Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑтанарах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Шинельпе папахи эсир патша керменӗнче чух тӑхӑннисемех-и? — вӑтанарах ыйтрӗ художник.

Помоги переводом

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Кулюккаран хӑрамастӑн пулсан… — кулнӑ пек каларӗ вӑтанарах ларакан Хӗветӗр.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Сан патӑнта?.. — Матӗрне ҫине вӑтанарах пӑхрӗ Ҫтаппан.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ирсерен, ӗҫе кайиччен, чип-чиперех икӗ-виҫ тӗм лартса ӗлкӗрме май пур, — вӑтанарах сӑмах хушрӗ Раман.

Помоги переводом

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лешӗ вара, самантпа усӑ курса хӑюлланчӗ те вӑтанарах ыйтрӗ:

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Эп мӗнлерех япала ҫырнине эс чухлатӑн пуль ӗнтӗ? — чирлӗ ҫын ҫине вӑтанарах куҫ ывӑтрӗ Сулагаев.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ача пирки хурланарах, вӑтанарах каларӗ Маринэ, унӑн хуйхи-суйхине пӗлекен Таранов, ҫамрӑк хӗрарӑма лӑплантарас тенӗ пек, сӑмахне урӑх еннелле ҫавӑрма васкарӗ:

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ун пеккисем хулара сахалах мар: чӑвашла вӑтанарах калаҫаҫҫӗ е пачах калаҫмаҫҫӗ — ни вырӑс, ни чӑваш вӗсем.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов тасарах, типӗрех вырӑн шыра-шыра анаталла вӑтанарах утрӗ: кашни пӳрт чӳречинченех ун ҫине кам та пулин пӑхать пек, кашниех ҫапларах шӑл йӗрет пек:

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Каҫарӑр, — вӑтанарах сӑмах хушрӗ вӑл.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кӑшт вӑтанарах ҫапла каларӗ:

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Чиперех-ха, хӑвӑр мӗнле? — терӗ вӑл, темӗнле вӑтанарах.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Каярахпа вара, юлташӗсемпе чухне, йӑлишӗн вӑтанарах сывлӑх сунакан пулчӗ.

Помоги переводом

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

— Вӑй ҫитнине ӗҫлетпӗр, — вӑтанарах тавӑрать Лука.

Помоги переводом

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Малтан вӑтанарах, хуллен кӑна, каярахпа икӗ-виҫӗ хут хыттӑнрах тӑрӑнлаттарчӗ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

— Эсӗ ман пирки мӗн каланин чӗрӗкӗн чӗрӗкне те тӑмастӑп эпӗ, — вӑтанарах тавӑрчӗ Санюк.

Помоги переводом

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑтанарах та кӑштах шикленсе, йӑлӑнса та шанса вутӑш Натали патша ҫине пӑхать.

Смущенно и чуточку боязливо, с мольбой и надеждой, русалочьи глаза смотрят на государя.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсем иккӗш те уяв тумӗпе, хӑйсем, тин мӑшӑрланнӑ хӗрпе каччӑ пек, ҫынсем ҫине пӑхма вӑтанарах параҫҫӗ, ҫак кунсенче калаҫса тӑранайман пек, ытларах пӗр-пӗринпе юмахлаҫҫӗ.

Помоги переводом

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӑнран та, пӳрен те вӗсем пӗр евӗрлех, лешӗ аслӑрах ҫеҫ, ҫавӑнпа вӑтанарах парать.

Помоги переводом

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сана та чӗнме каларӗ, — вӑтанарах хыпарлать Укахви.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней