Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унта тӑратнӑ картинӑсене пурне те галерейӑна парнелесе хӑварнӑ.
Анатолий Васильевич Данилов - юратнӑ художник, хисеплӗ ентешӗмӗр // Анастасия ДАНИЛОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11008 ... rch-20-m-r
Вӗсем, Гезпа ҫак пике, галерейӑна тухнине илтетӗп, унта калаҫма пикенчӗҫ, анчах мӗскер — пӗлместӗп.Я услышала, что они, Гез и барышня, пошли в галерею, где начали говорить, но что — не знаю.
XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫак вӑхӑтра иккӗмӗш хута хӑпарса ҫитрӗмӗр те тӑвӑр коридорпа утатпӑр, ун вӗҫӗнчен сулахайра — кӗленче галерейӑна тухмалли алӑк.
XXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Каллех улӑхса тулаш стена йӗри-тавра ҫул ҫӳреме хӑтланса пӑхрӑм, кантӑкӑн пӗр енӗпе ҫеҫ сӑнаса пыма тӑрӑшатӑп, анчах кӑнтӑрла пурте пӗрле иртнӗ галерейӑна ниепле те тупаймастӑп; ӑна тупни тӳрех ӳсӗм тупниех пулмасан та — ҫапах та асӑм ӗҫлеме пуҫлӗ-и тен.
XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Паллӑ марлӑха пӑхӑнса Аян галерейӑна тухрӗ, халӗ ҫеҫ тӳссе ирттерни чунне асаплӑ пылак тиевлӗ кӗрсе вырнаҫрӗ.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Вӑл пӗчӗк коридоралла тапса сикрӗ, янкӑр хӗвел витӗрех ҫутатакан кӗленче галерейӑна чупса тухрӗ, тепӗр алӑка яриех уҫрӗ те — кӗтменлӗхпе сӑнчӑрланса, сывлӑшсӑр пӳлӗнсе, чӗри тӑруках тапма чарӑннипе тӑп хытса тӑчӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Вӗсен чунӗн пӗр пайӗ, ӑру пуҫаруҫисен галерейинчи, сӑнласа кӑтартма тивӗҫлех мар, тепӗр пайӗ — галерейӑна малалла тӑсма май параканни — пӗчӗк Грэйран пуҫланать.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Юлашкинчен ун ҫурти ҫути те сӳнет, чӳрече шалтлатса хупӑнать, эпӗ, тӑр-пӗччен тӑрса юлатӑп та, ӑҫта та пулин, чечексен йӑранӗ патӗнче е хамӑн вырӑнӑм ҫывӑхӗнче шурӑ хӗрарӑм курӑнмасть-ши тесе, унталла-кунталла хӑюсӑррӑн пӑхкаласан, галерейӑна хӑвӑрт чупса каятӑп.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пурте саланса пӗтсен, хӑна пӳлӗмӗнчен ҫутӑсем ҫӳлти пӳлӗмсене куҫсан, вара вӗсенче хӗрарӑмсен сассисем тата чӳречесене уҫнӑ е хупнӑ чух шатлаттарнисем илтӗнме пуҫласан, эпӗ галерейӑна каятӑп та, ыйха путакан ҫуртӑн мӗнпур сас-хурине тимлӗн итлесе, уткаласа ҫӳретӗп.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Каҫхи апат ҫисен тата хӑшпӗр чухне каҫа хирӗҫ кампа та пулин садра уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн — тӗттӗм аллейӑсем тӑрӑх пӗччен ҫӳреме эпӗ хӑратӑп — эпӗ галерейӑна урайӗнче ҫывӑрма каятӑп; хама нӑйлатса ҫӳрекен вӑрӑмтунасем ҫыртаҫҫӗ пулин те, унта ҫывӑрма мана питӗ ырӑ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ галерейӑна кӗрсен, ман ҫине ҫывӑхран пӑхасшӑн пулнӑн, аллӑмран тытса, мана хӑй патне туртса илчӗ те, ман ҫине ывӑлӗ пекех каштах сивлекреххӗн тинкерсе пӑхса, Дмитрий каланисем тӑрӑх хӑй мана тахҫантанпах пӗлни ҫинчен каларӗ, ҫемйипе лайӑхрах паллаштарас шутпа мана хӑйсем патӗнче пӗр талӑк пурӑнма сӗнчӗ.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Айтӑр галерейӑна, унта эсӗ тепӗр хут паллаштарӑн, — терӗ пӗр хӗрарӑм (ман шутпа, вӑл Дмитрий амӑшӗ), вара эпир хӗрарӑмсемпе пӗрле пусма тӑрӑх хӑпартӑмӑр.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ним шухӑшласа тӑмасӑрах, мантикора ҫӗр айӗнчи галерейӑна ҫул тытрӗ, мӗншӗн тесен вӑл яланах тӗттӗмрех вырӑн шырать.Не задумываясь мантикора отправилась в эту подземную галерею, поскольку она всегда ищет темноты.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Третьяковски галерейӑна пуҫласа кӗрсе курнине эпӗ халӗ те астӑватӑп.
Кӗрен кӗпеллӗ хӗрача // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Эпир час-часах Третьяковски галерейӑна каятпӑр, мӗншӗн тесен манӑн Шурӑна ӳкерчӗк тума ҫеҫ мар, ӳкерчӗк тӑвас ӗҫ мӗн иккенне пӗлме, ӑнланма хӑнӑхтарас килет.
Кӗрен кӗпеллӗ хӗрача // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ҫакӑн чухне манӑн Мускава кайса Третьяковски галерейӑна кӗрсе курас килекен ӗмӗт ҫуралчӗ…Тогда в моей душе зародилась еще одна мечта: поехать в Москву, побывать в Третьяковской галерее…
Осиновые Гаи // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Эпир часах пуҫтарӑнса, кашни чалӑшран икшер фут анаталла анса пыракан галерейӑна кӗрсе кайрӑмӑр.Мы живо собрались и вскоре вошли в галерею, наклон которой достигал двух футов на каждый туаз.
XXIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Галерейӑна пӑхма вут тивертсе ҫутатас пулсан, калама ҫук хӑрушӑ вут хыпса пирӗн ҫулҫӳрес ӗҫе пӗр самантрах пӗтерсе хунӑ пулӗччӗ.
XX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ганс хӑй умӗнчен тумтирсемпе вӗренсен ҫыххине малалла тӗртсе шутарса пыма тытӑнчӗ; ҫапла эпир виҫсӗмӗр те галерейӑна кӗрсе кайрӑмӑр.
XVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Каҫсенче, «Мак-Ферлан хунарӗ» (уйӑх) хӑпарсан, вӗсем Малькольм замокӗ тавра ҫавӑрӑнакан галерейӑна уҫӑлма тухаҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.