Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗҫленсе (тĕпĕ: вӗҫлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урпа акас ӗҫ вӗҫленсе килетчӗ кӑна-ха, анӑҫри пур-ҫук пӗлӗтсем тымарланса та ӑмӑрланса кайрӗҫ, вара, Услантӑр мучине ытахальтен кӑна анаслаттарас мар тесе, юлашки хут ывӑҫласа сапнӑ урпа пӗрчисемпе пӗрлех ҫумӑрӑн малтанхи тумламӗсем пӑт-патлатма пуҫларӗҫ, унтан яра парать ташша тӳпе ырлӑхӗ — шӑпӑр-шӑпӑр, лӑс-лӑс…

Помоги переводом

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

«Ах, — тет, — тӑхӑрвунналла ҫитетӗп те, турӑ пӳрни вӗҫленсе килет пулас…»

Помоги переводом

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Карапа тытса пыма йывӑр пулса тӑнӑ, апат-ҫимӗҫ вӗҫленсе пынӑ.

Корабль частично потерял управляемость, а запасы еды подходили к концу.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

Хальхи вӑхӑт тӗлне «АБАТ» тата «МАШЗАВОД» промышленноҫ паркӗсенче ӗҫсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ.

На настоящий момент промышленные парки «АБАТ» и «МАШЗАВОД» находятся на завершающей стадии.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Шупашкар агломерацийӗн мастер-планне туса хатӗрлесси вӗҫленсе пырать.

На завершающей стадии находится разработка мастер-плана Чебоксарской агломерации.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫавӑн пекех лутра пушмаксем те пур, вӗсен ҫӳлти пайӗ ура тупанӗ шайӗнчен кӑшт ҫӳлерех вӗҫленсе ӑна айккинчен кӑшт кӑна хуплать.

Есть также и низкие ботинки, верхняя часть которых заканчивается чуть выше уровня щиколотки, слегка прикрывая её сбоку.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Кашни сферӑрах пысӑк ӗҫсем пур: Шупашкарти Хӗвеллӗ микрорайонта, Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑкра, Канаш округӗнчи Янкӑлчра шкулсем тума пуҫланинчен тытӑнса тӗп хулари «Волга» стадионӑн вӗҫленсе пыракан реконструкцийӗ таран.

Помоги переводом

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

Кӑҫалхи ҫул вӗҫленсе, ҫӗнӗ 2024 ҫул ҫывхарса килнӗ кунсенче муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗпе Н.Н.Раськинпа тӗл пулса калаҫрӑм, хамӑр тӑрӑх пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр ыйту ҫине хуравлама ыйтрӑм.

Помоги переводом

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Ҫулла театрта черетлӗ сезон вӗҫленсе пырать.

Помоги переводом

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Йӑмӑкӗ, Клавди, вӑрҫӑ вӗҫленсе пынӑ ҫул пӗчӗк ҫунапа ҫывӑхри вӑрмана типӗ турат пуҫтарма кайсан шӑнса килчӗ те нумай тӑраймарӗ, ҫӗре кӗчӗ.

Помоги переводом

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Ҫур ҫӗр ҫитеспе дискотека вӗҫленсе пырать, хӗрсем ушкӑнӑнушкӑнӑн кил еннелле ҫул тытаҫҫӗ.

Помоги переводом

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Роза Люксембург ячӗллӗ урам вӗҫленсе пырать.

Помоги переводом

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Калаҫу вӗҫленсе пынӑ май, Гаврил Романович унӑн аллине ҫемҫен тытса-сӗртӗнсе: — Хӑвӑра шаннӑ ӗҫе эсир кирлӗ пек пурнӑҫласса тата пирӗн стройкӑра никам та сусӑрланас маррине шанса тӑратӑп, — терӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вулкан 5 миллион ҫул каялла Миоцен тапхӑрӗнче йӗркеленме пуҫланнӑ та Плейстоцен тапхӑрӗнче 700 000 ҫул каялла вӗҫленсе ҫитнӗ.

Формирование вулкана началось в Миоценскую эпоху более 5 миллионов лет назад и закончилось в Плейстоцене примерно 700 000 лет назад.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

…Кӑнтӑр апачӗ вӗҫленсе пыратчӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унӑн, Завьяловӑн, ҫул ҫӳресси вӗҫленсе пырать.

Помоги переводом

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӗпхӳ хулинче «Кӗҫҫеквест» («Войлоквест») вӗҫленсе пырать.

В Уфе «Войлокфест» выходит на финишную прямую.

Ӗпхӳре 90 панноран кӗҫҫе кавир ҫӗлӗҫ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/al-sti/2023-09-1 ... -l-3443133

Халӗ администраципе йӑла ҫурчӗ ӑшӗнче якату-илемлетӳ ӗҫӗсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ, шывпа тивӗҫтермелли, таса мар шыва юхтарса кӑлармалли сетьсене монтажлаҫҫӗ, объектра ӑҫта мӗн пулмаллине палӑртаҫҫӗ, территорие карта тытса ҫавӑраҫҫӗ.

Сейчас здесь заканчивают внутреннюю отделку административно-бытового здания, монтируют сети водоснабжения и водоотведения, ведут планировку территории и устанавливают ограждения.

Ҫӳп-ҫап сортлакан комплекс хута ярӗҫ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/epir-tata-ut-ant ... ar-3436003

Хӑш-пӗр хуҫалӑхсенче вырма ӗҫӗсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӳлмесем тырӑпа тулаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d0%bf%d3%b ... %ab%d3%97/

Праҫник вӗҫленсе пынӑ вӑхӑтра та, финалта, йыш пӗчӗк пулман — 7 пин ҫын ытла.

Помоги переводом

Икӗ юпа хушшинчи аташу // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/ike-yupa-hus ... chi-atashu

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней