Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗҫет (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Машина пырать те пырать, ҫулӑн икӗ енӗпе сарӑлса выртакан уй халӗ чупмасть, ҫунатланнӑ пек вӗҫет вӑл.

А машина мчит и мчит, и поля уже не бегут по сторонам, а летят, как на крыльях.

Щорс // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Щорс машинӗ кайӑк пек малалла вӗҫет, хӑлхара ҫил шӑхӑрать ҫеҫ, тепӗр виҫӗ секундран хыҫалта граната ҫурӑлнӑ сасӑ илтӗнет.

Как взовьётся машина Щорса вперёд, только свист в ушах, да через три секунды позади них — удар. Взорвалась граната.

Щорс // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Унтан петлюровецсене хирӗҫ ҫил пек вӗҫет.

И так летит навстречу петлюровцам.

Щорс // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Аэлита сасси — юратупа ӗмӗрлӗх-ӗмӗрлӗх, тунсӑх-терт сасси; вӑл пӗтӗм ҫут тӗнчере вӗҫет, — йыхӑрса-чӗнсе, кӑшкӑрса: ӑҫта эсӗ, юратӑвӑм, ӑҫта эсӗ?..

Голос Аэлиты, любви, вечности, голос тоски, летит по всей вселенной, зовя, призывая, клича, — где ты, где ты, любовь?…

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Юратнӑран йӗрсе-ӗсӗклесе — чун ҫутӑн кӑвак-хӗрлӗ юпи еннелле вӗҫет, вӗҫет, вӗҫет

Душа, плача от любви, летела, летела навстречу голубовато-влажному столбу света.

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ӑн пӑтранчӑклӑхӗ витӗр Лось ҫапах та тӗшмӗртет: аппарат ҫаврӑннӑ та — Ҫӗр туртӑмӗпе карланкипе малалла вӗҫет.

Сквозь муть сознания Лось всё же понял, что аппарат повернулся и летит горлом вперёд, увлекаемый тягой земли.

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗҫет те вӗҫет вӑхӑт анлӑшӗ.

Летело, летело пространство времени.

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Туман хӑйӑрпа витӗнекен ҫаври пӗчӗкленсех пырать, таҫталла, сӗм тӗттӗмӗлле унран хӑпнӑ аппарат вӗҫет, вӗҫет, вӗҫет

Диск тумы, засыпаемой песками, всё уменьшался, всё дальше улетал от него аппарат куда-то в кромешную тьму.

Пулма пултараймилӗх // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кӗленчелле йӑлтӑртатакан чуллӑ тӑпра ҫийӗн, лаптак сӑрт-тӗмеске, хӑйӑр хумӗсем тӑрӑх кимӗ мӗлки кӑна вӗҫет.

Одна только тень от лодки летела по плоским холмам, по волнам песка, по трещинам поблёскивающей, как стекло, каменистой почвы.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӳремрен ултӑ ҫунатлӑ, йӑлтӑркка ҫар карапӗ ҫӗкленчӗ те — хӗвел пайӑркисенче чӗтрене-чӗтрене сӗвеккӗн вӗҫет.

С площади снялся шестикрылый, сверкающий, военный корабль, — трепеща в лучах солнца, взвился отвесно.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось шнура туртрӗ те — ҫав самантрах тӗкӗр патӗнчен каялла сиксе ӳкрӗ: унта, хунарсен хӗрлӗрех ялтӑравӗнче, тӗтӗм палкамӗ вӗҫет, ҫулӑм сирпӗнет-ҫиҫет, хӗлхемсем сывлӑша каса-каса ҫиҫкӗнеҫҫӗ…

Дёрнул за шнур, и сейчас же грохотом отшвырнуло его от зеркала: там в красноватом сиянии фонарей, летели клубы дыма, чиркали огненные вспышки, искры.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кимӗ айккисенче, куҫа шартаракан ҫутӑра, хӑмӑр яка ҫӑмлӑ, ҫурхахлӑ икӗ ҫунатлӑ чӗр чун авкаланса-явкаланса вӗҫет.

С боков лодки, в ослепительном свету, летели на перепончатых крыльях два извивающихся, покрытых бурой шерстью, облезлых животных.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Карап тӳремлӗх ҫийӗн вӗҫет.

Корабль летел над равниной.

Сенкер ӗшнере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Халӗ пуҫ тӑрринче, малта, айккинче, хыҫалта — майӗпен ишекен карап йӗри-тавра — ҫӗр-ҫӗр сывлӑш экипажӗ вӗҫет.

Теперь, над головой, спереди, с боков, вдогонку за медленно плывущим кораблём, летели сотни воздушных экипажей.

Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӳпери хура пӑнчӑсем ҫывхарсах, пысӑклансах пыраҫҫӗ, ҫӗр-ҫӗр марсиан вӗсене хирӗҫ вӗҫет: ҫунатлӑ кимӗпе, йӗнерпе, парусин кайӑкпа, парашютлӑ карҫинккапа.

Чёрные точки в небе приближались, увеличивались, это были сотни марсиан, летевших навстречу в крылатых лодках и сёдлах, на парусиновых птицах, в корзинах с парашютами.

Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Карапа хирӗҫ хула ҫийӗн хура нумай-нумай пӑнчӑ вӗҫет.

Множество чёрных точек летело над городом навстречу кораблю.

Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Карап ҫав еннелле вӗҫет.

Корабль летел в ту сторону.

Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Карап халӗ юн пек хӗрлӗ, пуш-пушӑ чакӑл тусем ҫийӗн вӗҫет.

Корабль летел теперь над кроваво-красными, пустынными скалами.

Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑл паллӑ пачӗ, карап ҫӗкленчӗ, пӗкӗ пек ҫаврӑнчӗ те халӗ шӑллӑ-шӑллӑ ту тӑррисем еннелле вӗҫет.

Он подал знак, и корабль поднялся, описал дугу и летел теперь к вершинам зубчатых гор.

Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Карап марсран ҫӳлтех мар вӗҫет — ҫурҫӗр-хӗвел анӑҫ еннелле.

Корабль летел невысоко над Марсом в северо-западном направлении.

Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней