Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӑна хам тыткӑнра пурӑнакан ҫӗршывра мухтавлӑп, ҫылӑхлӑ халӑха Унӑн хӑвачӗпе чапӗ ҫинчен вӗрентӗп.В земле плена моего я прославляю Его и проповедую силу и величие Его народу грешников.
Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа вара Хӑйӗн халӑхне Хӑйӗн аслӑ ячӗшӗн пӑрахмӗ: Ҫӳлхуҫа сире Хӑйӗн халӑхӗ пулма суйласа илнӗ; 23. эпӗ те, сирӗншӗн кӗлтума пӑрахса, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗмӗп, сире ырӑ та тӗрӗс ҫулпа пыма вӗрентӗп; 24. анчах Ҫӳлхуҫаран хӑрӑр, Уншӑн чӑннипех, пӗтӗм чун-чӗререн, ӗҫлесе тӑрӑр — Вӑл сирӗншӗн мӗн тери аслӑ ӗҫсем тунине эсир ӗнтӗ хӑвӑрах куратӑр; 25. эхер те эсир усал ӗҫ тӑвас пулсассӑн, хӑвӑр та, патшӑр та пӗтетӗр.
1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эппин, Израиль, йӗркесемпе саккунсем итле: сирӗн чӗрӗ юлмалла, ӗрчесе каймалла пултӑр тесе, Ҫӳлхуҫа, аҫӑрсен Турри, хӑвӑра [еткерлӗхе] паракан ҫӗре кайса ӑна ӗмӗрлӗхе илмелле пултӑр тесе, [паян] эпӗ сире ҫав йӗркесемпе саккунсене мӗнле тытса тӑмаллине вӗрентӗп; 2. эпӗ сире калани ҫумне нимӗн те ан хушӑр, унран нимӗн те кӑларса ан пӑрахӑр; эпӗ сире [паян] Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, ӳкӗчӗсене пӗлтеретӗп, эсир ҫав ӳкӗтсем вӗрентнӗ пек пурӑнӑр.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.