Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑтанмалла (тĕпĕ: вӑтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ӑна хамӑн юрату ҫинчен ҫав халь аса илме те вӑтанмалла сӑмахсемпе калама пуҫларӑм.

Я стал говорить ей о своей любви такими словами, которые мне стыдно вспомнить.

XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Ку пӑтта ыйткалакансем ҫеҫ мар, пытарма пынисем те ҫинӗ, ҫавӑнпа ку йӑлапа усӑ курнине Гаврик хӑйшӗн вӑтанмалла ӗҫ, тесе шутламан.

Но так как колево ели не только нищие, но и все присутствующие на похоронах, то Гаврик не считал для себя унизительным пользоваться столь удобным обычаем.

XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ман пӗччен пулмаллине пӗлетчӗ вӑл, хам ӑна ҫав самантра кирек мӗнле ҫывӑх курсан та пурпӗрех унран акӑш-макӑш инҫетреччӗ-ха, мӗншӗн тесен вӑл тӳрре тухрӗ, эпӗ йӑнӑшрӑм, Кораблев каланине илтнипе вӑтанмалла пулчӗ манӑн…

Он понял, что мне нужно побыть одной и что, как бы я ни была близка к нему в эту минуту, а всё-таки страшно далека, потому что он оказался прав, а я — неправа и оскорблена тем, чтó узнала от Кораблёва…

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ман шутпа, хамӑр чӑваш пулнишӗн вӑтанмалла мар, мухтанмалла.

Помоги переводом

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Хамӑр чӑваш пулнишӗн вӑтанмалла мар, мухтанмалла.

Помоги переводом

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Сӗтел хушшинче чавсаланса ларма та вӑтанмалла, кивҫен илнӗ чухне, тавӑрса панӑ чухне ӳпкелешме намӑсланӑр; 25. ӑшӑ сӑмаха хирӗҫ нимӗн чӗнмесӗр тӑма, аскӑн хӗрарӑм ҫине пӑхма, тӑван-хурӑнташран пӑрӑнса ҫӳреме намӑслан, 26. ҫын пайне туртса илме, панӑ парнене каялла илме, ҫын арӑмне сӑхланма, хӗрарӑм тарҫуна илӗртме намӑслан, 27. вӑл выртакан вырӑн ҫывӑхне те ан пыр; 28. тусусем умӗнче ӳпкелеме вӑтан, панӑ япалана сӑмахлӑ ан ту; 29. илтнӗ сас-хурана сарса ҫӳреме, вӑрттӑн сӑмаха кӑларма намӑслан.

Стыдись и облокачивания на стол, обмана при займе и отдаче; 25. стыдись молчания пред приветствующими, смотрения на распутную женщину, отвращения лица от родственника, 26. отнятия доли и дара, помысла на замужнюю женщину, ухаживания за своею служанкою, 27. и не подходи к постели ее; 28. пред друзьями стыдись слов укорительных, - и после того, как ты дал, не попрекай, - 29. повторения слухов и разглашения слов тайных.

Сир 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней