӗ те, пӗр-пӗрне пӗр утӑм та ҫӗр паман.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫапӑҫу темиҫе сехет тӑсӑлчӗ, нихӑш енӗ те ҫӗнтереймерӗ.Несколько часов продолжалась схватка, ни одна из сторон не могла победить.
XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Тӗттӗм пулса ҫитсен икӗ енӗ те отбой сигналӗ пачӗҫ, вара икӗ ҫар та хӑйсен вырӑнӗсене чакрӗҫ.С настулением темноты обе стороны протрубили отбой, и армии отступили на свои стоянки.
XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Икӗ енӗ те пӗр пек паттӑрлӑхпа та ҫине тӑрсах виҫе сехет хушши ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн, римлянсем хайсем мӗн курнинчен тӗлӗнсе, хӑраса ӳкнӗ: таврари мӗнпур сӑрт тӑррисенче пращниксемпе стрелоксем кӗшӗлтетнӗ, унтан вӗсем тӗрлӗрен ывӑтмалли снарядсем тӑкса тӑнӑ, вара римлянсене флангсенчен те тылран та хупӑрласа илме пуҫланӑ.
XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Спартака ҫӗнтерни — ҫӗнтерекеннине триумф патне мар, алӑ ҫупса йышӑнасси патне те илсе пымӗ, мӗншӗн тесен римлянсен мӑнаҫлӑхӗ — гладиаторсене пӗр тан вӑрҫакан енӗ тесе шутлама ирӗк паман.
XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ачалӑхӑма пурӑнса ирттернӗ кивелнӗ йывӑҫ ҫурта эп ниепле те аса илмесӗр хӑварма пултараймастӑп, ҫав ҫурт тата ак мӗнпе пахаччӗ: мал енӗпе вӑл Европӑна тухатчӗ, тепӗр енӗ вара Азинелле пӑхатчӗ.
I // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.
Плита ҫинче пӗр енӗ лапчӑннӑ сенкер чейник ӳлеме тытӑнчӗ.
5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
— Мӗншӗн тесен вӑл ыттисенчен лайӑхрах ҫапӑҫать, ҫавна пула фракиецсен енӗ ытла вӑйлӑ пулать-ҫке…
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вӑл паллӑ киноактерсене пурне те, спорт мастерӗсене пурне те тенӗ пек ятран, нумайӑшне — сӑнтан пӗлнӗ; Киеври «Динамо» обществин футболисчӗсене вӑл, уттине пӑхса, хыҫалтан палланӑ; сулахай енӗ мӗншӗн япӑх вылянине тата капитан «тӑшмана» епле улталанине унран лайӑх никам та пӗлмен; автомашинсен маркисене — совет ҫӗршывӗнче кӑларнисене те, ют ҫӗршывсенчен илсе килнисене те — пӑхмасӑрах калама пӗлнӗ; хӑех аквариум тунӑччӗ, унти пулӑсем вилсе пӗтрӗҫ пулсан, уншӑн Костя мар — водопроводран илнӗ хлорланӑ шыв айӑплӑ; вӑл маркӑсем пуҫтарнӑ чух унӑн тем тӗрлисем те пурччӗ — тӑххӑрмӗш класран та ачасем ун патне улӑштарма ҫӳретчӗҫ.
Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
— Ку енӗ — санӑн.
Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Сӑмсах пысӑках та мар, тата ун пӗр енӗ тӑвайкки пек шыв хӗрринелле анать.
Гассанпа упа // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Экватор тӑрӑх, — ку уҫӑмлӑ курӑнать, — тӗксӗм пилӗк пӑнчӑ, ҫавра пӗчӗк ункӑ евӗрскерсем, вырнаҫса тухнӑ, тӳрӗ йӗрсемпе ҫыхӑннӑ; вӗсем тан енлӗ виҫ кӗтеслӗхпе пӗр енӗ вӑрӑм виҫ кӗтеслӗх чӗрсе ӗренкеленнӗ.
Анса ларӑм // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Унӑн сылтӑм енӗ кӗмӗлленсе ҫуталма пуҫларӗ, тепӗр енӗ тӗксӗмленет.Правый край её начал светиться, как серебро, на другой находила тень.
Хура тӳпере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вӗсем лайӑх йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, анчах — ӑҫта-ши вӗсен чӑн пичӗ, пӗр-пӗр шухӑшӑн хӑш енӗ Уҫӑпшӑн ҫывӑхрах-ши, хаклӑрах-ши?
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Хисеплӗ ҫынӗ аяккалла кайсан, пирӗн енӗ Ситанова вӑрҫма тапратрӗ:Когда почтенный человек отошел, наша сторона стала ругать Ситанова:
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Лешӗ вара председатель ҫине пӑхрӗ — унӑн ҫӑварӗн пӗр енӗ сиккелесе тӑрать, куҫӗсем час-час мӑчлатаҫҫӗ, куҫхаршийӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, вӑл темле ҫухалса кайма пуҫларӗ те ӑна хӑй те пытараймарӗ; пирӗн умра халь вӑл хупӑсӑр, ҫап-ҫара ҫаралнӑ чунлӑ пулса тӑчӗ.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Эпир пароход хыҫӗнче ларатпӑр, уйӑх ҫутиллӗ ӑша каҫ пире хирӗҫ ишсе пырать, кӗмӗл тӗслӗ шывран лерехре йӑлӑм енӗ аран ҫеҫ курӑнать, сӑртлӑ вырӑн хӗррийӗнчен сарӑ хӑй ҫутӑсем, темле ҫӑлтӑрсем, ҫӗр тыткӑнне лекнӗскерсем, мӑльт-мӑльт туса пӑхаҫҫӗ.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл урамалла аяккипе тухса тӑрать, унӑн кашни хутӗнчех саккӑршар чӳрече, мал енӗ пулмалла ҫӗрте — тӑватшар чӳрече; аялти чӳречисем иртсе ҫӳремелли ансӑр вырӑналла, килкартишнелле пӑхаҫҫӗ, ҫӳлтисем — карта урлӑ, кӗпе ҫуса пурӑнакан хӗрарӑмӑн пӗчӗк пӳрчӗ ҫинелле тата лапра ҫырманалла пӑхаҫҫӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пурте — яр уҫӑ та ҫап-ҫара, савӑннин намӑссӑр та выльӑхла енӗ хура пурӑнӑҫа хыттӑнах шантарать.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӗсен речӗн варри татӑлчӗ, анчах икӗ енӗ партизансене ҫавӑрса илме тытӑнчӗ.Середина их цепи разорвалась, но края продвигались, окружая партизан.
33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.