Поиск
Шырав ĕçĕ:
24. Ҫакна куртӑм: акӑ ӗнтӗ ултӑ пӗчӗк ҫунатран иккӗшӗ уйӑрӑлса кайрӗҫ те сылтӑм енчи пуҫ айне вырӑнаҫрӗҫ, тӑваттӑшӗ хӑйсен вырӑнӗнчех юлчӗҫ.
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпӗ сылтӑм енчи ытти ҫуначӗсем те вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе пуҫлӑх пулма ҫӗкленнине куртӑм, вӗсенчен хӑшӗ-пӗри пуҫлӑх пулайрӗ, анчах вӗсем ҫавӑнтах ҫухалса пычӗҫ; 21. вӗсенчен тепӗрисем ҫӗкленчӗҫ те, анчах пуҫлӑха тухаймарӗҫ.
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Хулана тӳрлетме тытӑнса хӗвелтухӑҫ енчи юхӑм шыв хӗрринчи хӳме патне ҫитсессӗн, Хафенафӑна юсаса лартнӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вакхидпа унӑн чи вӑйлӑ ушкӑнӗ сылтӑм енче иккенне курсассӑн, Иуда патне мӗнпур хӑюллӑ ҫынни пухӑнса пынӑ, 15. вӗсем тӑшмансен сылтӑм енчи ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӗсене Азот тӑвӗ патне ҫитичченех хӑваласа кайнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Патша Вакхида — хӑйӗн пӗр ҫывӑх тусне, юханшыв леш енчи ҫӗре тытса тӑраканскере, патшалӑхри чаплӑ ҫынна, хӑйӗн шанчӑклӑ ҫыннине — суйласа илнӗ те 9. ҫавна тата унпа пӗрле усал Алкима — ӑна священник пулма ирӗк парса — Израиль ывӑлӗсене тавӑрма хушса янӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иудӑпа унӑн тӑванӗсем, кӑнтӑр енчи ҫӗре кайса, Исав ывӑлӗсене хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, Хеврон хулипе унӑн ялӗсене парӑнтарнӑ, ун тӗрекне аркатса тӑкнӑ, ун таврашӗнчи пашнесене ҫунтарса янӑ, 66. унтан, ют халӑх ҫӗрне кайма тесе, вӗсем тӑвалла хӑпарнӑ, Самари ҫӗрӗ витӗр тухнӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Тимофей тепӗр ҫар пухнӑ та юхӑм шыв леш енчи Рафон хули умӗнче тапӑрӑн вырӑнаҫса тӑнӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Унӑн ури ҫав кун Иерусалим умӗнчи тухӑҫ енчи Елеон тӑвӗ ҫине ярса пусӗ; Елеон тӑвне вара тухӑҫран анӑҫалла питӗ пысӑк айлӑм икке уйӑрӗ, ҫур тӑвӗ ҫурҫӗрелле, тепӗр ҫур тӑвӗ кӑнтӑралла юлӗ.
Зах 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑн чухне эпӗ ӑна хуравласа ҫапла каларӑм: ҫутаткӑҫӑн сылтӑм енчи тата сулахай енчи ҫав ҫу йывӑҫӗн икӗ ҫырли мӗне пӗлтерет? терӗм.
Зах 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Даниил, ҫавнашкал хушу тухнине пӗлсессӗн те, пӗрех килне кайнӑ; унта ҫӳлти пӳлӗмӗн Иерусалим енчи чӳречисем уҫӑ тӑнӑ; вӑл унта унчченхи пекех кунне виҫӗ хутчен кӗлтунӑ, чӗркуҫленсе ларса хӑй Туррине аслӑласа мухтанӑ.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫак сӑваплӑ ҫӗр священниксене пулмалла, ҫурҫӗрелле ҫирӗм пилӗк пин, тинӗс енчи сарлакӑшӗ вунӑ пин, тухӑҫ енчи сарлакӑшӗ вунӑ пин, кӑнтӑр енчи тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк пин шалча пулмалла, ун варринче вара Турӑ Ҫурчӗ пулать.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кӑнтӑр чикки кӑнтӑр енчи Тамара патӗнчен Кадис патӗнчи ӳпкевлӗ шыва ҫити тӑсӑлать, юхӑм шывӗ май Аслӑ тинӗсе ҫитет; ҫакӑ кӑнтӑр енчи кӑнтӑр ҫӗрӗ.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӑл мана ҫурҫӗр ҫулӗпе шалти картиш патне илсе тухрӗ те уҫӑ лаптӑка хирӗҫ тата ҫурҫӗр енчи хуралтӑна хирӗҫ вырӑнаҫнӑ пӳлӗмсем патне илсе пычӗ, 2. ҫав вырӑн ҫурҫӗр алӑкӗсем патӗнче тӑршшӗпе ҫӗр чике, сарлакӑшӗпе аллӑ чике.
Иез 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Лаптӑк умӗнчи хуралтӑн хыҫал енчи тӑршшӗне ҫак хуралтӑн ку енче тата леш енче ларакан айккинчи пӳлӗмӗсемпе пӗрле шутласан, ҫӗр чике пулчӗ; Турӑ Ҫурчӗн ӑшчиккине тата картиш пӑлтӑрӗсене 16. йывӑҫпа сӑрнӑ.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Турӑ Ҫурчӗн пиччӗн енчен шутланӑ сарлакӑшӗпе тухӑҫ енчи лаптӑк сарлакӑшӗ ҫӗр чике пулчӗ.14. И ширина храма по лицевой стороне и площади к востоку сто же локтей.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Анӑҫ енчи лаптӑк умӗнче — пӗр хуралтӑ, унӑн сарлакӑшӗ ҫитмӗл чике; ҫак хуралтӑ стенин хулӑнӑшӗ пилӗк чике, унӑн тӑршшӗ тӑхӑрвунӑ чике.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Кайран мана Турӑ Ҫуртне илсе кӗчӗ, унта виҫрӗ те, пӗр енчи юпан хулӑнӑшӗ ултӑ чике, тепӗр енчи юпан хулӑнӑшӗ те ултӑ чике пулчӗ, кӗлӗ чатӑрӗн сарлакӑшӗ ку.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Унтан вӑл мана Турӑ Ҫурчӗн пӑлтӑрӗ патне илсе пычӗ, пӑлтӑр юписене виҫрӗ, пӗр енчи юпин хулӑнӑшӗ пилӗк чике, тепӗр енчин пилӗк чике пулчӗ; алӑкне те виҫрӗ — пӗр енчи сарлакӑшӗ виҫӗ чике, тепӗр енчи сарлакӑшӗ те виҫӗ чике.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тухӑҫ хапхин айккинчи пӳлӗмӗсем: пӗр енче — виҫҫӗ, тепӗр енче те — виҫҫӗ; виҫҫӗшӗ те пӗр виҫеллӗ, ку енчи тата леш енчи юписем те пӗрешкел виҫеллӗ.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Херувимсем ҫуначӗсене сарчӗҫ те манӑн куҫӑм умӗнчех ҫӗр ҫинчен ҫӳлелле вӗҫсе хӑпарчӗҫ; вӗсем кайнӑ чухне кустӑрмасем те вӗсем патӗнчехчӗ; вӗсем Турӑ Ҫурчӗн тухӑҫ енчи хапхи умӗнче чарӑнса тӑчӗҫ, Израиль Туррийӗн мухтавлӑхӗ ҫӳлте вӗсен тӗлӗнчеччӗ.
Иез 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.