Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑт сăмах пирĕн базăра пур.
вӑхӑт (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫитӗ вӑхӑт, вара эпир вӗсен сӑмсисене пӑрса хурӑпӑр, анчах ҫав вӑхӑтчен эпӗ ку доктора, унӑн аттине ромпа ҫуса тасатмалла пулсан та, хисеплесе таратӑп, — терӗ вӑл.

— Придет время, и мы натянем им нос, но до той поры я буду ублажать этого доктора, хотя бы мне пришлось чистить ему сапоги ромом!

XXX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ҫав вӑхӑтрах кӳренсе тӑма та вӑхӑт ҫук Юлия Александровнӑн.

Но в то же время Юлии Александровне не до обид.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Вӑл ҫӳллӗ арҫын, ҫӳллӗшӗ ултӑ фут ытла пулать, кӗрнеклӗ шӑмшаклӑ, нумай вӑхӑт хушши ҫул ҫӳренӗ вӑхӑтра ҫилпе ҫийӗннӗ хулӑм та ҫилӗллӗ сӑн-питлӗ ҫын.

Это был высокий мужчина, более шести футов ростом, дородный, с толстым суровым лицом, огрубевшим и обветренным во время долгих странствий.

VI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Вӑл мана, вӑхӑт ҫичӗ сехет ҫеҫ пулни ҫинчен, пирӗн питӗ нумай вӑхӑт пурри ҫинчен каларӗ.

Она говорила, что еще нет семи часов, что у нас уйма времени.

IV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Вӑхӑт ӗнтӗ вӗсен ҫӑварне питӗрме, тахҫанах вӑхӑт!

— Пора им глотку заткнуть — давно пора!

XI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сирӗн вӑхӑт, — вӑйлисен, анчах ӑслӑ маррисен вӑхӑчӗ, — тахҫанах иртнӗ, тӑванӑм!

Ваша пора, пора сильных, но неумных, прошла, брат!

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑхӑт ӗнтӗ, Любовь, вӑхӑт!

Пора, Любовь, пopa!

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эх, вӑхӑт, вӑхӑт!

Помоги переводом

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Маньчжури хресченӗсем ҫав вӑхӑта «каймака ҫакса хумалли вӑхӑт» теҫҫӗ.

И, как говорят маньчжурские крестьяне, наступила пора «вешать мотыгу».

XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Анчах вӑхӑт иртсех пынӑ, хӗрарӑм ҫинчи ҫутӑ сӑрсене вӑхӑт тӗксӗмлетнӗ, вара, хӑй сисмен ҫӗртенех, унӑн шухӑшӗсенче пӗчӗккӗн, пирӗшти сӑнарлӑ Медынская вырӑн йышӑна пуҫланӑ.

Но время шло, стирало понемногу яркие краски с этой женщины, и незаметно для него место в мечтах его заняла маленькая, ангелоподобная Медынская.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑхӑт, тӑванӑм, вӑхӑт

Пора, брат, уж…

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Шӑп ҫав картсем хушшинче ӗнтӗ Маякин тепӗр мӑшӑр куҫне, тепӗр тутине майлӑ вӑхӑт ҫитиччен пытарса усранӑ пек туйӑннӑ, майлӑ вӑхӑт ҫитсен, вӑл вара тӗнче ҫине йӑлтах урӑх куҫсемпе пӑхса, йӑлтах урӑх кулӑпа кулмалла пек туйӑннӑ.

Но за морщинами Маякин как бы прятал и глаза и губы, — прятал до времени, а когда оно наступит, Маякин посмотрит на мир иными глазами, улыбнется иной улыбкой.

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫак хушӑра вӑхӑт пурӗ те пилӗк минут ҫеҫ иртрӗ, анчах вӑл вӑхӑт мана питӗ вӑраха тӑсӑлнӑ пек туйӑнать!

Проходит всего пять минут, но какими длинными кажутся они мне!

18. Днепр урлӑ каҫмалли вырӑнсем ҫийӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Каҫхи вӑхӑтсенче чылай вӑхӑт хушши тӑвансем ҫинчен калаҫатпӑр.

Вечерами долго разговаривали о родных.

10. Ҫапӑҫӑва яланах хатӗр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вечерӑн вӗҫӗ пулас та ҫук пек туйӑнчӗ, ҫапах та вӑхӑт иртни сисӗнмерӗ, килелле кайма та вӑхӑт ҫитрӗ.

Казалось не будет конца этому вечеру, но часы пролетели незаметно, и надо было расходиться по домам.

Карачири ӑсату каҫӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Пӳрте витнӗ улӑма вӑхӑтран вӑхӑт улӑштарсах тӑмалла.

Время от времени надо менять солому, которой покрыт дом.

Калаҫу // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Пирӗн кавалеристсем таврана ракетӑсемпе ҫутатса тӑнине пула нимӗҫсем вӑл вырӑнта халӗ те партизансем тӑраҫҫӗ пулӗ тесе шутланӑ иккен те, пӗр этем чунӗ ҫук позицисенех темӗн вӑхӑт хушши тупӑсемпе персе тӑнӑ; хӑйсем персе тӑракан вырӑнта нимӗнле партизан та ҫуккине тавҫӑрса ялсенех нимӗҫсем юханшыв хӗррине вӗҫтерсе тухнӑ, анчах ку вӑхӑтра партизансен соединенийӗ пӗтӗм обозӗ, выльӑх-чӗрлӗхӗ мӗнӗпех Припять урлӑ каҫса пӗтрӗҫ те хӑйсем хыҫӗнчен кӗпере ишӗлтерсе хӑварчӗҫ.

Введённые в заблуждение ракетами, которыми наши кавалеристы всю ночь освещали местность под Тульговичами, немцы долго обстреливали покинутые партизанами позиции, когда противник обнаружил, что стреляет по пустому месту, и бросился к реке, партизанские батальоны со всем своим обозом и скотом уже переправились через Припять и разрушили за собой мост.

Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫапах та вӑхӑчӗ халӗ лӑпланса лармалли вӑхӑт мар.

Но время было такое, что не до отдыха.

Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӑхӑт шӑвать, тахҫанах тул та ҫутӑлнӑ, кӑнтӑр кунӗнчи сехетсем телейлӗ вӑхӑтра ытла хӑвӑрт иртеҫҫӗ.

Время шло, давно уже рассвело, и счастливые дневные часы шли слишком быстро.

XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Атте япаласене чӗн пиҫиххипе ҫыхрӗ, унтан сехет ҫине пӑхса илчӗ те: — Халь ӗнтӗ кайма та вӑхӑт. Пирӗн посёлокран хулана ҫитиччен, унтан тата вокзала ҫитиччен вӑхӑт чылай иртет, — терӗ.

Папа вещи перевязал ремнями, потом посмотрел на часы и сказал: — Ну, что же, пора ехать. А то пока из нашего посёлка до города доедем, а там ещё до вокзала…

Ҫул ҫине тухма хатӗрленни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней