Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтсӑр сăмах пирĕн базăра пур.
вӑхӑтсӑр (тĕпĕ: вӑхӑтсӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ӗҫченсен ӑсӗпе алли ӗмӗртен, ҫулсерен хушса пынӑ нумай-нумай пурлӑхпа пуянлӑха вутпа ҫунтарса, шывпа юхтарса ячӗ; вӑл мӗльюншар вӑй питти ҫынсен пурнӑҫне вӑхӑтсӑр татрӗ, ҫӗр ҫине мӗльюншар тӑлӑхсем хӑварчӗ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӑхӑтсӑр ача ҫуратрӗ ҫав кун Сантӑркка.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗпритуна вӑхӑтсӑр ан хӑратӑр…

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Хальччен каламанччӗ сана, вӑхӑтсӑр хуйхӑртас теменччӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Микулапа Анук сӗтел хушшинчен вӑхӑтсӑр тухсан килӗшӳллӗ пулмасран ҫеҫ туссе ларчӗҫ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матӗрне крючниксене вӑхӑтсӑр вӑратасран общежитие хуллен кӗчӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ман ҫамрӑк чухнехи пурнӑҫ аттепе анне вӑхӑтсӑр вилнӗ хыҫҫӑн вӗри куҫҫульпе тӗксӗмленчӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

…Атте пирӗнтен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ хыҫҫӑн кашни самантрах тенӗ пек, хам сисмесӗрех, пурнӑҫӑмри пулӑмсемпе малашнехи утӑма, вӑл каланӑ сӑмахсем тата унпа ҫыхӑннӑ ӗҫсем витӗр, атте майлӑ хакласа куҫ умне тӑтӑшах кӑларса тӑрататӑп.

Помоги переводом

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Капла ачан пурнӑҫне вӑхӑтсӑр татӑп, мӑшӑр тупмаллах, — тенӗ Михаҫ.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

…Михаҫ, арӑмӗ вар-хырӑм ракӗпе аптраса вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗрсен, икӗ ҫула пуснӑ ывӑлӗ пиллӗке ҫитиччен хуҫалӑха пӗччен тытса тӑнӑ.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Анюта ун патне васкарӗ, ачине вӑхӑтсӑр вӑратнӑшӑн арҫынсене юнарӗ.

Помоги переводом

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑхӑтсӑр ҫуратасси патне те илсе пыма пултарать» — хумханса кайрӗ вӑл.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Декретнӑй отпускран вӑхӑтсӑр чӗнсе илнӗ тесе…

Помоги переводом

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ашшӗ вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗшӗн Якур кулянать.

Помоги переводом

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пеструшка вӑхӑтсӑр вилмелле пулнӑшӑн Кирлене витмеллех ятларӗ, Вассана та лекрӗ.

Помоги переводом

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хуйхӑ-суйхӑпа йывӑр чирлесе ӳкрӗ те вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗчӗ.

Помоги переводом

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗ тӗлне ҫул ҫинчи инкексене пула пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнисем пӗтӗмпе – 68.

Помоги переводом

Малашне тен, мотоблокпа ҫӳрекенсене регионта ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнманшӗн явап тыттарӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/05/ulmr ... onta-cul-j

Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пӗтӗмпе пиллӗк инкек пулнӑ, вӗсенче икӗ ҫын пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ, ултӑ ҫын сусӑрланнӑ.

Помоги переводом

Малашне тен, мотоблокпа ҫӳрекенсене регионта ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнманшӗн явап тыттарӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/05/ulmr ... onta-cul-j

1942 ҫулхи май уйӑхӗнче вӑл, ҫирӗм сакӑр ҫула ҫитсе, вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ.

Помоги переводом

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Дениса вӑхӑтсӑр темӗн те пӗр каласа хурасран чӗлхине ҫыртрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней