Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Тимофей атте патне кайӑр, е дворовӑй пӳртне кайӑр, е тата Назар Тарасыч патне, е Аграфена кайӑкҫӑ патне кайӑр.
Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.
Аркадий Павлычӑн дворовӑй ҫыннисем, чӑнах та ӗнтӗ, темӗн куҫ айӗн пӑхкалаҫҫӗ — анчах та пирӗн Руҫре салхуллӑ ҫынна ытлашши ҫывӑрнӑ ҫынран уйӑраймӑн.
Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.
Акӑ мӗншӗн тӗлӗнмелле ӗнтӗ: пирӗн харсӑр та ӗҫсе хавасланма юратакан помещиксем те пулнӑ, вӑл тӗрӗс; кучерла та тумланнӑ, хӑйсем ташланӑ, гитара каланӑ, дворовӑй ҫынсемпе, хресченсемпе пӗрле ӗҫсе-ҫисе юрланӑ; анчах та ку, Василий Николаич, ҫамрӑк хӗрача пек: ҫаплах кӗнеке вулать е ҫырать, тепӗр чухне тата сасӑпа сӑвӑсем вулать, — никампа та калаҫмасть, ютшӑнать, салхуланнӑ е кичемленнӗ чухнехи пек, пӗр хӑйӗн садӗнче ҫӳреме ҫеҫ пӗлет.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Кашни ҫынах халӑх хушшинче мӗнле те пулин вырӑн йышӑнса тӑрать, унӑн мӗнле те пулин ҫыхӑнусем пурах; кирек епле дворовӑй ҫынна та, шалу мар пулсан, «отвесной» текен паёк та параҫҫӗ; Стёпушка вара нимӗнле пособи те илмест, никампа та хурӑнташла-тӑванла мар, вӑл ҫут тӗнчере пурӑнни ҫинчен те никам та пӗлмест.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Митрофанпа унӑн ҫемьисӗр тата хӑй мӗскӗннине кура чалӑш куҫлӑ салтак арӑмӗ патӗнче пӗр кӗтесре пурӑнакан хӑлхасӑр ватӑ чиркӳ старости Герасимсӑр пуҫне Шумихинӑра пӗр дворовӑй ҫын та юлман, мӗншӗн тесен эпӗ халь вулакана паллаштарма хатӗрленекен Стёпушкӑна, пӗтӗмӗшпе илсен, ҫын вырӑнне те, уйрӑмӑн илсен, дворовӑй ҫын вырӑнне те шутлама май килмест.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Акӑ, сӑмахран, эсир дворовӑй ҫынсем ҫинчен халӗ ун пек те, кун пек те калаҫатӑр…Вот, например, вы мне говорите теперь и то, и то насчет того, ну, то есть насчет дворовых людей…
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Унӑн кӗпи-тумтирӗ, хӑйне-хӑй тыткалани, калаҫни тӑрӑхах эпӗ малтанах вӑл дворовӑй хӗрарӑм та, мещен хӗрарӑмӗ те маррине чухласа илтӗм; анчах унӑн сан-сӑпатне халӗ ҫеҫ тӗплӗнрех пӑхма пултартӑм.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Ҫак ҫапкаланчӑк умӗнче чи юлашки дворовӑй ҫын та хӑйне мала хунӑ, тен, ҫавӑн пирки пулмалла ӗнтӗ, унпа туслӑн калаҫнӑ; хресченсем малтан хаваслансах ӑна, уйри мулкачӑ пек, хӑваласа тытнӑ, унтан каялла янӑ, анчах каярахпа, вӑл тӑрлавсӑртараххине пӗрре пӗлсе ҫитсен, урӑх тивмен, ҫӑкӑр пама пуҫланӑ, калаҫма тытӑннӑ…
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Вӑл ҫав тери илемсӗрччӗ, ӗҫсӗртерех пӗр дворовӑй ҫын та унӑн сӑн-сӑпатӗнчен тӑрӑхласа кулмасӑр иртсе кайман; ҫакӑн пек тӑрӑхласа кулнине те, хӗненине те Валетка ҫав тери тӗлӗнмелле пӑлханусӑр чӑтса ирттернӗ.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
— Наталья Савишна, ҫав Натали, мана эсӗ тесе калать тата, дворовӑй ачана хӗненӗ пекех, мана питрен йӗпе сӗтел ҫиттипе хӗнет.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫывхарса килекен линейка тӑнкӑртатнӑ сасӑпа пирӗн калаҫу татӑлчӗ, линейкӑн кашни рессорӗ патне пӗрер дворовӑй ача ларнӑ.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Дворовӑй ҫынсем уншӑн калама та ҫук савӑннӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Липовка ҫӗрӗн чиккинче Михайло Степановича дворовӑй ҫынсем тата хресченсен репутацийӗ ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе тӑнӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Хӑйсем дворовӑй ҫынсене епле валеҫесси ҫинчен вӑл чун-чӗрепе ҫӳҫенмесӗр шухӑшлама та пултарайман, — ҫав шута хӗрсем те кӗнӗ-ҫке.
III // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Юри пулнӑ пекех тата сехете илнӗ усламҫӑ пӗр дворовӑй арӑмӑн вӑртахлӑмӗ пулнӑ.Как нарочно случилось, что тот лавочник, которому он часы сбыл, приходился сватом одной дворовой.
II // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Приказчик виҫӗ ывӑллӑ Дутлова хӳтӗлесе хӑварса дворовӑй Поликушкӑна, ҫемьесӗскернех ярасшӑн пулнӑ: Поликушка, ҫитменнине, ырӑ ятлӑ пулайман, ӑна пӗрре кӑна мар е михӗсем, е килкепе, е утӑ вӑрланӑ ҫӗрте тытнӑ.
I // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Ҫак кӗрхи каҫ улпут майри умӗнче докладпа тӑракан приказчик дворовӑй ҫынах пулнӑ.Это был приказчик из дворовых, который вечером, осенью, стоял с докладом перед своею барыней.
I // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Пӗрисем ӑна — выльӑх-чӗрлӗхпе сутӑ тӑвакан терӗҫ, теприсем — бурмистр; хула старӑсти Евсей Баймаков вара, лӑпкӑ кӑмӑллӑ та сывлӑхӗ начар, анчах ырӑ чӗреллӗ ҫын, хуллен ӳсӗркелесе: — Шанӑҫлӑнах калама пулать, — дворовӑй ҫынсенчен вӑл, егерь е улпутсене йӑпатаканскер, — терӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пӗр минутлӑха ҫеҫ кӗнӗ Ермолай: «Вӑл ухмах» (куратна, мӗнле сӑмаха юратать! — тесе илчӗ Филофей ҫур сасӑпа) — «вӑл ухмахскер укҫан шутне пачах та пӗлмест», тесе ӗнентерме тытӑнчӗ, — сӑмах май вара, вӑл мана акӑ мӗне асаилтерчӗ: пӗр ҫирӗм ҫул ӗлӗк халӑх нумай иртсе ҫӳрекен вырӑнта, икӗ пысӑк ҫул тӑваткалӗнче, манӑн аннеҫӗм тунӑ постоялӑй двор, — унта хуҫа пулса тӑма лартнӑ дворовӑй чӑнахах та укҫасен шутне пӗлмен пирки, — пӗтӗмпех саланса кайрӗ, ҫав дворовӑй укҫасене вӗсем миҫе пулни тӑрӑх хаклатчӗ, урӑхла каласан, сӑмахран, четвертак кӗмӗл укҫана ултӑ пилӗк пуслӑх пӑхӑр укҫалла паратчӗ, хӑй ҫапах та хытӑ ятлаҫатчӗ.
Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.
Вӗсенчен пӗрне, Шӑплӑха пӗлтерекен хӗрарӑм-турра, пӳрнине тутисем ҫине хунӑскере, илсе килсе лартнӑ та пулнӑ; анчах ҫав кунхинех дворовӑй ачасем унӑн сӑмсине катса пӑрахнӑ.
XXVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
- 1
- 2