Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑрӑмӑш сăмах пирĕн базăра пур.
вӑрӑмӑш (тĕпĕ: вӑрӑмӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
3,6 м диаметрлӑ пӑрӑхсенчен пуҫтарнӑ консольсем 207,3 метр тӑршшӗ туратсене тытса тӑраҫҫӗ, пӗр-пӗринпе вӗсем 106,7 м вӑрӑмӑш пайсемпе ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ, ҫапла вара сыпӑсен пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 521,3 м танлашать.

Собранные из труб диаметром 3,6 м консоли поддерживают рукава длиной по 207,3 метра, соединённые перемычками длиной 106,7 м, что делает суммарное расстояние пролёта равным 521,3 м.

Фёрт-оф-Форт чукун ҫул кӗперӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A4%D1%91%D ... 1%80%D3%97

Юра чава-чава тем вӑрӑмӑш ҫула сӗвеклетрӗҫ те гусеницӑллӑ трактора хускатса аран-аран юр шӑтӑкӗнчен кӑларчӗҫ.

Помоги переводом

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Хӗрӗсем вара пӗринчен тепри хитре, шыв тӗпӗнче, хӗвелсӗр ҫӗрте ҫуралса ӳснӗскерсем пек те мар, амӑшӗ пекех сап-сарӑ та тем вӑрӑмӑш ҫӳҫлӗ, кӑвак чечек пекех кӑвак куҫлӑ.

Помоги переводом

2 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Апла пулсан, мӗншӗн-ха ҫак ҫара ҫурутравра пысӑк Баку хули сарӑлса ларать, мӗншӗн рельс ҫулӗсем нумай, темӗн вӑрӑмӑш тавар поезчӗсем ҫӳреҫҫӗ, мотор сассисем илтӗнеҫҫӗ?

Но почему на этом пустынном полуострове раскинулся большой город Баку, проложено много рельсовых путей, длинными вереницами тянутся товарные поезда, стучат моторы?

Кавказра нефть кӑларни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тӗрлӗ ӳсӗм категорийӗсенчи ачасем валли тӗрлӗ вӑрӑмӑш тата ҫӳллӗшсем урлӑ каҫмалли трасса хатӗрленӗ.

Для детей разных возрастных категорий были подготовлены трассы различной длины и перепадов высот.

Хушӑлкара ту кросӗ иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-1 ... tn-3461688

Тем вӑрӑмӑш вите.

Помоги переводом

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ара, нуратдин мар-и вӑл, Усеин-Сеитпа иккӗшӗ вӗсем ханӑн чи ҫывӑх ҫыннисем мар-и. Хан хушнипе пысӑк кимӗ пуҫне элем — тем вӑрӑмӑш ут хӳри ҫакрӗҫ.

Помоги переводом

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Иван патшана хам элчӗрен, Кельдеур мӑрсаран, тем вӑрӑмӑш ҫыру парса ятӑм-ха, ак ҫакӑн тӑршшӗ, — аллине хӑй умнелле ҫӳле-ҫӳле тӑсса кӑтартрӗ пиччӗшӗ.

Помоги переводом

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗнле шӑнӑҫрӗ-тӗр ҫав тем вӑрӑмӑш ҫӗлен ун хырӑмне!

Помоги переводом

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятламасӗ пӑхма хӑруш пулса кайнӑ: чикан пек хуп-хура, сухалне тем вӑрӑмӑш ӳстерсе янӑ.

Помоги переводом

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗпер тӑвиччен малтан ҫырма икӗ айккипе ҫыран таранах ҫӗр купаланаҫҫӗ иккен, вара, шыв юхмалӑх вырӑн хӑварса, тем вӑрӑмӑш дамба туса каяҫҫӗ.

Помоги переводом

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр кунне вӑл, Анушкана памашкӑн тем вӑрӑмӑш ҫыру хӑварса, вӑрман питомникне тухса кайрӗ.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӳлӗм тӑршшӗпе тем вӑрӑмӑш сӗтел лартнӑ, ун ик айккипе сӗтелтен те вӑрӑмрах тенкелсем лартса тухнӑ.

Помоги переводом

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл унта шыв кӗнӗрен ҫуталса тӑракан купӑсне тем вӑрӑмӑш тӑсса туртса кӑларчӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ферма ҫурчӗсене Кабир улӑм вырӑнне хӑмапа виттернӗ, вӗсем халь урамран тем вӑрӑмӑш вӗрҫӗнӗ пӳртсем пек курӑнаҫҫӗ; хапхапа юнашарах ҫуна-урапа лартма тепӗр пысӑк мар сарай тунӑ; тырӑ кӗлечӗ унчченхиех, — ӑна тахҫанах сӳтсе юсама вӑхӑт ӗнтӗ.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Советски урамӗпе темӗн вӑрӑмӑш уяв колони кӗвӗ ҫеммипе Совет Союзӗн Геройӗн Мирон Ефимович Ефимов ячӗллӗ Элӗкри культурӑпа кану умӗнчи лапама утса хӑпарчӗ.

Помоги переводом

Мухтавлӑ Ҫӗнтерӳ нихӑҫан та манӑҫмӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/muxtavla-centery- ... nacme.html

Ҫапла каларӗ те сотник пиҫиххирен ҫакса янӑ тем вӑрӑмӑш хӗҫҫине тӳрлетсе сарлака утӑмсемпе кӗпер урлӑ каялла каҫса кайрӗ.

Помоги переводом

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫухрӑм та 200 метр вӑрӑмӑш кӗпере 1850 ҫулта тик йывӑҫҫинчен тунӑ.

Мост длиной в километр 200 метров был построен в 1850 году из тикового дерева.

Йывӑҫ кӗперсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32584.html

Чалӑм крепоҫӗпе юнашарах тем вӑрӑмӑш хырсемпе-тӗреклӗ юмансем ҫӗр ҫине йӑванаҫҫӗ.

Помоги переводом

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халь вара ыраш та, ҫуртри те тем вӑрӑмӑш ӳссе кайнӑ.

Помоги переводом

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней