Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пысӑкскер пулас, юр ӑшне урипе пута-пута вӑрманалла кӗрсе кайнӑ.
XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Йӗлтӗр йӗрне такам урӑххисем унчченех хывнӑ пулас: кану ҫурчӗ хӗрринчен пуҫланать те шап-шурӑ анлӑ хире илсе тухать, унтан ҫип ҫапнӑ пек тӳррӗн вӑрманалла кӗрсе каять.
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Йытӑ вӑрманалла лӗпӗстетрӗ, — чӗлхине кӑларса хурса чернил мӑйӑрӗн сулхӑнне лӑпчӑнчӗ.Собака отбежала в сторону и, высунув язык, села в тени чернильного орешника.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Юхан шыв вӑрманалла кукӑр йӗр тӑрӑннӑн тӑсӑлать, вӑрман хӗррин кашни пӑнчинченех Горна асӑрхаяҫҫӗ.Она тянулась вогнутой к лесу кривой линией, и с каждой точки опушки можно было заметить Горна.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ҫаран урлӑ каҫсан сунарҫӑ вӑрманалла шалах тӑсӑлакан сукмаксен серепине курчӗ.Перейдя лужайку, охотник с удивлением заметил сеть тропинок, ведущих в глубину леса.
ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Шывра чӗр куҫҫи таран пӗкӗрӗлсе пырса ҫапкаланчӑксем пӗчӗк утравран сахалтан та аллӑ утӑм куҫнӑ тӗлелле икӗ ракетӑн ҫиҫкӗнчӗк кӗтесӗ утравран вӑрманалла тата тӳпенелле вирхӗнчӗ.
ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Негрсенчен пӗри ӳкрӗ, ыттисем ҫав самантрах ҫурӑмӗсене ҫавӑрчӗҫ те — хӑрушла кӑшкӑрашса-ҫухӑрашса, тӗрткелешсе-чышӑнса вӑрманалла вирхӗнчӗҫ.
ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫакӑнпа пӗр вӑхӑтрах Зимбизон хыҫалти хапхи уҫӑлчӗ те — сунарҫӑ вӑрманалла таракан тискерчӗксен ушкӑнӗсене курать.
XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ну, санӑн паттӑрлӑхусен шутне тепӗр сыпӑк ҫырса хуратпӑр та… сых ятне вӑрманалла пӑрӑнатпӑр.Ну, впишем еще страницу в твои подвиги и… свернем-ка на всякий случай в лес!
XI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ренпа унӑн юлташӗсем палатка патнелле васкарӗҫ; шалкам ҫумӑр ислетет; аслати мӗлкин хура чатӑрӗпе карӑннӑ тавралӑх хӗвел яланлӑхах сӳннӗ тӗнчене куҫать тейӗн; аҫа ҫапса йывӑррӑн кӗмсӗртетет, вут-хӗм тӗмӗсене сирпӗтнӗн салатать ҫиҫӗм пӗлӗтсене; ҫиҫӗм ҫӗҫҫисен йӑлтӑркка кукӑрӑлчӑкӗсем вӑрманалла тирӗнеҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 282–286 с.
Кӳлӗсен таврашӗнче пурӑнакан староверсем Сережа шывӗ тӑрӑх ҫӳлелле вӑрманалла куҫаҫҫӗ, теҫҫӗ.То будто бы на озерах вверх по реке Сереже староверы уходят в лес.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Витт пуртӑ йӑтса вӑрманалла утрӗ, слонсене шыраса унта виҫӗ эрне ҫухалса ҫӳрерӗ.Витт ушел с топором в лес и пропадал три недели, разыскивая слонов.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.
Хӑй ҫур сехете яхӑн пӗрле ирттернӗ ҫын ҫине ҫаврӑнса та пӑхмасӑр, тахҫан чӑхсене лайӑх палланӑ фермӑран ҫаврӑнса иртес тӗллевпе Грифит вӑрманалла шухӑшлӑн танкӑлтатрӗ.
Мӗн пулнӑ пулнах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 109–113 с.
Вӑл шӑлне ҫыртса лартнӑ та — сӑрхӑнтарса кӑларчӗ: «Ну-у, юрать!» — вара пӑрҫа уйӗнчи катемпирен хывса тӑхӑннӑ пиншак ҫухавине ҫӗклерӗ, аллисене кӗсйине чиксе вӑрманалла пӑрӑнчӗ.
Мӗн пулнӑ пулнах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 109–113 с.
Капитан ҫакна та пӗлтерет: шлюпкӑна шыва антариччен вӑл пӑхмалли трубапа ҫыран хӗрринче тӑракан ҫынна курнӑ имӗш; вӑл вӑрманалла питӗ хӑвӑрт кӗрсе ҫухалнӑ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Часах темиҫе милиционер вӑрманалла ҫывӑхранах чупса иртрӗҫ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кӗҫех пӳртрен утарҫӑ — сухаллӑ арҫын ҫавӑ иккен — тухрӗ, шалти кӗсйине хыпашласа пӑхрӗ те вӑрманалла чупнӑ йытӑ хыҫҫӑн уттарчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тепрер сехетрен Валетпа Телегин, лашисене пасар карти ҫумне уйрӑмшарӑн, анчах пӗри теприн патӗнчен курӑнмалла кӑкарса хунӑскерсем, апат-ҫимӗҫ тултарнӑ хутаҫсемпе михӗсене йӗнер ҫумне ҫыха-ҫыха хучӗҫ те, малтан Валет, ун хыҫҫӑн Телегин килнӗ ҫулпа каялла Йӗпреҫрен тухрӗҫ, ирхине ыттисем вӑрманалла пӑрӑннӑ тӗле ҫитсен, хӑйсем те сылтӑмалла кӗчӗҫ, малалла вара пӗрлех кайрӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Апла тесен, паҫӑр ҫырмара Сӑпание кӗтсе лариччен, вӑл тахҫанах вӑрманалла тапса сикме пултарнӑ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапла чиперех ҫырмана анса кайрӗҫ, вӑрманалла талпӑнчӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.